Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 1931–1937 тата 1955–1957 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт умӗнчи асӑну хӑми умне __Митта Ваҫлейӗн__ ятне чӗрере упракансем пухӑнчӗҫ.
Ҫак кун, 1957 ҫулта, чӑваш сӑвӑҫи, __Ҫеҫпӗл Мишшин__ чӑваш реформине малалла тӑсаканӗ, Василий Егорович Митта, тӑван ялӗнче, акатуй уявне кайнӑскер, вӑхӑтсӑр вилет. Сӑваплӑ асӑнӑва йӗркелекенсенчен пӗри — Илле Арсентьевич Иванов. Паллӑ сӑвӑҫа пуҫ тайма Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсемпе, хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе пӗрле наци конгрессӗн хастарӗсемпе «Сӑвар» фонд ертӳҫи пулчӗҫ. Поэта асӑнса сӑмах каларӗҫ, вӑл вилнӗ куна аса илчӗҫ. Пурӗ 12 ҫын пуҫтарӑнчӗ, асӑну хӑми ҫине чечек хучӗҫ. Ҫитес ҫул Митта Ваҫлейӗн преми лауречӗсене пурне те ҫак вырӑнта курас шанӑҫпа саланчӗҫ.
Чечек хуни пӗрлехи сӑн ҫапнипе вӗҫленчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |