__Ҫӗрпӳри__ аграрипе технологи техникмуӗнче 1-мӗш курсра вӗренекен Юрий Гаврилов филосфие алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет. Вӑл асӑннӑ предметпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Дистанцилле майпа иртнӗ конкурса пӗтӗмпе 202-ӗн хутшӑннӑ иккен. Философипе ҫӗнтерес тесе яш нумай кӗнеке шӗкӗлченӗ иккен, тӗнче тетелӗнчи материалсене те вӑл пӑхса тухнӑ.
Хӑйӗн шухӑшне каламалли ыйтусем каччӑшӑн уйрӑмах кӑсӑклӑн туйӑннӑ-мӗн. Эссе те ҫырма тивнӗ.
103 балл пухма май пуринчен Юрий 91-шне пухнӑ. Маларах вӑл районти тата республикӑри тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. «Вырӑсла ҫырнӑ автор прози тата поэзийӗ» секцире вӑл район олимпиадинче тӑватӑ хутчен те мала тухнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |