Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Фандеев Георгий Егорович

Фандеев Георгий Егорович — чӑваш кӗвӗҫи, педагог, баянҫӑ. 1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ленӑяльте ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ял клубӗн заведующийӗ, ял хорӗн ертӳҫи, музыка вӗрентекенӗ, ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗ пулнӑ. Чӑваш республикин халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа меслетлӗх центрӗн директор ҫумӗ тата хор пултарулӑхӗн енӗпе ертсе пыракан меслетҫи пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ


Кӗвӗ ҫырма 1960-мӗш ҫулсенче пуҫланӑ. Вӑл Г. Ефимов, А. Лукашин, В. Харитонов сӑввисемпе юрӑсем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Тӑван тавралӑх» вокалпа хореографи сюита, «Чӑваш хӗрӗсен ташши» баянсен трио валли хайланӑ.

Ҫитӗнӗвӗсем

Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн тата Мари АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗне тивӗҫнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-05-08 09:58:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4853 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем