Ӗнер __Шупашкарта__ пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва онлайн меслечӗпе кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑма пултарать иккен.
«М-7 федреаци ҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр ҫинчи инкек уйрӑмах нумай пулса иртекен тата вӗсенче ҫынсем вилекен вырӑнсем пур», — тесе палӑртнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Тӗслӗх вырӑнне вӑл __Ҫӗрпӳ__ ункине, __Канаша__ хӗвелтухӑҫ енчен пырса тӑракан вырӑна, __Ишлей__ ҫулне илсе кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫул-йӗре татти-сыпписӗр пӑхса тӑрса васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн диспетчер службине хыпарлаяҫҫӗ-мӗн. Сывлӑх сыхлав министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав аппарат васкавлӑ пулӑшу машининчен маларах ҫитсе лару-тӑрӑва тӗрӗс хак параять. Ҫапла вара епле пулӑшу кирлине, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшу миҫе машинине ямаллине, пӗлтереет. Ку вӑл медпулӑшу кӳрессин пахалӑхне лайӑхлатма май параять имӗш.
Пилотсӑр вӗҫекен аппарат инкек вырӑнне тӗллеттерет.
Модельне кура хайхи 3 сехетрен пуҫласа 4 сехет таран вӗҫсе ҫӳрет. Хӑй мӗн курнине 50 ҫухрӑм таран инҫӗшне пӗлтерет. Радиоуправлени меслечӗпе унпа 90 километр инҫӗшӗнчен йӗрлесе тӑма пулать теҫҫӗ.
Ҫакӑн йышши аппаратпа хальӗхе тек урӑх нимӗнле регионти васкавлӑ пулӑшу та усӑ курмасть иккен. Апла тӑк ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртсен эпир ытти субьектра чи пӗрремӗшӗ пулӑпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |