Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлевҫин кунӗнче Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш ен» культура обществин делегацийӗ Северодвинск хулин портӗнче тӑракан «Ушаков адмирал» эскадра миноносецӗ ҫинче пулса курнӑ. Хӑнасене хисеп туса карап ҫинче ялав ҫӗкленӗ, митинг ирттернӗ. Чӑваш культура обществин ертӳҫи Валериан Гаврилов Тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑракан яшсене, ҫав шутра чӑваш каччисене те, уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Мурманскри «Шупашкар» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Дмитрий Осипов вара карап экипажне телевизор тата тӑван республикӑра туса кӑларнӑ пылак ҫимӗҫ парнеленӗ.

Карап командирӗ Олег Гладкий 1 ранг капитанӗ чӑваш ачисем хӗсметре маттур пулнине палӑртнӑ, чи хастаррисене черетлӗ звани парасси ҫинчен хушу вуласа панӑ.

Карап историйӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн уяв кают-компанире тӑсӑлнӑ. Хӑнасем моряксене тепӗр пысӑк парне тунӑ — чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Итлекенсем Светлана Абрашкина юрӑҫа уйрӑмах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Концерт вӗҫленсен делегаципе пӗрле килнисем чӑваш ачисемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫнӑ, кам ӑҫтан пулнине ыйтса пӗлнӗ. Паллах, пурте хутшӑнайман ҫак калаҫӑва — хӗсметре-ҫке! Ҫапах та Алексей Иванов (Вӑрмар районӗнчен), Кирилл Леонтьев (__Канаш__ хулинчен), Николай Васильев (Чӗмпӗр облаҫӗнчен), Владислав Геронтьев (Кемӗр облаҫӗнчен), Максим Муратов (Пушкӑртстанран) тӑван чӗлхепе калаҫса савӑннӑ, кайран пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

Ентешсем малашне те килсе ҫӳреме шантарса сывпуллашнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 05

1886
140
Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Элифанов Степан Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1908
118
Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Прокопьева Зинаида Николаевна, юрӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та