__Элӗкри__ «Валинкке» халӑх фольклор ансамблӗ Геннадий Заволокин ячӗллӗ «Выля, купӑс» Пӗтӗм тӗнчери III фестивале хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 3–13-мӗшӗсенче Новосибирск тата Новосибирск облаҫӗнче иртнӗ.
Икӗ ҫулта пӗрре иртекен мероприяти тӗнче шайне тухма ӗлкӗрнӗ. Хальхинче унта хамӑр ҫӗршыври 70 регионӗнчен тата Германирен, Америкӑран, Израильтен, Украинӑран, Белоруҫран, Казахстанран килсе ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнма 278 заявка тӑратнӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри тепӗр ушкӑн та пулнӑ. Ку вӑл — Шупашкар районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ. «Валинкке» пирки каласан, фестивальте ушкӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ Элӗк район администрацийӗнче.
Конкурс ирттернисӗр пуҫне фестивале хутшӑннисене «Выля, купӑс» телекӑларӑм валли те ӳкернӗ.
«Валинкке» ушкӑн фестивальтен лауреат ячӗпе таврӑннӑ. Ансамблӗн солисчӗсем Владимир Терентьевпа Галина Краснова фестиваль дипломанчӗсем пулса тӑнӑ.
__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=57&id=62441|**Сӑнсем**__ (46)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |