Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николаев Андриян Григорьевич

Андриян Григорьевич Николаев — летчик-космонавт, авиацин генерал-майорӗ. 1929 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ. 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Космоса икӗ хутччен вӗҫнӗ. Пӗрремӗш вӗҫевӗ 1962 ҫулхи ҫурлан 11-15 числасенче иртнӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра 64 хутчен ҫаврӑннӑ. 1970 ҫулта космоса иккӗмӗш хут ҫӗкленнӗ, 286 хут Ҫӗр тавра ҫаврӑннӑ.

Вуламалли

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-01-27 12:47:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14089 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем