Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче __Канаш районӗнчи__ __Вӑрман Енӗш__ ял уявне палла тунӑ. Кунти халӑх кашни уява тӗплӗн хатӗрленет, сценарие вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпе хурса тӑвать.

Уяв __Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Харитонова В.Т. саламланипе пуҫланнӑ. Паллах, вӑл ентешӗсене ӗҫре ӑнӑҫусем тума, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма суннӑ.

Уявра «Ентешсем» халӑх ансамблӗ, «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ, чӑваш эстрада юрӑҫи Александр Ильин, __Чарпуҫри__ ҫамрӑк артистсем, культура ӗҫченӗсем хаваслӑ туйӑм кӗртнӗ. Вӗсем халӑха юрӑ-ташӑпа хӗрӳлентернӗ. Хӑнасем тата вырӑнти халӑх Вӑрман Енӗшри алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашнӑ.

Ял уявне вӗттинчен пуҫласа ватӑсем таранах пухӑннӑ. Сӗтел ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ, шӳрпе пулнӑ. Ӑмӑрту, конкурс призерӗсене, чи лайӑх юрӑҫсемпе ташӑҫӑсене, ҫуралнӑ кунне уявлакансене, ялти хастарсене парнесемпе хавхалантарнӑ.

Ял уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Унта тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман ҫынсем тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫакнашкал уяв пур тӑк ял малашлӑхӗ те пысӑк-ха.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи