Тăван ялăм — Атмалкасси


Эпир пурăнакан пысăк Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр пĕчĕк кĕтес пур. Çак кĕтесре вара эпĕ çуралса ӳснĕ тăван ялăм вырнаçнă.

Тăван ял... Тăван кĕтес... Çак сăмахсене ăшшăн асăнман çын та çук пулĕ. Ялта çуралса ӳссе пурнăçне аякри вырăнсемпе çыхса хунă çын та тăван ялĕшĕн тунсăхлать, ватлăх кунĕсенче те пулин ачалăхĕ иртнĕ кĕтесне курма васкать. Хăйĕн ĕмĕрне ялтан ниçта тухса курмасăр ирттерекеншĕн те питех те хаклă вырăн-çке вăл — тăван ял. Этем кăна мар, кайăк-кĕшĕксем те, чĕрчунсем те çакна ăнланаççĕ. Хĕл каçма кăнтăра вĕçсе кайнă кайăксем çуркунне çитсен те, çуллахи вăхăтра та кайнă çĕртех пурăнмалла пек те, анчах та çук вĕт, инçе çултан йывăрлăхсене çĕнтерсе каялла таврăнаççĕ, йăва çавăрса чĕпсем кăлараççĕ.

Манăн пĕчĕк тăван çĕр-шывăм — Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕ. Чутай районĕпе чикĕленет вăл. Пăхса ытармалла мар тавралăх кунта. Ялпа юнашарах Выла шывĕ юхса иртет. Юханшыв пĕчĕккисен шутĕнче пулин те, унăн шăнкăр-шăнкăр сасси, вак чулсем хушшипе вылякан йăлтăркка пуллисем каçса çӳрекен кашни çыннăн чунне тыткăнлаççĕ. Выла шывĕ хĕррипе таçта çитиех хурăнлăх тăсăлать. Юханшыв тепĕр енче пысăках мар хутăш вăрман. Ячĕ те авалхиех унăн — Канав. Вăрман йĕри-тавра канавсем чавса тухнăран çавăн пек ят панă иккен ăна.

Атмалкасси ялĕ Выла юхан шыв çумĕнче вырнаçнăран унăн вырăсла ячĕ те — Выла. Чăвашла ячĕ пирки вара икĕ халап çӳрет.

Пĕрисен шучĕпе, Атмалкасси пулă тытмалли хатĕр (атма) ячĕпе çыхăннă. Юханшыв хĕрринче пурăнакансем хăй вăхăтĕнче пулла тăтăш çӳренĕ иккен.

Тепĕр халапĕ тăрăх, пирĕн ял малтан Кив Çурт текен варсем çывăхĕнче ларнă. Час-часах вăрă-хурах хăратнăран вĕсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçнă. Атмал ятлă çын Выла шывĕ урлă каçса чăтлăх вăрман варрине вырнаçнă. Ун хыççăн ыттисем те çакăнта килсе «пытаннă». Атмалкасси çак çын ятĕнчен пулса кайнă теççĕ.

Майĕпен çынсем йывăçсене каснă. Тыр-пул ӳстерме уйсем тунă. Йывăçсене хăртмасăр, кăкламасăр, касмасăр хăварнă вырăн та пур. Ку вăл хальхи Супран вăрманĕ.

Супрантан инçех мар мăн асаттесемпе асаннсем ят панă варсемпе путăксем сарăлса выртаçç: Сив Çăл варĕ, Çеки варĕ, Сыпак варĕ, Микита варĕ, Карчăк варĕ. Вăрманĕ те, варĕсем те ĕлĕк-авалтан пуçласа паянхи кунчченех хăйсен пурлăхĕпе ял халăхне савăнтараççĕ, илемлĕхĕ те кашинех тыткăна илет.

Карчăк варĕ тенĕрен, пирĕн кукамайсемпе юнашар ватă кинеми пурăннă. Вутти пĕтсе çитнĕрен карчăк Супран вăрманне кайнă. Каялла çитеймен иккен вăл, пĕр вар варринчех выртса юлнă. Çакăнтан пуçланса кайнă теççĕ çак вар ячĕ.

Тăван ялăм — чуна çывăх вырăн. Кунти кашни кĕтес хаклă. Тен, аякри çыншăн эпĕ тăван ялăм çинчен калани вырăнлах та пулмĕ. «Аякри ял, тарăн çырма леш енче ларать, каçса çӳреме те меллĕ мар, йĕри-таврах çырма-çатра», — тейĕ вăл. Пултăрах. Пур пĕрех эпĕ çуралнă ял, кунти тавралăх чи илемли, кунти сывлăшĕ те чи таси, çыннисем те хитре те пултаруллă. Тăван ялăм пирĕншĕн хӳтлĕхпе пĕрех.

 

Çăлкуçĕ

Атмалкасси ялĕнче пурăнакан Артемьева Нина Васильевнăран (1937 çулта çуралнă) Шленская Елена Олеговна 2009 çулта çырса илнĕ, очерк хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 14:48:36):

Мана килĕшрĕ — автор тăван ял историне самай тĕпчени курăнать.

 

Лариса Петрова (2010-06-12 16:03:37):

Питĕ илемлĕ çырнă,ку яла такам та килĕштерĕ =))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Vyacheslavna (2010-06-14 21:29:39):

Атмалкасси ялĕ вырăсла Выла ятлă иккен. Юнашарах пурăнатăп пулин те çакăн пирки тин пĕлтĕм. (Эпĕ хам кӳршĕ районта çуралса ӳснĕ).Чутайран Шупашкара каякан çула Атмалкасси ялĕ патне çитерчĕç, çитес çул Атмалкасси ялĕнче шоссе пулать, тесе шантарчĕç, ун чухне ку ялпа çывăхрах паллашăпăр.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: