Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Фандеев Тимофей Игнатьевич

Фандеев Тимофей ИгнатьевичФандеев Тимофей Игнатьевич — чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ. 1918 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче халӗ Етӗрне районне кӗрекен Йӑмалӑх ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Кун-ҫулӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ ордена тивӗҫнӗ.

Ӗҫӗсем

Кӗвӗпе мӗн ачаран кӑсӑкланнӑ. 13 ҫулта Г. Тал-Мӑрсан «Вӑйлисен айӑпӗ» хайлава кӗвӗленӗ.

Тимофей Игнатьевич симфонисем, увертюрӑсем, программӑллӑ симфони поэмисем, инструменталлӑ концертсем ҫырнӑ. Сцена хайлавӗсем те пур ун — музыка комедийӗсем, опереттӑсем, балет.

Т. Фандеев чылай юрӑ кӗввине хывнӑ. Валентин Урташ, Ваҫлей Давыдов-Анатри, Николай Евстафьев, Ю. Петров, Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Илле Тукташ сӑввисемпе 100 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.

Тӗп ӗҫӗсем:

  • «Нарспи» опера;
  • «Телей» оперетта;
  • «Чечекленет ҫӗршыв» музыка комедийӗ;
  • «Кай, кай Ивана» музыка комедийӗ;
  • «Виҫӗ туй» музыка комедийӗ;
  • «Октябрь халӑха ирӗке кӑларчӗ» оратори;
  • «Иван Яковлев» контата;
  • тата ыттисем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-28 23:33:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8062 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем