Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Василий Сипет

Сипет Василий (чӑн ячӗ Тихомиров Василий Николаевич), — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. Муркаш районӗнчи Хорнуй ялӗнче 1940 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3 ҫуралнӑ. 2001 ҫултанпа Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑрать. «Ӗҫ ветеранӗ» медальне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Кун-ҫулӗ

Ачалӑхӗ йывӑр пулнӑ — пӗчӗк чухне амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна май мӗн ачаранах ӗҫе хӑнӑхнӑ: колхозра та килте те тӑрӑшуллӑ, ӗҫрен хӑрамасӑр ӗҫленӗ. Колхозра выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, кӗтӳ ҫӳретнӗ, лаша витинче конюх пулнӑ. Ҫавӑн пекех Сӗнтӗрти леспромхозӑн Ильинкӑри вӑрман касакан савутра ӗҫленӗ.

1963 ҫулта, вӑтам шкул пӗтерсен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе тухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн вӑл Муркаш районне вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ вырӑнне ӗҫлеме кайнӑ. Ҫав шкултах вӑл кайрантарахпа завуч вырӑнне, унтан вара директор вырӑнне йышӑннӑ.

ВЛКСМӑн Чӑваш обкомӑн инструкторӗ, Чӑваш Енӗн Минкомхозӑн РЖУра аслӑ инспектор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. Кайран вара Шупашкарти А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн директорӗ, Шупашкарти каҫ енӗпе вӗрентекен 7-мӗш шкул вӗрентекенӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Литература ӗҫне вӑл 1958 ҫулта пӗчӗк калавсем ҫырнинчен пуҫланӑ. 1990 ҫулсенче унӑн пултарулӑхӗ самай вӗресе тӑнӑ: ҫак вӑхӑтра тӗрлӗ хаҫат-журналсенче унӑн питӗ нумай калавӗ пичетленнӗ. Ку вӑхӑтрах вӑл «Лачака» повеҫне, «Зайка тата Зорька» романне ҫырнӑ.

Унӑн «Аслатиллӗ ир» пьесине Чӑваш Драма театрӗнче лартнӑ.

Сипет Василий темиҫе ӑслӑлӑх статйи авторӗ.

Кӗнекесем

Унӑн ҫак кӗнекесем пичетленнӗ:

  • «Лачака» (повесть, 1999);
  • «Зайка тата Зорька» (роман, 1999);
  • «Аслатиллӗ ир» (2003; 2018);
  • «Греховница» («Лачака» повеҫӗн вырӑсла куҫарӑвӗ; 2010);
  • «Калавсем» (2012; 2019);
  • «Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта» (2013; 2017);

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Ахтимирова-Петрова, Р. Вутлӑ вӑрҫӑн хура мӗлки [Текст] : [Василий Сипетӗн "Зойка тата Зорька" романне хаклани] / Р. Ахтимирова-Петрова // Хресчен сасси. - 2005. - 17 ҫу. - С.7 Рец. на Зойка тата Зорька : роман
  • Нестерова, Зоя. Пурнӑҫ чӑнлӑхӗ: [Василий Сипетӗн "Зойка тата Зорька" романӗ ҫинчен] / З. Нестерова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. - 2006. - 30 ҫӗртме (№ 25-26). - С.18.
  • Силэм, Юлия. Василий Сипет / Ю. Силэм // Ялав. – 1999. - №2. - С. 51.


 
Категорисем: Василий Сипет
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-03-03 20:55:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2048 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем