Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пушӑн 6-мӗшӗнче __Канаш районӗнче__ «Канаш ен пики — 2014» конкурс пулнӑ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.

Кашни пике хӑйнеевӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑнӑ. Вӗсем пилӗк конкурс витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх тӗпелӗ», «Чӑваш стилӗ». Жюри ҫирӗп пулнӑ, зала халӑх нумай пухӑннӑ. Пикесене тимлӗхе пӗр минутлӑха та ҫухатман. Хӗрсен илемӗ тумӗсем, хӑйсем пирки хатӗрленнӗ электронлӑ хӑтлавсем тата ытти те ҫынсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн хаваслӑ туйӑм парнеленӗ. Уяв ячӗпе Канаш район администрацийӗн пуҫлахӗ Владислав Софронов та саламланӑ, пикесене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ.

Конкурса хатшӑннӑ хӗрсем пурте пултаруллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ, ал  ӗҫӗсемпе тӗлентернӗ. Конкурсҫӑсенчен пӗри акӑ Вера Егорова. Вӑл 8 ачаллӑ ҫемьери чи кӗҫӗнни. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн __Канашри__ финанс колледжӗнче ӑс пухнӑ, унтан аслӑ пӗлӳ илнӗ. Халӗ Вера ял тӑрахӗн администрацинче ӗҫлет. Людмила Никитина вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме юратать. __Янкӑлчри__ Анастасия Патшина Мускаври С.Горячкин ячӗллӗ институтра вӗренет.

Ҫӑмӑл мар тупӑшура «Канаш ен пики — 2014» ята **Анастасия Андреева** ҫӗнсе илнӗ. Анастасия Патшина — «Хӳхӗм пике». Наталия Иванова «Ҫепӗҫ пике» ята тивӗҫнӗ, Алина Денисова вара — «Ӑс пике». Ольга Николаева «Куракансем кӑмӑллакан пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Александра Герасимова — «Пултаруллӑ пике», Дария Ильина — «Килӗшӳллӗ пике», Елена Митрофанова — «Илӗртӳллӗ пике». Конкурсҫӑсене Тав хучӗпе тата парнесемпе чысланӑ. Район шайӗнчи конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халӗ республика шайӗнчине хутшӑнмалла. «Чӑваш пики — 2014» конкурсра Анастасия Андреева тата Ольга Николаева Канаш районӗн чысне хӳтӗлӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть