Сусӑрсене патшалӑхӑн учрежденийӗсене тата ытти харпӑрлӑхлӑ организацисене кӗрсе ҫӳреме май туса парасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Тахҫантанпах. Анчах Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч.
Темиҫе ҫул каялла ҫак темӑпа материал хатӗрленӗччӗ те, яваплисем ун чух Совет самани вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫуртсенче сусӑрсен нушине шута илменнине пӗлтерни аса килет. Ара, вӑл вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра таса-сывӑ ҫынсем кӑна ҫуралнӑ пулать те, сусӑрсем лавккана кӗрсе тухассине, вӗсен ҫӳҫ кастарма каяс килнине, мунча кӗрес килнине, аптекӑна тухса эмел туянмаллине тата ҫавӑн йышши вун-вун ыйтӑва шутах хурсах кайман. Ятарлӑ ҫуртсем туса панӑ-ха…
Юлашки ҫулсенче патшалӑх пирӗн хушӑмӑрта сусӑрсем те пуррине аса илчӗ темелле. Предприяти-организацисене кӗме пандуссем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Анчах вӗсенчен хӑшӗсене ячӗшӗн кӑна тунӑн туйӑнать. Чирлӗ ҫын мар, сывви те хӑшӗсемпе хӑй тӗллӗн хӑпараймӗ.
Ҫак пӗтӗмлетӗве Этем правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй аппарачӗ Кручинин __Йӗпреҫре__ пулнӑ чух тепӗр хут курса ӗненнӗ. __Йӗпреҫ район__ администрацине, район прокуратурине, ШӖМӗн районти пайне, мировой судьясен ҫуртне, тӗп вулавӑша, нотариус кантурне, хӑш-пӗр аптекӑна, стоматологи пӳлӗмне, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫурта, газшӑн тӳлемелли абонент пунктне ҫитсе пӑхнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене кӗме пандус е пачах ҫук е пуррисем тӑрӑх та хӑпарма йывӑррине, мӗншӗн тесен пандус айккипе алӑпа тытӑнмалли пӑхса хӑварманнине асӑрханӑ. Урапапа пыракан ҫыннӑн каялла шуҫса каясси кӑна юлать… Тепӗр пандуса ытла чӑнкӑ вырнаҫтарни те меллӗ мар.
Сусӑрсен машинине лартма тесе уйӑрнӑ стоянкӑсенчен хӑшӗсене таса-сывӑ ҫынсемех машина лартса тухнӑ е вӑл вырӑнсенчи юра та тасатмаҫҫӗ-мӗн.
__Йӗпреҫре__ палӑртнӑ кӑлтӑксем пирки уполномоченнӑй тытӑмӗ республика прокуратурине пӗлтерессине хыпарлать.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=806&type=main&id=2716959|**Сӑнсем**__ (13)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |