Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.5 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче __Етӗрне районӗнчи__ __Пӗрҫырланти__ Культура ҫуртӗнче __Урапакасси__ ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, ҫулталӑк каялла йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Станиславович Григорьева асӑнса районти командӑсем хушшинче волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва Сергей Станиславовичӑн ҫемьипе __Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ__ пӗрле йӗркелерӗҫ. Сергей Станиславович хӑй вӑхӑтӗнче Тимирязев ячӗллӗ колхозра ултӑ ҫул хушши тӗп энергетик, унтан икӗ ҫул хушши колхоз председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтра — колхозсем арканнӑ ҫулсенче — 1991-2000 ҫҫ. тӑхӑр ҫул хушши Тимирязев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ялсене газ кӗртессипе, ялсем хушшине асфальтлӑ ҫул сарассипе тимленӗ. Унтан ӑна __Етӗрне__ хулине энергетик пулма чӗнсе илнӗ, 2000 ҫултанпа пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех Чӑваш энергосбыт компанин Етӗрнери филиалӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ҫул хушши район депутачӗ пулнӑ, ял халӑхне кулленхи ыйтусене татса пама хатӗр пулнӑ.

Турнирта 5 ушкӑн ӑмӑртӗҫ: пӗрҫырлансем ҫулсене кура 3 команда йӗркеленӗ, етӗрнесем — 2 команда.

Пухӑннисене Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Наталья Юрьевна Степанова, Сергей Станиславовичӑн мӑшӑрӗ Ирина Вячеславовна Григорьева саламларӗҫ. Ирина Вячеславовна ял халӑхне, мӑшӑрӗн тусӗсене, тӑванӗсене Сергея асра тытнӑшӑн, хӑйне тата ачисене йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме пулӑшнӑшӑн чунтан тав турӗ, ӑмӑртура пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пухӑннисем Сергей Станиславовича асӑнса сӑмах каларӗҫ. Пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Ӑмӑрту хастар кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Етӗрне ушкӑнӗ мала тухрӗ. Кашни командӑнах Наталья Степанова Хисеп хучӗ парса чысларӗ. Сергей Станиславович кӗрӳшӗ Денис Федоров асӑнмалӑх кашни командӑна волейбол мечӗкӗ парнелерӗ. Сергейӑн юлташӗ Козлов Александр чи хастар волейболиста Максим Казамбаева карас телефонӗ парнелерӗ.

Ирина Вячеславовна пухӑннӑ хӗрарӑмсене чечексемпе тата пӗчӗк сувенирсемпе чысларӗ. Юлашкинчен пурте пӗрле Сергей Станиславович юратнӑ пулӑ шӳрпипе — вӑл пулӑ тытма питех те юратнӑ — хӑналанчӗҫ.

Ирина Григорьева ӑмӑртӑва укҫа-тенкӗ енчен йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Етӗрне район ертӳҫине Краснов А.А, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх ертӳҫине Степанова Н.Ю, кӗрӳшӗсене Федоров Д.Г. тата Хатунцев П.С.-на ывӑлӗпе хӗрӗсене тав турӗ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=78&type=news&id=2728060|**Сӑнсем**__ (50)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 04

1924
102
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1968
58
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын