Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лидия Ковалюк

Лидия КовалюкЛидия Алексеевна Ковалюк (Антипова) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Раҫҫей журналисчӗсен (1983) тата ҫыравҫисен (2002) пӗрлӗхӗсен пайташӗ. 2003 ҫулта РФ ҪП Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Пӗр вӑхӑт ВЛКСМ Патӑрьел райкомӗнче, шкул пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ, ҫичӗ ҫула яхӑн шкул ачисене тӑван литературӑпа чӗлхене вӗрентнӗ, нумай ҫул республикӑри Кӗнеке юратакансен обществине ертсе пынӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл республикӑри ҫыравҫӑсен «Хурӑнташ» пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ.

Пултарулӑхӗ

Ҫырма вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ.
Лидия Ковалюк — «Ырӑ кун» (1985), «Тавах, ачам» (1990), «Ҫурхи вӑй» (1997), «Шурӑ акӑш» (1999), «Юрату ҫӑлкуҫӗ» (2002), «Саккӑрӑн — саккӑрла» (2003), «Исканий не окончен шаг» (2004), «Пурнӑҫ тинӗсе» кӗнекесен авторӗ.
Унӑн калавӗсем шкул программине кӗнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӑван ен пилӗпе пиҫнӗ пултарулӑх («Тӑван Атӑлти» статья)
Лидия Ковалюк хайлавӗсем


 
Категорисем: Лидия Ковалюк
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-14 12:41:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8325 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем