«Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ пичетленсе тухсан унӑн авторӗн ӑсталӑхне __Михаил Сироткин__ литература тӗпчевҫи пысӑк хак панӑ. 1964 ҫулта вара __Алексей Талвир__ «Никӗс» роман кӑларнӑ. Кӗҫех ӑна вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Ахаль ҫынсем те, литература тӗпчевҫисем те ӑна ырласа йышӑннӑ», — ҫакна аса илтерет «Чӑваш Ен» телерадиокомпани.
Талвирӑн ытти кӗнеки те вулакана ҫывӑх. Ҫакна палӑртнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти литература музейӗнче ирттернӗ асӑну каҫӗнче. Унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав та йӗркеленӗ ҫав кун.
Алексей Талвир 1909 ҫулта __Патӑрьелӗнче__ ҫуралнӑ. Сӑмах май, унти шкул паллӑ ентешӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Аслӑ пӗлӗве вӑл Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илнӗ. Ҫартан таврӑнсан Мускавра тухса тӑракан «Коммунар» хаҫатра ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Алексей Талвир «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫарти корреспонденчӗ пулнӑ.
Алексей Талвир 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗсем — «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ тата «Никӗс» роман. Алексей Талвир хайлавӗсене вырӑсла, тутарла, грузинла тата ытти чӗлхене куҫарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |