Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.

Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна __Улатӑр район__ ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне __Алтышево__ ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.

Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.

Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ. Малтанхи тӗл пулусенче икшер командӑна ҫӗнтерсе финала пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем — вӑрнарсем тата муркашсемпе Тӑвайсем — тухнӑ. Татӑклӑ тӗлпулура выляма вӑрнарсемпе тӑвайсем тивӗҫнӗ. Финалта Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн команди тӑвайсене 2:1 шутпа ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-командӑри волейболистсене мала тухма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л. Николаев, хӑй вӑхӑтӗнче Вӑрнар районӗнче ӗҫленӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С. Павлов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Ю. Попов хавхалантарнӑ.

Вӑрнарсен командин чысне Вадим Кириллов (__Пӑртас__ ялӗнчен), Алексей Федоров (__Уйкас Кипек__), Артем Степанов (__Ҫӗрпел__), Вячеслав Данилов (__Ҫавалкасси__) тата Александр Ласкеев (__Хурӑн Кӑкшӑм__) уйрӑмах лайӑх хӳтӗленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-командӑна яваплӑ ӑмӑртусене сумлӑ ӗҫпе спорт ветеранӗсем Геннадий Егоровпа Борис Макаров хатӗрленӗ.

2010 ҫулччен мини-футбол турнирне вуникӗ командӑран ытла хутшӑнман. Республика тӗп хулин 545 ҫулхи юбилейне халалланӑ спартакиадӑра вара хӑйсен ӑсталӑхне кашни районӑн ентешлӗхӗн футболисчӗсем кӑтартрӗҫ. Ҫакӑн пек ырӑ тӗслӗхе Чӑваш Ен чемпионачӗсенче те кураймӑн. Малтанхи тӗлпулусенче малти вырӑнсене йышӑнса спартакиадӑн юлашки икӗ кунӗнче вӑрмарсем, етӗрнесем, елчӗксем, канашсем тата патӑрьелсем тупӑшнӑ. Ҫивӗч кӗрешӳре Юхма ен футболисчӗсем пӗр очко та илеймен, пиллӗкмӗш вырӑна юлнӑ. 3–4-мӗш вырӑнсемшӗн тупӑшнӑ Елчӗк тата Канаш ен ентешлӗхӗсен хушшинчи матч чи кӑсӑклисен шутне кӗнӗ. Елчӗксем канашсене 6:1 (!) шутпа ҫӗнтерсе пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. «Елчӗк ен» командӑшӑн __Кармал__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти «Лидер» строительство компанийӗн ертӳҫи, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе тата регбол енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Лапшин вылянӑ. Вӑл канашсен хапхине икӗ мечӗк тапса кӗртнӗ. Ҫӗршывӗпе паллӑ атлет тӑрӑшнипе «Елчӗк ен» команда вӗрен туртассипе те виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Шупашкар районӗн команди вӗрен туртассипе кӑна пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Апла пулин те пӗтӗмӗшле зачетра пуринчен те сахал очко пухса пуҫласа «Туслӑх кубокне» тата спартакиадӑна хутшӑннӑ чи вӑйлӑ атлетсене хавхалантарма уйӑрнӑ 100 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

«Елчӗк ен» командӑн пӗтӗмпе — 19, Канаш районӗн ентешлӗхӗн 20 очко. Ҫапла майпа елчӗксемпе канашсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Шупашкар 545 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ спартакиадӑна савӑнӑҫлӑ самантра хупнӑ чухне спортсменсене уяв ячӗпе Л. Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Ю. Попов, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Н. Угаслов тата ыттисем ӑшшӑн саламланӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 08

1833
192
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ.
1931
94
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1940
85
Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ.
1990
35
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
20
Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та