__Вӑрнар районӗнчи__ __Аҫӑмҫырминче__ пурӑнакан 16-ри Олегпа 14 ҫулти Максим Федоровсене ялта паттӑр тесе чӗнеҫҫӗ. Мӗн тунӑ-ха ҫак яшсем? Чӑннипех те паттар ӗҫ тунӑ. Олегпа Максим ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пӗвере путма пуҫланӑ арҫынна вилӗмрен ҫӑлнӑ.
Ҫак ялтах пурӑнакан 43 ҫулти арҫын Олегпа Максим пулман тӑк пурнӑҫпа сывпуллашӑччӗ. Ҫав кун пӗве хӗрринче аслисем каннӑ. Унччен те пулмасть — ҫухӑрашма пуҫланӑ. Олег каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав арҫын ишнине курнӑ. Кӑштахран, ҫыран хӗрринерех ҫитсен, хайхискер чӑмнӑ та ҫухалнӑ. Пӗр минут иртнӗ, иккӗ… Арҫын ҫаплах тухман. Олег малтанах ҫавскер шыв айӗнче сылӑшсӑр вӑрах вӑхӑт пулнинчен тӗлӗннӗ. Унтан ӑнланнӑ: арҫын тӑнне ҫухатнӑ та шыв айӗнчен тухайман-мӗн.
Максим та инкек сиксе тухнине ӑнланнӑ, тӳрех шыва чӑмнӑ. Малтанах вӑл путнӑскере шыраса тупайман. Иккӗмӗш хут чӑмсан арҫынна тупнӑ, пиччӗшне пулӑшма чӗннӗ. Кашни ҫеккунт хаклӑ пулнӑран арҫын ачасем хӑвӑрт ӗҫленӗ, арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан ӑна медиксем пулӑшу панӑ.
Федоровсем пӗверен инҫех мар пурӑнаҫҫӗ. Амӑшӗ Элеонора каланӑ тӑрӑх, утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн арҫын ачасем шыва кӗме пуҫтарӑннӑ. Амӑшӗ вӗсене ярасшӑнах пулман та, пиччӗшӗпе шӑллӗ ҫапах кайнӑ. Ывӑлӗсем арҫынна ҫӑлни пирки каласа кӑтартсан амӑшӗ ҫухалса кайнӑ: те савӑнмалла, те йӗмелле. Ачасем ҫав вӑхӑтра шыва кӗме кайман тӑк ӗҫ-пуҫ инкекпе вӗҫленӗччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |