Суд вӑл такана ҫинчи шыв пек тенӗ ваттисем. Теприсем чӑнлӑха шыраса ҫапах та таҫти суда та ҫитме хатӗр. Ҫапла тунӑ та __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ Пятидесятниксен Библи центрне пӗтернипе килӗшмен ваккатсем. Вӗсем Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европа суднех ҫитнӗ. Страсбургри суд асӑннӑ Библи центрне пӗтерни этем правине пӑсни пулать тесе йышӑну кӑларнӑ.
Центра 2007 ҫулта Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе 2007 ҫулта хупса хунӑ иккен. Унччен ҫавӑн пек йышӑнӑва Чӑваш Республикин Верховнӑй сучӗ кӑларнӑ. Библи центрне хупас йышӑну патне пырса тухни ун ҫумӗнче йӗркеленнӗ Библи колледжӗ тата вырсарни шкулӗ вӗренӳ требованийӗсене тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ-мӗн.
Страсбургри суд вара Раҫҫей сучӗсем хӑйсен йышӑнӑвне кӑларнӑ чух Этем прави ҫинчен калакан Европа конвенцине пӑснӑ тесе палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |