
Ҫӗнетнӗ ГигаЧат ИИ-Пулӑшуҫӑ Раҫҫей тата СНГ ҫӗршывӗн 30 ытла халӑх чӗлхипе усӑ курса текста ӑнланас тата ҫырас пахалӑхне ӳстерчӗ. Вӗсен шутӗнче тутар, пушкӑрт, чӑваш, удмурт, якут, бурят, осетин, чечен, кабардин-черкес тата ыттисем те. Тӗплӗн суйласа илнӗ вӗрентӳ даннӑйӗсемпе тивӗҫтернине пула хуравсен пахалӑхне ӳстерсе кашни чӗлхешӗн уйрӑм модель шутласа кӑларма май пулчӗ. Пӗтӗм тӗнчери ытти чӗлхесене шута илсе ГигаЧат пурӗ 40 ытла чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама пултарать.
ИИ-Пулӑшуҫӑна вӗрентмешкӗн даннӑйсем пухма «Раҫҫей халӑхӗсен ҫурчӗ» ФПБУ тата «Рувики» интернет-энциклопеди, ҫавӑн пекех регионти ӑслӑлӑх академийӗсем, Раҫҫей халӑхӗсен вырӑнти чӗлхепе культура еткерлӗхне упрас сферӑра ӗҫлекен ӑслӑлӑхпа вӗренӳ организацийӗсемпе коммерциллӗ мар фондсем пулӑшрӗҫ.
Наци чӗлхисене пулӑшас ӗҫре текст формачӗсемпе усӑ курассине пурнӑҫа кӗртнӗ. ГигаЧат ИИ-Пулӑшуҫӑран кирек мӗнле чӗлхепе ыйту парсан та вӑл ҫав чӗлхепе усӑ курса хурав пама пултарать. ИИ-Пулӑшуҫӑпа усӑ куракансем тӑван чӗлхепе цифра сервисӗсенче хуравсем, консультацисем тата ытти пулӑшу илме пултараҫҫӗ: кунта информаци тупас тата вӗренӳре пулӑшу илессинчен пуҫласа текстсемпе, обращенисем хатӗрлесе патшалӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме пулать. ИИ-па тӑван чӗлхепе калаҫма пултарни тӑван чӗлхепе сервиссемпе усӑ куракан аслӑ ӑрушӑн та, ИИ-Пулӑшуҫӑ урлӑ цифра хутлӑхне алла илекен ҫитӗнекен ӑрушӑн та пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑн пек меслет ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме, культурӑпа истори ӑс-тӑнне упрама пулӑшать тата вӗрентӳре, культурӑра, туризмра, медиӑра тата экономикӑн ытти секторӗсенче наци чӗлхисене усӑ курса сервиссемпе продуктсене малашне аталантармалли никӗс туса хурать
Чӗлхе модельне мӗнле вӗрентнӗ пирки
Нумай наци чӗлхисем цифра тавралӑхӗнче сахал палӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та Сбер федераллӑ тата регионти анлӑ партнерсемпе пӗрле — университетсемпе, библиотекӑсемпе, медиӑпа культура институчӗсемпе, регион ассоциацийӗсемпе, фондсемпе тата наука академийӗсемпе-чӗлхе еткерлӗхне цифрӑлас тата ИИ-сервиссене тӑван чӗлхесемпе аталантарас ӗҫе йӗркелет. Шӑпах та вӗсем моделе вӗрентме кирлӗ чӗлхе даннӑйӗсене пухса сервис пахалӑхне тӗрӗслеме пулӑшаҫҫӗ. Чӗлхепе калаҫакансем сервис пахалӑхне палӑртса хаклас ӗҫре те хутшӑнаҫҫӗ: модель хуравӗсене, пуплевӗн грамматикине, стилистикине тата килӗшӳлӗхне тӗрӗслеҫҫӗ.
Кашни чӗлхене вӗрентекен набора темиҫе ҫӗр пинрен пуҫласа темиҫе миллион документ таран кӗртнӗ. Вӗсем хушшинче вӗренӳ учрежденийӗсемпе библиотекӑсен архив фончӗсенчи ӗлӗкхи тата хальхи текстсем, медиапартнерсен хыпарпа публицистика материалӗсем, ҫавӑн пекех вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тексчӗсем. Тӗрлӗ енлӗ материал литература тата калаҫу чӗлхипе усӑ курса хатӗрленӗ хуравсен пахалӑхне ӳстерме май парать. Команда ҫавӑн пекех наци чӗлхисене йӗркелес алгоритмсене пахалатрӗ, ҫакӑ вӗрентӳ шайне палӑрмаллах ӳстерчӗ. Ҫакӑн пек меслет хуравсен пахалӑхне компактлӑ датӑсетсемпе самай лайӑхлатма май пачӗ.
Антон Фролов, аслӑ вице-президент, Сберӑн «Генеративлӑ ИИ Аталанӑвӗ» блок ертӳҫи:
«Эпир Гигачата ҫӗршыври кашни ҫын усӑ курма пултаракан массӑллӑ продукт тӑвасшӑн. Раҫҫейре 270 ытла чӗлхепе тата диалектсемпе усӑ кураҫҫӗ, эпир хамӑр ума вара май пур таран нумайрах ҫын пирӗн ИИ-Пулӑшуҫӑпа тӑван чӗлхепе калаҫма пултартӑр тесе тӗллев лартатпӑр. Ҫын хӑйӗн тӗллевне хӑй сӑмахӗсемпе, хӑй шухӑшлакан чӗлхепе ӑнлантарма пултарсан ИИ-Пулӑшуҫӑ ахаль пурнӑҫра чӑннипех те усӑллӑ инструмент пулса тӑрать: вӑл ачана вӗренӳре пулӑшма пултарать, закона пӑхӑнса тӑракан килӗшӳне те тишкерме пулать унпа, ҫӗнӗ техникӑпа мӗнле усӑ курмалли пирки те каласа пама пултарать вӑл».
ГигаЧат генеративлӑ модельне-даннӑйсене пухса палӑртассинчен пуҫласа конкретлӑ тӗллевсене пурнӑҫлама вӗрентес тата ӗҫ пахалӑхне хакласси таранах-раҫҫей специалисчӗсем пуҫласа шутласа кӑларнӑ. Пӗтӗм хатӗрлев тапхӑрӗ вара Сберӑн инфратытӑмӗнче пурнӑҫланнӑ.
Маларах Сбер ИИ-Пулӑшуҫӑн ҫӗнӗ версийӗпе ГигаЧат Ультра (GigaChat Ultra) флагман моделӗн никӗсӗ ҫинче паллаштарчӗ. Унӑн тӗп ҫӗнӗлӗхӗ-информацине вӑрах вӑхӑтлӑх асӑмра тытма пултарнинче: енчен те маларах вӑл кашни диалог вӗҫӗнче хӑйӗн контекстлӑ астӑвӑмне пӑрахнӑ пулсан, халӗ вара ГигаЧат сессисем хушшинче усӑ кураканӑн факчӗсене упрать, вӗсене кашни калаҫура шута илет. Модель усӑ кураканӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫинчен, вӑл мӗн кӑмӑлланине, мӗнле профессипе ӗҫлени пирки астуса юлать, унсӑр пуҫне хӑй ӑсӗнче вак-тӗвеклӗ кирлӗ мар ытлашши информацине кӑларса пӑрахса пӗлтерӗшлӗ фактсемпе ҫеҫ усӑ курать. Ҫавӑнпа та унӑн хуравӗсем кашни усӑ кураканшӑн хӑйне евӗрлӗ тата тӗрӗс. ИИ-пулӑшуҫӑ халӗ интернетра хӑҫан информаци тупмаллине хӑех ӑнланать, хуравсен генерацийӗн хӑвӑртлӑхӗ вара икӗ хут ӳсрӗ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.