Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Муркаш районӗн__ __Калайкасси__ вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.

Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.

— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.

Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.

Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче __Элӗк районӗ__ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — __Калайкасси__ шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна __Ҫатракасси__ шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ. Вӗрентекенсен эстафетинче Красноармейски районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗшсем — __Шетмӗпуҫ__ шкулӗн вӗрентекенӗсем (Муркаш раййонӗ). Виҫҫӗмӗш вырӑна Калайкасси шкулӗн учителӗсем йышӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть