Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шамбулина Алина Валерьевна

Шамбулина Алина Валерьевна — тележурналистШамбулина Алина Валерьевна — Чӑваш инҫекуравӗн тележурналисчӗ, «Чӑваш Ен» хыпар кӑларӑмне ертсе пыраканӗ. 1983 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Тӑвай районӗн Чутей ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Алина ахаль ҫемьере ҫуралнӑ.
Вӑтам пӗлӗве Чутей шкулӗнче илнӗ. 9-мӗш класра сӑвӑ ҫырса республика шайӗнчи ӑмӑртура малти вырӑна тухма пултарнӑскере Г.С. Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци интернет-лицейне йышӑнаҫҫӗ. Шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗ хыҫҫӑн Алина Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ, ӑна лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ.

Пултарулӑхӗ

Инҫекурав ӗҫне пӗрремеш курсра вӗреннӗ чухнех хутшӑннӑ, ҫамрӑксем валли «Ҫул утти» кӑларӑма хатӗрлесе кӑларнӑ.
Алина сӑвӑ та ҫырать. Хушма ячӗ — Ҫумӑрпи, ӑна вӑл университетра вӗреннӗ чухне Пӑлхарпа Сӑвар хулинче ҫулҫӳревре пулнӑ чухне илнӗ.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-24 17:16:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7266 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем