Рябчиков Владимир Иванович — Социалла Ӗҫ Паттӑрӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ. 1934 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Кинчерте ҫуралнӑ.
Уйри бригадӑна ертсе пынӑ. Кайран Шупашкарти электроникӑпа механика заводӗнче токарь пулса ӗҫленӗ.
Депутата суйланнӑ. Чӑваш АССРӗн Тӗп Канаш Председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем кӑтартнӑшӑн, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн ун ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Чысӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.
Икӗ хутччен Ленин орденне тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ун ӗҫне Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе те хакланӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |