Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленӗ электронлӑ вулавӑша __Никифор Мранька__ ҫырнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 3-мӗш кӗнеки вырнаҫрӗ. 1 миллион ытла саспаллирен тӑракан хайлава сайтра вуланисӗр пуҫне хӑвӑр кӗсье хатӗрӗсем валли те уҫласа илме пултаратӑр — ӑна epub форматпа та хатӗрленӗ.
Никифор Мранька ҫырнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» кӗнекесен пуххи Октябрьти пӑлхавӑр умӗнхи чӑваш халӑх пурнӑҫне сӑнласа кӑтартать. Чи пӗрремӗш хут виҫҫӗмӗш кӗнеки 1961 ҫулхи раштав уйӑхӗнче кун ҫут курнӑ. Унтанпа сахал мар ҫӗнӗрен пичетленсе тухнӑ. Сӑмах май, ӑна хӑй вӑхӑтӗнче М.Я. Сироткин критиклесе пӑрахнӑ — ниме юрӑхсӑр япала имӗш. Паллӑ литература тӗпчевҫине унта пӗр ырӑ сӑнар та курӑнман, хайлав та историлле чӑнлӑха хирӗҫле шухӑшлӑ иккен. Ҫапларах хак панӑ кӗнекене 1962 ҫулта. Эсир вара, сайт хӑнисем, кӗнекепе паллашайман пулсан ӑна вуласа тухса хаклама пултаратӑр: малтанхи икӗ кӗнекинчен хавшакрах е сумлӑрах.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |