Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Станьял Виталий Петрович

Станьял Виталий Петрович (чӑн хушамачӗ Никитин) — чӑваш сӑвӑҫи, публицисчӗ, литература тӗпчевҫи, академик. 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен (1962), И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалах университечӗн аспиратуринчен (1972) вӗренсе тухнӑ.

Чылай вӑхӑт «Коммунизм Ялавӗ» (Хыпар), «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ. Каҫал, Шӑмӑршӑ, Шупашкар районӗсенчи вӑтам шкулсенче вӗрентнӗ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра чӑваш литературипе фольклор кафедрин ертӳҫинче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлет.

Чӑваш литературипе тата культурипе 5-10 классем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑларнӑ.

1991 ҫултанпа Чӑваш тавра пӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, 1992 ҫултанпа Чӑваш халӑх академийӗн вице-президенчӗ.

Ӗҫӗсем

  • «Сторона моя Чебоксарская» (Манӑн Шупашкар Енӗ, вырӑсла, 1997);
  • К.В. Иванов: семинары1982);
  • «Чӑваш сӑмахлӑхӗ. 10-мӗш класс валли», (2 кӗнеке, 1993);
  • «Чӑваш литератури. 8-мӗш класс валли» (2003);
  • «Чӑваш литератури. 9-мӗш класс валли» (2003);
  • «Мир чувашской культуры: учебное пособие для 5-9 классов» (Чӑваш литературин тӗнчи, 5-9-мӗш классем валли литература пособийӗ, вырӑсла, 2002, 2007);
  • тата ыттисем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-11-20 12:41:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 26020 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем