Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каринкке Кавӗрли

Гаврил Алексеевич Кореньков — чӑваш чӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1884 ҫулхи акан 5-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — пушӑн 24-мӗшӗ) Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Куславкка районӗ) Кивӗ Тӗрлемесре вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Сӑвӑҫ 1949 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1892-1895 ҫулсенче ялти шкулта, унтан 1903 ҫулччен Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн тӑван ялӗнче учительте ӗҫлет.

Поэт литература ӗҫне 1901 ҫулта тытӑннӑ. Вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче «Ҫамрӑк сӑвӑҫсен ушкӑнӗ» йӗркеленӗ, пӗр вӑхӑт хушши алҫыру журналӗ кӑларса танӑ, унта вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ.

1901-1907 ҫулсенче сӑвӑҫ ҫӗр алла яхӑн сӑвӑ-юра, юмах-поэма хайланӑ, чӑваш халӑх юмахӗсене чылай сӑвӑланӑ. Унӑн лирикинче гражданлӑх, философи, пейзаж, юрату темисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Г. Кореньков А.И Крыловӑн юптарӑвӗсене, А.С. Пушкинӑн «Пулӑҫӑпа пулӑ юмаххине» чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хӑш-пӗр сӑввисемпе куҫарӑвӗсем 1906-1907 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатра тухнӑ, нумайӑшӗ халиччен пачах пичетленмен.

Сӑвӑҫ Октябрьти революци хыҫҫӑн та сӑвӑсем ҫырнӑ, вырӑсларан куҫарнӑ. 1920-1940 ҫулсенче вӑл шкул кӗнекисем хатӗрлес ӗҫе те хутшӑннӑ. Ҫутӗҫӗнче нумай вӑхӑт хушши пархатарлӑ ӗҫленӗшӗн вӑл Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ята тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗ парса чысланӑ.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Каринкке Кавӗрли
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-16 09:31:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7170 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем