Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тарасов Арсений Алексеевич

Тарасов Арсений Алексеевич — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, журналисчӗ. 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ.

Хальхи вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать.

Ӗҫӗсем

Унӑн малтанхи сӑввисем 1975 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути курнӑ. «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» кӗнеки 1991 ҫулта пичетленнӗ. Драматургӑн пьесисене чӑваш театӑрӗсен шилӗкӗсем ҫинче паян та пыраҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-17 17:42:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7013 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем