Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Артемьев Александр Спиридонович

Артемьев Александр Спиридонович — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ. 1924 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Етӗрне уесне кӗрекен (халӗ Элӗк районӗ) Тури Вылӑ ялта ҫуралнӑ. 1998 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1951 ҫултанпа СССРӑн ҪП пайташӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ ордена, ҫавӑн пекех «Хисеп палли», «Халӑхсен туслӑхӗ» орденсене тивӗҫнӗ.
1980 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӑн халӑх ҫыравҫи ятне панӑ.

Кун-ҫулӗ

Пулас ҫыравҫӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкулта, А. М. Горький ячӗпе хисепленсе тӑракан Литература институчӗнче вӗреннӗ. Тӑван ялӗнчи вулав пӳрчӗн заведующиӗ, «Ялав» журналӑн литература сотрудникӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакциӗн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ — фашислӑ Германипе тата самурай Японипе ҫапӑҫнӑ.

Ӗҫӗсем

Малтан сӑвӑсем хайланӑ. Кӗвӗҫӗсем унӑн сӑввисемпе юрӑсем кӗвӗленӗ: «Ах, пӗлесчӗ», «Ҫуралнӑ ҫӗршыв», «Салампи юрри», тата ыттисем.
Александр Артемьев литература критики тӗлӗшӗнче те тӑрӑшса ӗҫленӗ.

Пичӗтленнӗ кӗнекесем:

  • «Ан авӑн шӗшкӗ» (1950);
  • «Салампи» (1956, 1960, 1966, 1983);
  • «Улма йывӑҫ авӑнать» (1958);
  • «Тӑвӑл умӗн» (1975);
  • «Юлашки юрӑ» (1981);
  • «Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе писатель ӑсталӑхӗ» (1984);
  • «Суйласа илнисем» (икӗ томлӑ, 1986);
  • тата ыттисем.

Александр Артемьев ытти халӑх ҫыравҫисен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе А. Пушкин, М. Лермонтов, И. Тургенев, Л. Толстой, И. Гёте тата ытти писательсемпе сӑвӑҫсен хайлавӗсене чӑвашла вулама май тупӑннӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Александр Артемьев хайлавӗсем
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ (Д. Гордеев)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-09-23 19:27:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9469 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем