Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Енӗш Виталий Григорьевич

Енӗш Виталий Григорьевич, — прозаик, сӑвӑҫ, тӑлмач. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19 Чӑваш Енӗн Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

1978 ҫулта СССР ҪП членӗ шутне кӗртнӗ. 1992 ҫулта Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ.

Аургаз район хаҫачӗнче пӗр вӑхӑт вӑй хунӑ. «Капкӑн» журналӑн отдел заведующиӗ тата яваплӑ секретарӗ, Чӑваш АССРӗн Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн литконсультанчӗ, СССР Литфондӗн чӑваш уйрӑмӗн директорӗ пулнӑ.

Халӗ Пушкӑртстанта Стерлӗ хулинче пурӑнать.

Ӗҫӗсем

Калавсем, сӑвӑсем, повеҫсем ҫырать, ӑста сатирик. «Вӑтӑр пӗрмӗш мӑкӑль», «Пӗҫерккӗ» (1980), «Сӗреке» (1981), «Чун кӑварӗ» (1987) тата ытти кӗнекеcем те тухнӑ. Пурӗ 15 кӗнекере унӑн ӗҫӗсем пичетленнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӗмӗре вӗренпе виҫеймӗн...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 13:03:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9445 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем