Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Артемьев Николай Лазаревич

Артемьев Николай Лазаревич — чӑваш сӑрӑ ӑсти. 1946 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шӑмаршӑ районӗнчи Васан ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче вилнӗ.

Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

1963 ҫулта Мишер Палтиел шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Пулас ӳнерҫӗ ун хыҫҫӑн Магнитогорск хулинчи 41-мӗш ГПТУ-на вӗренме кӗнӗ, 1964 ҫулта унта электромашинист профессине алла илнӗ. 1964 ҫултах вӑл рационализаторсемпе изобретательсен пӗрлешӗвне кӗнӗ.

1965 ҫулта Николай Лазаревич Шупашкарти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 1965 ҫултах Мускаври ӳнер университечӗн сӑнӳкерчӗк факультетӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.

1969 ҫулта Мускаври полиграфи институчӗн ӳнер графикин факультечӗн студенчӗ пулса тӑнӑ. Унта вӗреннӗ май Шупашкарти электроаппарат савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах Чӑваш кӗнеке издательствипе тата журналсемпе ҫыхӑну тытнӑ.

Пурнӑҫӗ ун вӑрӑм пулман, чӗре чирӗпе аптранӑран 25 ҫултах ҫӗре кӗнӗ, тӑван ял ҫӑвинче канлӗх тупнӑ.

Пултарулӑхӗ

Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн пӗр курав та пулман. Вӑл хутшӑннӑ чи пӗрремӗш курав Ӗпхӳре иртнӗ пулнӑ.

Унӑн ӗҫӗсен пӗрремӗш куравӗ ӳнерҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн 10 ҫултан тин иртнӗ — ӑна «Октябрь» кинотеатрта йеркеленӗ пулнӑ. хальхи вӑхӑтра вара ун пултарулӑхӗпе Васанти таврапӗлӳ музейӗнче паллашма пулать — унта ӳкерчӗксем, эскизсем, сӑнсем пур. Музейри курав ҫулталӑкӗпех, хупӑнмасӑр ӗҫлет.

Чи паллӑ ӗҫӗсене асӑнас пулсан ҫаксене каламалла: «Сывӑ–хӗл», «Уйӑхлӑ», «Тӑван кӗтес».

Чӑваш ҫыравҫисемпе ҫыхӑну тытса вӑл вӗсен хайлавӗсене илемлетнӗ. Сӑмахран, Нелли Петровскаян «Чыс» кӗнеки уйрӑмах хитре те капӑр пулса тухнӑ.


 
Категорисем: Художниксем, Васан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-30 21:27:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7687 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем