Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етӗрне районӗнчи__ __Тури Ачакра__ Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне, СССР халӑх депутатне, СССР Аслӑ Канашӗн аграри енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташне, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ӗҫченне, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи пулнӑ __Аркадий Айдака__ асӑнса палӑк уҫнӑ. Ӑна тума районта пурӑнакансем тата укҫаллӑ ҫынсем «кӗмӗл» уйӑрса пулӑшнӑ.

Бюст авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Владислав Немцев.

Палӑка уҫма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ хутшӑннӑ. Вӑл Айдак ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх, вӑл кашни ҫынах тӳрӗ чунлӑ пултӑрасшӑн пулнине палӑртнӑ. Элтепер «Ленинская искра» колхоз ертӳҫинчен тӗслӗх илнине аса илнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ май Айдак ҫӗре юратма, ун ҫинче ӗҫлеме ӳкӗте кӗртейнине, патшалӑх деятелӗ май вӑл производство культурине, ял культурине тата кашни ҫемьери культурӑна ӳстересшӗн тӑрӑшнине палӑртнӑ.

Айдакӑн мӑшӑрӗ Людмила Андреевна упӑшки: «Маншӑн кашни кун уяв пек, мӗншӗн тесен юратнӑран та юратнӑ ӗҫ пур. Ӗҫ те мар, пултарулӑх. Вӑл хӑват, хавас кӑмӑл кӳрет», — тенине аса илнӗ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2846469|**Сӑнсем**__ (80)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть