Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кенеш Мучи

Кенеш Мучи (паспортпа: Мальцев Геннадий Степанович) — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ. 1929 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1979 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти вӑтам ял хуҫалӑх шкулӗнче, Ленинградри аслӑ парти шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чӑвашрадион корреспонденчӗ, Йӗпреҫ район хаҫачӗн редакторӗ, «Капкӑн» журналӑн пай заведующийӗ, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн пропаганда бюровӗн ертӳҫи пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Очерксем, калавсем, фельетонсем ҫырнӑ.

Кӗнекисем:

  • «Ҫӗнӗ председатель» (1957);
  • «Кашли киле кӗр» (1963);
  • «Юратӑва упра» (1970);
  • «Ҫуралнӑ кун» (1974);
  • «Уй куҫлӑ, варман хӑлхаллӑ» (1976);
  • «Пирӗн асанне» (1978);
  • «Парне кунӗ» (1979);
  • «Кама — кулӑ, кама — хулӑ» (сатирӑллӑ калавсем, 1980);
  • «Олегпа Валерик тусӗсем» (1982)
  • «Ваттисем ахаль каламан...» (Калавсемпе шӳтсем, 1989);
  • «Вӗренӗн те вӗҫӗ пур» (Кулӑшла калавсем, (1989);
  • «Пурнӑҫа шеллемесӗр» (Очерксем, 1990)

Унӑн сӑввисемпе нумай лирикӑллӑ юрӑ хывнӑ.


 
Категорисем: Кенеш Мучи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-10 09:50:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2211 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org