Юманпа Чĕкеç


— Эпир ырă кураймастпăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине

усал пулса пырать. Çăкăр кăмакара тăрăхла çурăлнă, çакă та усала систерет, — лаш хуйхăрать Чĕкеç.

Юман каллех Тевет мучи патне тухса утать. Ӑна ял-йышшăн чунне пама хатĕр çын тесе шутлать, çавăнпа пӳлĕхçĕ вырăннех хурать.

Чăнах та, ылтăн чĕреллĕ çав Тевет мучи, кăмăлĕпе те калама çук ырă. Хурлăх куракана, инкек тӳсекене яланах пулăшма тăрăшать, паха канаш парать, вăй кĕртекен сăмах калать. Мучи миçерине ялта пĕлекен çук. Пурте ăна сума сăваççĕ, хисеплĕн пуç тайса «мучи» теççĕ. Этем ĕмĕрлĕхе çуралман. Анчах вăл ытти çын-семшĕн пурăнсан, ячĕ ĕмĕрлĕхех асра юлма пултарать. Асра тытни хăех çав сынна тав туни пулать. нихăçан та васкамасть, хыпăнса ӳкмест Тевет мучи. Ахальтен мар ун çинчен ял хушшинче çакăн пек сăмах çӳрет: Тевет мучи ута васкамасăр кӳлет, çула тухсан та ĕренкесĕр хăваламасть. Тата çапла пупленине илтме пулать: пысăк ĕçсем пирки Тевет мучи ял çумĕнчи хăйĕнчен нумай ватă вăрманпа канашлать, çавăнпа сăмахĕсем ăслă.

— Ватăлтăм ĕнтĕ. Шăммăм-шаккăм чарăнми сурать. Мана халь тин нимĕн те кирлĕ мар. Тен, телей курма сирĕн урăх вырăна куçса каймалла! — сĕнчĕ вăл Юмана.

Мучи кăмăлĕ пусăрăнчăк, сăнĕ хуйхăллă. Кăкăрĕнчен сывлăш йывăррăн тухать:

— Эй-яй-яй... Ĕнер çанталăк чиперехчĕ, паян пĕлĕт кашти йăтăнса анас пек — пурпĕр тĕлĕнместпĕр. Ĕнер ялта пурăнма май килетчĕ, паян кунта юлма май çук — çапах та тĕлĕнмĕпĕр. Инкек курар мар, урăх çĕре куç курми каяр.

Юман вăрах калаçса лармарĕ: вăрăм сак çинчен ури çине ерипен тăчĕ, мĕнле килнĕ, çапла шăппăн тухса кайрĕ. Мучĕш мĕн калани Юман пуçĕнчен туха пĕлмерĕ.

— Чăнах та, пурăнма май çук кунта. Тухар та каяр ирĕк çĕрелле. Пирĕншĕн те телей пĕтмен пулĕ-ха, ăçта та пулин тупăпăрах, — теветкел шухăш сĕнчĕ Юман савнă мăшăрне.

Чĕкеç тӳсеймерĕ, йĕрсе ячĕ, пуçĕпе упăшки кăкăрĕ çумне тĕршĕнчĕ.

— Аттен хуран тулли ылтăн укçа, çӳпçе тулли кĕмĕл укçа. Хăшне илме хушатăн? — ыйтрĕ Юман мăшăрĕнчен.

— Мĕн кирлĕ мара калаçатăн эс? Эпир вăрă-хурах мар вĕт. Анчах пĕр ырă ут аçу-аннунтен тивĕçлех сана. Ĕç лаши суйласа ил — кирлĕ пулĕ. Эпĕ хамăрăн хăла утпа пырăп, — вăраххăн хуравларĕ Чĕкеç, Вăл ассăн сывласа илчĕ, унтан пуçне каллех Юман еннелле пăрчĕ:

— Ай-хай ырă пӳлĕхçĕ, пирĕн телей ăçта-ши! Юман вара ăна çирĕппĕн çапла хуравларĕ:

— Иккĕн пĕрле пулсассăн, çук телей те тупăнĕ. Тĕттĕм каç вĕсем лакăмпа шерпет, пештĕрпе пăри

хăпартăвĕ илчĕç, иккĕшĕ икĕ ут утланчĕç.

Çамрăк мăшăра Тевет мучи ялăн кăнтăр енчи ултă çунатлă çил арманĕ тĕлне çитиех ăсатрĕ. Унта пӳлĕхçе кĕл турĕ, çула тухакансене ырă сунчĕ:

— Эй, ырă пихампар, ик çамрăка телей пар! Яна-варсем, ырми юртăр, инçе çул та кĕске пултăр! Хуйхă-суйхă хыçа юлтăр! Пӳлĕхçĕ, çырлах, пире ан пăрах! Тăшмансене чарах, усал тума ан парах! Сана эпир нухрат парнелетпĕр.

Çакă тăван ашшĕ пехилленĕ пекех туйăнчĕ Чĕкеçе. Юманăн чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса кайрĕ. Чĕкеç пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе илчĕ, ял çинелле юлашки хут пăхрĕ те шăппăн юрласа ячĕ:

 

Урхамах тикĕс юртать,

Ури йĕрри çеç юлать.

Хуть ăçта та пĕр хĕвел,

Тăван ялăм, шел, юлать.

 

Катари çула тухмаллине утсем те чухлаççĕ ахăр: тапăртатса тăраççĕ, чĕлхисем çеç çук калаçма. Ялтан уйрăлнă чухне çӳçентерӳллĕн кĕçенсе илчĕç.

Икĕ юланут кĕçех куçран çухалчĕ. Мучĕш вĕсем кайнă еннелле чылайччен пăхса тăчĕ, пуçне пăркаларĕ, çине-çинех ассăн сывларĕ:

— Эй-яй-яй... Эй-яй-яй...

Унăн кăмăлĕ хурланчăк, сăнĕ хуйхăллă, чунĕ ыратмаллипех ыратать.

Телей шыраса тискер уйпа кăнтăралла кайрĕç хас-тар чĕреллĕ çамрăксем. Хăваллă-хăмăшлă, тулăх шывлă Кĕтне урлă каçрĕç иккĕмĕш каç. Кăнтăрла Юманпа Чĕкеç улах çĕрте утсене курăк çине тăлласа яраççĕ, шăвараççĕ, каçпа малалла çул тытаççĕ. Виç-çĕмĕш каç Аслă Пăла хыçа тăрса юлать. Ир енне тепĕр çырма — Шăнкăртам — урлă каçаççĕ, хыр вăрмана кĕреççĕ.

— Миçе çухрăм килтĕмĕр-ши! Нивушлĕ пире шы-рама çакăнта çитиех тапаланĕç! — упăшкине куçĕн-чен чăр-р пăхать Чĕкеç.

— Вырăн килĕшет-и сана! Эппин, ӳпле тăвар, — сĕнет Юман.

Çĕнĕ çынсем хырлăхри пысăк мар ӳплере эрне ытла пурăнасçĕ. Юман ухăпа-сăнăпа сунара çурет, пушăт касса çăпата тăвать. Чĕкеç хурăн çырлипе хура çырла пуçтарать, чей курăкĕ — матрӳшке — татса типĕтет.

Пушăт касма иккĕшĕ пĕрле кайсан, таркăнсем ас-латиллĕ çумăр айне пулчĕç.

— Мăнаси авăтнă чухне юман айĕнче тăмаççĕ — унта усал пурăнать теççĕ. Атя пилеш патне кайса тăрар — ун айĕнче пӳлĕхçĕ пурăнать тет, — сĕнчĕ Чĕкеç.

Пӳлĕхçе шутсăр ĕненет вăл. Анчах турат тăрăннăран алли шыçсан пӳлĕхçĕ имлессе шанса тăмарĕ, юман мăкне типĕтсе ватрĕ те шыççа унпа çыхрĕ.

Çумăр хыççăн вăрманта упăшкипе арăмне нăй-нăй вăрăмтуна аптратса çитерет. Çавăнпа, унтан тухса, Шăнкăртам тепĕр енче çĕр пӳрт майлаççĕ, çавăнта пурăнма пуçлаççĕ. Шыракансем ан тупчăр тесе, ячĕ-сене урăхлатаççĕ: Юманран — Турай, Чĕкеçрен Севкке пулса тăрать. Шиксĕр хĕрарăм ячĕ кай вăрманта паян кунчченех сыхланса юлнă: кунти Севкке лапамне ваттисем халĕ те пĕлеççĕ-ха.

Таркăнсем икĕ ывăл — Упапа Сарпаттăр — çуратса ӳстереççĕ. Çапла никĕсленет Юхма енчи Алманчă. Эппин, эпир, алманчăсем, Юманпа Чĕкеç (Турайпа Севкке), Упапа Сарпаттăр несĕлĕсем пулатпăр.

Мĕн илтнине йăлтах каларăм. Малалла мĕн пулни-не пĕлместĕп. Халап хапха тăрринче, хам хăла урхамах çинче.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2009-03-22 19:11:30):

Халапа интересленсе вуласа тухрам.Шкулта уса курма паха материал.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: