Мулюков Геннадий Фёдорович — 1926-мӗш ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ ҫын. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ, Иккӗмӗш тенче вӑрҫине хутшӑннине шутламасан, ҫак ялпах ҫыхӑннӑ. Счетовод, вӗрентевҫӗ, партком секретарӗ, шкул директорӗ, колхоз председателӗ пулнӑ. Вырӑнти халӑх музейне никӗсленӗ. Таврапӗлӳ енӗпе ҫырнӑ, пичетленсе те тухнӑ ӗҫсен авторӗ. Ҫак ялтах вилнӗ, кунти масарах ӑна пытарнӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |