Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Емельянов Прохор Канонович

Емельянов Прохор Канонович — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1913 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче Элӗк районӗнне кӗрекен Ураскилт ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1978 ҫулта СССР ҪП членӗ шутне кӗртнӗ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче тата Чӑваш педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗнче пӗлӳ илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ачасене вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

Калавсем, пьесӑсем ҫырнӑ. Пурӗ 8 кӗнеке тухнӑ:

  • «Ҫумӑр тумламӗ»;
  • «Икӗ тӗлпулу» (1980);
  • «Япаласем ӑҫтан килнӗ»;
  • «Софрон Иванч ывӑлне авлантарать»;
  • «Калавсемпе повеҫсем» (1983);
  • тата ыттисем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-25 10:30:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7228 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем