Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Бурнаевский Валентин Григорьевич

Бурнаевский Валентин Григорьевич — чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1997), СССР Ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ (1962).

Кун-ҫулӗ

1927 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Куйбышев облаҫӗнчи (халӗ Самар облаҫне кӗрет) Кушка районӗнчи Ваҫлавккара ҫуралнӑ.

1945 ҫулта, вӑтам шкула пӗтеричченех, ӑна ҫара илсе кайнӑ. Вӑл Хӗрлӗ ялавлӑ Балтика флотӗнче хӗсметре тӑнӑ. Ҫартан таврӑнсан Шупашкарта тӗпленнӗ.

Валентин Бурнаевский — М. Горький ячӗллӗ литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫын. Шупашкарти электроаппарат савутӗнче ӗҫленӗ. 1952–1961 ҫ.ҫ. — Чӑваш кӗнеке издательствин корректорӗ, 1961–1988 ҫ.ҫ — «Ялав» журнал редакцийӗн литература ӗҫченӗ.

2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вилнӗ.

Пултарулӑхӗ

Ӑна тинӗс темипе ҫыракан прозаик пек пӗлеҫҫӗ. Пӗрремӗш литература ӗҫӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен ҫырнӑ «Ялав» калавӗ — 1950 ҫулта кун ҫути курнӑ. 1954 ҫулта «Тинӗсре» калавсен пуххи пичетленнӗ.

Моряксен пурнӑҫӗ пирки пурӗ 11 кӗнеке кӑларнӑ, ҫавӑн пекех Граждан вӑрҫин паллӑ паттӑрӗн В.И. Чапаевӑн ӗҫӗ-хӗлне мухтакан 7 кӗнеке хайланӑ. Калавсенчен чылайӑшне Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем ҫине куҫарнӑ. Вырӑс ҫравҫисен хайлавӗсене чӑвашла ӑнӑҫлӑ куҫарнӑ.

Тӗп кӗнекесем:

  • «Тинӗсре» (1954);
  • «Хӑнтарча таврашӗнче» (1961);
  • «Чапаев ҫинчен» (1962);
  • «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» (1973);
  • «Крылатый эскадрон» (1978);
  • «Чапаев тӑванӗсем» (1987);
  • «Чапаев летчикӗсем» (1969);
  • «Ҫунатлӑ эскадрон» (1966);
  • «Тинӗс хумханать» (1957);
  • «Тинӗс хуралҫисем» (1963);
  • «Адмирал мундирӗ» (1971);
  • тата ыттисем те.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-11-27 22:01:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1220 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем