Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Павловская Ангелина Ивановна

Павловская Ангелина Ивановна — чӑваш ҫыравҫи. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Аслӑ Чак ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан, Ҫӗрпӳри вулавӑш техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1959-1964 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Вулавӑшра вӑй хунӑ, шкулсенче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

«Саланнӑ кӗлте» кӗнекиА. Павловская пӗрремӗш «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» хайлавӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта пичетленнӗ. Каярах унӑн «Ыраш шӑркана иккӗ лармасть» (1998), «Саланнӑ кӗлте» (2000, 2010), «Раштав саламӗ» повеҫсем тата ытти калавсем тухнӑ.
1995 ҫулта унӑн «Сапаксар хӗрӗ» ятлӑ кӗнеке тухнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-08-25 11:51:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7836 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем