Еллиев Ефрем Васильевич, — прозаик, драматург. 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Сӗнчелте ҫуралнӑ. 1942 ҫулта фронтра вилнӗ.
1962 ҫулта вилнӗ хыҫҫӑн СССР ҪП членӗ шутне кӗртнӗ.
Чистай педагогика техникумӗнче, Мускав университетӗнче, Хусан пединститучӗн вырӑс чӗлхипе литературин факультечӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӗрентекен пулса ӗҫленӗ.
Калавсем, очерксем, пьесӑсем ҫырнӑ. «Хапха», «Чӗн тилхепе», «Арӑм» калавсем паян та лайӑх вуланаҫҫӗ. «Пирӗн телей ҫавнашкал» пьесине Ҫамрӑксен театрӗ ӑнӑҫлӑ лартать.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
Калавӗсенче — тӑван ял (Надежда Михайлова, Виталий Елтов)
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |