Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ.

Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ.

Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать.

Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет. Ҫавна пулах транспорт, йӑла пулӑшӑвӗ, страхованинчи тӑкаксем хакланнӑ имӗш.

Михаил Игнатьев виҫӗ уйӑхра хаксем 7–8 процент хӑпарнинчен тӗлӗннӗ иккен. Туса илекенпе сутакан хушшинче услам тӑвакансем пулмалла марри пирки хӑй маларах каланине вӑл тепӗр хутчен аса илтернӗ. Унтан вӑл __Вӑрнар районӗнче__ ытларах елчӗксен апат-ҫимӗҫне сутнине асӑрханине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑрнарсен курӑнсах кайман курӑнать. «Павлов (~~сӑмах ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пирки пырать. — Авт.~~) тата Кузьмин (~~Чӑваш Енӗн пурлӑх министрӗ Анатолий Кузьмин. — Авт.~~) — иксӗр те Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем. Сирӗн тӑрӑхра йӗркесӗрлӗх хуҫаланать», — тенӗ вӑл.

Унтан Элтепер тавар туянакансене хӳтӗлемеллине аса илтернӗ. Унтан вӑл виҫҫӗмӗш кварталта ун пек цифрӑсем (сӑмах хак хӑпарни пирки пырать) пулмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ. Ку енпе лару-тӑрӑва йӗркелесе пырайманнисене вӑл ӗҫрен хӑтарасси пирки асӑрхаттарнӑ май 2010 ҫулта хускатнӑ ыйтусемпе паян та тӗл пулнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та