Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Ваҫанкка Никифор Тарасович

Ваҫанкка Никифор Тарасович — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1903 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Ураскилтре ҫуралнӑ. 1976 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

СССР ҪП пайташӗ (1934).

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1967), РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1970), халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ятсене тивӗҫнӗ.

Кунҫул

Хресчен ҫемьинче ҫуралнӑ.

Никифор Ваҫанкка Элӗкри пуҫламӑш тата икӗ класлӑ шкулта вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех Вӑрнарти педагогика техникумӗнче, Мускаври журналистикӑн институчӗнче пӗлӳ пухнӑ.

Хусанта РКСМ кӗпкомӗн куҫарупа издательство пайӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарта «Канаш» хаҫат редакцинче, «Трактор» журналӑн редакторӗ пулса, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑх

Никифор Ваҫанккан 10 кӗнеке ытла тухнӑ. Унӑн «Кай, кай Ивана», «Кӗсле», «Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут», тата ытти сӑввисем ҫине кӗвӗ хурса юрӑ тунӑ.

Вӑл А.С.Пушкинӑн «Дубровский», «Капитан хӗрӗ» повеҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ. 1928 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнӑ сӑвӑсене пухса пӗрремӗш кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Пичетленнӗ кӗнекисем:

  • «Хастарлӑх» (1926);
  • «Ирхи сывлӑм» (1926);
  • «Октябрь ҫулӗ» (1931);
  • «Чакак хӑнисем» (1949);
  • «Йӑлӑмра» (1966);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

  • Л.И. Ефимов Элӗк Енӗ. — Элӗк: 1994.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • «Чӑваш литературин антологийӗ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
  • Иванов, Н. И. Песня на все времена // Иванов, Н. И. Сердца живые звуки / Н. И. Иванов. – Чебоксары, 1989. – С. 161–163 ; то же. – Молодой коммунист. – 1983. – 17 февр.
  • Иванов, И. Ветеран советской печати / И. Иванов // Совет. Чувашия. – 1973. – 17 февр.
  • Терентьев, Г. Хӗвеллe пурнӑҫ юрӑҫи / Г. Терентьев // Пурнac cулeпе (Элeк р-нe). – 1998, нарӑс, 14.
  • Хусанкай, П. Ваcанккана кам пӗлмест // Хусанкай, П. Ӑсталӑхпа чӑнлӑх / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1964. – С. 146–149.
  • Ялкир, П. «Ваcанкка вӑл Ваcанкка» / П. Ялкир // Хыпар. – 1993, нарӑс, 19.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Маяковскипе те туслӑ пулнӑ («Хыпар», Е. Арланова)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2024-02-17 15:49:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11209 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем