Çĕрлехи çутăсем


— Туртăр, — пирус пачкине тăсрăм ун енне.

— Çук, çук, тавтапуç, — именчĕклĕн хирĕçлерĕ вăл. — Пĕлетĕр-и, йăвашраххине хăнăхнă эп.

Кĕсйинчен сигарет кăларса кăвайт çинчи кăвартан тивертрĕ, тарăннăн сăвăрса çумĕнче ларакан машина енне куç ывăтрĕ те ассăн сывласа илчĕ.

— Тыр-пул пухса пĕтереççĕ-и-ха? — ман енне çаврăнмасăр ыйтре хайхи.

— Çук-ха, çумăр чăрмантарать. Кун сиктерсе лӳшкет.

— Çапла çав, çу кăçал йĕпе-сапаллă килчĕ. Çанталăк çинчен пĕлтернине телевизорпа кулленех пăхатăп-ха. Пур çĕрте те çумăр. Çавă пăшăрхантарать.

— Ял пурнăçĕ кăсăклантарать апла? — калаçу йăл илнишĕн савăнса сăмах хушрăм эп.

— Кăсăклантарать çав, чуна та илĕртет. Кашнинчех тăван ялпа хам ĕçленĕ комбайна тĕлĕкре куратăп.

— Эппин, яла таврăнатăрах.

— Пĕлместĕп-ха, ялти ĕç-пуç еплерех çаврăнса тухассинчен килет ку...

Хуларан тухакан аслă çул çинче алă çĕклесе тăнине кура лартрăмăр ăна. Хĕвел анса килет. Текех автобус та пулас çук. Пирĕн «Газель» пушах, мĕншĕн пулăшас мар çула тухнă çынна.

Сăнран пăхсан, вăтăртан иртнĕ, лутрарах типшĕм çын. Тӳрех асăрхарăм: ялта пурăнаканскер мар. Шурă кĕпепе хура костюм çинчен хура сăран куртка тăхăннă. Аллисем ĕçпе хытса кушăрханă.

Вăрахчен сăмах хушмасăр пычĕ пирĕн çулташ. Хулари завод тăрписем курăнми пулсан кăна:

— Виçĕ çул ялта пулаймарăм, — тесе хучĕ.

— Тĕрмере лартăн-и-мĕн? — сиввĕн ыйтрĕ шофер чĕмсĕр арçын çине чалăшшăн пăхса.

— Çук, ларман, — кĕскен тавăрчĕ те лешĕ, чӳрече енне çаврăнчĕ.

Эпир, редакци ĕçĕпе буровиксем патне кайма тухнăскерсем, шоссерен пăрăнса тӳррĕн çул кĕскетме шутларăмăр. Тĕмескеллĕ-лакăмлă вырăнпа сехете яхăн силленнĕ хыççăн машина чарăнса ларчĕ.

— Бензин... — кĕскен ăнлантарчĕ Володя шофер.

Кун пекки пулманччĕ хальччен. Сых ятне канистрпа бензин илсех çӳреттĕмĕр. Тултарма маннă иккен хальхинче. Хăйне айăплă пек туякан шофер пиртен пĕр виç çухрăмри яла чупасшăнччĕ — чартăм: «Çĕрле пурпĕр усси пулас çук». Кун хыççăн пирĕн «айăплă» çын çывăхри вăрмантан типĕ вут пухса килсе кăвайт чĕртрĕ те кабинăна çывăрма выртрĕ.

Пирĕн çулташ мĕн сăлтава кура виçĕ çул тăван ялĕнче пулманни кăсăклантарсан та, ыйтса пĕлме аван мар пек туйăннăччĕ. Халь иксĕмĕр кăвайт умĕнче ларни калаçу кĕперне çыхăнтарнăран хама мĕн интереслентернине пĕлтермесĕр чăтаймарăм.

— Калас — калаçу вăрăма кайĕ. Мĕнрен пуçламаллине те пĕлмелле мар, — хул пуççине сиктерсе илчĕ вăл. Çавах çак сăмахсенче чунне уçса калаçас килни палăрчĕ.

— Ирччен вăхăт нумай. Халь тин васкамалли çук, пурпĕр кăвайт умĕнчех çĕр каçма тивет.

Çулташ кăвайт çине çатăрка пăрахрĕ. Çулăм кĕлти тавралăха çутатса тӳпене çĕкленчĕ.

— Ял пурнăçĕ çинчен нумай вуланă-çырнă пуль-ха эсир? — сасартăк пат ыйтрĕ вăл.

— Паллах, вуланă, çырнă та...

— Ĕлĕкрех эп те тĕрлĕ хаçат-журналта ял пурнăçĕ çинчен вулаттăм та, çилĕ вĕресе хăпаратчĕ. Мана, ял çыннине, çĕр ĕçне юратма вĕрентеççĕ-и! Ара, ку — хамăр сывлакан сывлăша юратма вĕрентнипе пĕрех тесе шутлаттăм. Халĕ, виçĕ çул хулара пурăннă хыççăн, урăхла шут. Тен, çĕре юратма вĕрентсе тĕрĕс тăваççĕ. Кун çинчен çырмалла та ман пеккисемшĕн. Хăш чухне хамăр сывлакан сывлăша та хакламастпăр, упрамастпăр мар-и? Ялтах çуралса ӳснĕ эп. Паллă комбайнер шутланаттăм хуçалăхра. Мăшăрăм хамăр ялтанах. Çемьере ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх кил картиш тулли. Пурте çителĕклĕ, çынсенчен катăк пурăнмастăмăр. Çавах туяттăм-ха: пурнăç кустăрми ыттисенчен уйрăм çулпа чупать манăн. Çав шăйрăк-çурăка кая юлса асăрхарăм çав, — пĕр вăхăта шăпланчĕ çĕнĕ пĕлĕш, унтан инçетре çуталса ларакан ял енне тинкерчĕ. Çак вăхăтра мана мотор сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Çил йывăç тăрринчи çулçа ташлаттарса чупса иртрĕ те, кĕçех çав шава çĕрлехи каç хыпса çăтрĕ. — Виçĕ çул каялла кăна пирĕн хуçалăхра Александр Иванов ячĕ хисепреччĕ. Манăн ят эппин. Вырмара тырă çапса илессипе пĕрремĕш вырăнта пыратăп. Пуринчен малтан ĕçе тытăнса ыттисенчен каярах комбайна сӳнтеретĕп. Пĕр шухăш пуçра: никама та хамран ирттерместĕп. Ара, вырмана чи малтан вĕçленĕшĕн 25 пин тенкĕ преми памалла. Юлашки кунĕнче Федор Иванч учетчик килсе çитрĕ те чукмарпа пуçран çапнă пек анратса пăрахрĕ:

— Иккĕмĕш бригадăри Петя Петров санран иртсе пырать. Паян вĕсем те тырă çапса пĕтереççĕ. Шутларăм та, унăн санран 130 центнер ытларах тухмалла.

— Пулма пултараймасть! — тем татăлнăн туйăнчĕ ăшра.

Комбайн паккус хыççăн паккус хыпса çăтать, манăн вара пĕр шухăш: мĕн тумалла? Çывăрмасăр ĕçлеме те пултарăттăм, анчах мĕн усси? Хампа пĕр звенори Алюшпа иксĕмĕрĕн 30 гектар çинчи тулла çапса пĕтермелле. Ун чухне çак лаптăкран тухнă тырра унпа пайлама тивет. Пĕлетĕр-и, епле шухăш пуçа килсе кĕчĕ çав самантра? «Ма Алюш комбайнĕ çĕмĕрĕлсе лармасть-ши!» — çилĕ вĕресе хăпарчĕ ăшра. Те кĕвĕçӳ, те курайманлăх туйăмĕ кĕшĕклет чуна. — ăнланаймастăп. Çак самантра Алюшăн комбайнĕ чăнласах сӳнсе ларчĕ. Ман пата чупать хайхискер:

— Саша, подборщик подшипникĕ ванчĕ. Санăн саппасра пур вăл. Пулăш!

— Пурччĕ те хам улăштарса лартрăм.

— Ан ултала, паян ирпе ещĕкӳнте хам куçпа куртăм. Халех хам шыраса тупатăп! — комбайн çине хăпарма тăчĕ хайхи.

— Каланă сана çук тесе! Ху хуман япалана ан шыра! — комбайн пусми çинчен тĕрткелесех антартăм ĕçтеше.

— Çын мар иккен эс! Урăхран санпа пĕр звенора ĕçлеместĕп! — ӳпкелеме пуçларĕ хайхискер.

Вăл вăрçăнни маншăн — сăнчăрти йытă вĕрни. Хама тивĕçмелли премие алăран вĕçертместĕпех. Алюш комбайнне хута янă вăхăта çапса пĕтеретĕпех. Çав кунхи пек нихçан та ĕçлемен пуль. Ирччен куç хупмăттăм, тырă турттаракан шофер пĕр-ик сехет канма пар тенĕрен кăна чарăнтăм. Хам та халран кайса çитрĕм. Аран-аран хир станĕнчи будкăна çитсе йăвантăм.

Ирхине шăв-шавпа вăрантăм. Çумăр çапса çăвать иккен. Тӳпене лаппипех тăхлан пек пĕлĕт карса илнĕ. Ăнлантăм: пĕр-ик кунрах иртмест çак кĕрхи çумăр. Çанталăка улăштарма пултарас пек чупрăм комбайн патне. Ларатăп малти кустăрма çумне тĕренсе. Тумтир тăрăх шыв юхать. Будкăна таврăнма вăй-хал та, кăмăл та çук. Çак вăхăтра каллех Федор Иванч çитрĕ. Сывлăх та сунмарĕ мана, çумăр çунине пăхмасăр кабинăна хăпарчĕ, вымпела илсе саппас пайсем упранакан ещĕкре чакаланма тытăнчĕ. Паллах, хайхи çĕр çăтман подшипника асăрхарех.

— Ак çакна куратăн-и? — паккуссен енне пуç сĕлтрĕ çĕре ансан. — Сан непĕслĕхне пула çапăнмасăр юлчĕç вĕсем.

— Эп кашнине саппас пайсемпе тивĕçтерме сăмах паман. Вымпела сӳсе илме те сирĕн тивĕçĕр çук, — чĕрре кĕтĕм эп.

— Э-э, çапла-и-ха?..

— Çапла пултăр — кама мĕн ĕç? 25 пин тенкĕ çĕрте выртмасть.

Федор Иванч пуçне пĕксе айккине пăрăнчĕ, унтан ман енне çаврăнса:

— Шкулта çакăн пек пулма вĕрентнĕччĕ-и сана? — тесе хучĕ.

Пенсие кайиччен географи учителĕнче ĕçлерĕ Федор Иванч. Тăван тавралăх илемĕпе пуянлăхĕ çинчен епле хавхаланса ăнлантаратчĕ вăл! Çак пуянлăха упраса хăварас пирки кашнинчех сăмах хускататчĕ, тӳрĕ кăмăллă пулма сĕнетчĕ.

Каярахпа тин çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланса илтĕм эп. Ун чухне Федор Иванча çилленнипе тата шăпах вырма вăхăтĕнче çумăр «парнеленĕ» çутçанталăка кӳреннипе анкă-минкĕленсе кайнă. Киле таврăнтăм — каллех инкек. Арăма хула пасарĕнче сутма хăяр-помидор татса хатĕрлеме хушнăччĕ. Пиллĕкри ывăл пахча алăкне уçă хăварнă та, кӳршĕ сыснисем çимĕç йăранĕсене йăлтах сухаласа пĕтернĕ. Çакăн хыççăн, ахаль те çилĕллĕскер, пачах ăнкарми пултăм-ши, ал айне лекнĕ пăявпа ывăла çапма тăтăм.

— Мĕн хăтланатăн! — кăшкăрса ячĕ те мăшăрăм, ывăла кĕлеткипе хупларĕ. Хайхи пăяв ăна лекрĕ...

Çулташ чĕтрене ернĕ аллипе каллех сигарет кăларса тивертрĕ, кăвайт çине пăхса вăрахчен чĕнмесĕр ларчĕ.

— Кайран мĕн сиксе тухрĕ тата?

— Мăшăрăн куçĕсем халь те асра, — шăппăн сăмах тăсрĕ вăл. — Кураймасăр, ӳпкелешсе пăхатчĕç вĕсем...

— Кулак чунлă çын эс! Укçашăн çын вĕлерме хатĕр! — хар! кăшкăрса тăкрĕ мана.

— Мĕншĕн кулак çуртĕнче пурăнатăн апла? Таси паха! — маххă памарăм эп те.

Сăмах чĕнмерĕ вăл. Ачасене çавăтса амăшĕн килне тухса кайрĕ...

Çĕрĕпех йывăр шухăшсемпе айланса лартăм. «Эпĕ укçашăн çын вĕлерме пултаракан кулак иккен. Асатте-асаннепе атте-анне те çĕр ĕçĕпех пурăннă, çынна тара тытса ĕçлеттермен. Çак кирпĕч çуртпа ытти хуралта кам лартнă? Гаражра — «Жигули». Çуртра мĕн кăна çук тата? Çак тупрана ĕçлесе пухнă укçапа туяннă. Пĕлĕтрен татăлса анман».

Çапла шухăшласа лартăм çĕрĕпе. Укçапа мул хама тыткăна илнине ăнланса илеймен вăл вăхăтра. Тăван-пĕтен пирĕн пата çӳреме пăрахрĕ. Тус-юлташпа кӳршĕ-аршă çурт умĕнчен пăрăнса иртеççĕ. Ĕне ферминче ырми-канми тăрăшакан мăшăрăн сăн-питĕнчи савăнăç паллипе кулă та тахçанах çухалнă. Укçа чирĕ пуçланни питĕ хăрушă иккен. Çакна кайран кăна ăнлантăм. Ывăла пăявпа çапма тăни мăшăрăн тӳсĕмлĕхне татма пултарни çинчен пачах шутламан ун чухне. «Вĕсем ытлă-çитлĕ пурăнччăр тесе канăç курмасăр тар тăкатăп мар-и? Арăм ав тав тăвас вырăнне сăмахĕпе чĕренех витерчĕ. Юрĕ, тĕрĕслĕх камрине хăех ăнланĕ-ха, киле чупса килсе каçару ыйтĕ».

Тепĕр кунхине те, эрне иртсен те таврăнмарĕç хайхисем. Килте вĕсемсĕр ним савăнтармарĕ пулсан та кайса йăлăнмарăм. Пурăна киле пурнăç чĕр тамăка çаврăнчĕ. Аптăранă енне кӳршĕсене хам хулана пурăнма куçассине пĕлтертĕм, фермăна çитсе арăма киле таврăнса пурăнма ыйтрăм. Йĕп те илмерĕм килтен. Машина та гаражрах ларса юлчĕ.

Хулара ĕç тупма йывăрах мар. Çурт-йĕр трестне тракториста вырнаçрăм. Строительсен хушшинче тĕрлĕ çын, анчах бригадăра эп ют çын пек курăнтăм. Çапла, çĕлен тирне пăрахнă пек, хăлăкне çийĕнчех улăштараймасть этем. Иккĕмĕш уйăх ĕçленĕ вăхăтра бригада пухăвĕ иртрĕ. Малтан ватă каменщик Николай Иванч сăмах илчĕ:

— Пурте пĕлетĕр, Исрафил Фаизов пульницара иккĕмĕш уйăх выртать. Çемйи пысăк унăн: арăмĕпе виçĕ ачи, ашшĕ-амăшĕ ватă. Пулăшмалла инкеке лекнĕ çынна. Ман сĕнĕвĕм çапла: Фаизова ку уйăхра ĕç кунĕсем лартса тӳлемелле.

Ыттисем çакна ырласа йышăнчĕç пулсан, эп тыт та патлаттар:

— Хам тарпа ĕçлесе илнĕ укçана ют çынна памалла-и? Пульницара выртнăшăн пурпĕр тӳлеççĕ ăна. Пĕр пус та илейместĕр манран!

Шăв-шав çĕкленчĕ кун хыççăн. Николай Иванч пухăннисене лăплантарчĕ те ман енне çаврăнчĕ:

— Эсĕ, Иванов, ку ĕçе хутшăнмасан та пултаратăн. Çавăнпа ан пăшăрхан, хăвна тивĕçекен укçуна йăлтах илĕн.

Çак пăтăрмах хыççăн пурте ман çине сивĕ куçпа пăхма пуçларĕç. Юрать-ха Николай Иванч хăй хӳттине илчĕ. Пĕррехинче, виç уйăхран, ĕç укçи илнĕ кун хăй килне хăнана чĕнчĕ.

— Çур литр туянас-и? — персе ятăм эп.

— Пирĕн пата çур литрсăрах хăнана çӳреççĕ, — пат пӳлчĕ хайхи.

Тарават кĕтсе илчĕç кил хуçисем. Николай Иванч мăшăрĕ — Ольга Петровна — уçă кăмăллă вырăс хĕрарăмĕ. Апатланма ларсан çаксене хамăн пурнăç çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе, ним пытармасăр каласа патăм.

— Пĕлетĕн-и, Саша, этем укçапа мулшăн çуннинчен хăрушăраххи ним те çук, — терĕ Николай Иванч юлашкинчен. — Акă мĕн, куç пирĕн пата. Вăтăртан иртнĕ арçын общежитире пурăнни килĕшӳллĕ япала мар. Çурт пысăк пирĕн, ывăлсен пӳлĕмĕсем пушах. Институт пĕтерсе урăх хуласенче тĕпленчĕç те, отпускра кăна килкелеççĕ. Пушă вăхăтра садра пулăшăн, уявсене пĕрле ирттерĕпĕр, Тӳррĕн каласан, ывăл вырăнне пулăн пирĕншĕн.

Çак кунран пуçланчĕ те манăн чĕрĕлсе сываласси. Сăмахпа мар, тĕслĕхсемпе ăс паратчĕ Николай Иванч. Пуянах марччĕ вĕсем, анчах пур килен-каяншăн алăкĕ уçăччĕ. Килĕнче самай пысăк библиотека пурччĕ. Кӳршĕсем кунĕ-кунĕпе унта кĕнеке суйласа явкаланатчĕç. Пĕр-пĕр çынна пулăшу кирлĕ пулсан та хапăлччĕ кил хуçисем. «Пирĕн ялта та çаплах пурăнаççĕ-çке». Çак пĕтĕмлетӳ патне нумай вăхăт асапланса шухăшланă хыççăн тин çитсе тухрăм. Тăван ялах туртатчĕ чун. Кашнинчех мăшăрпа ачасене асаилеттĕм. Малтанхи çул кашни уйăхрах вĕсем патне укçа ярса тăтăм. Çав укçа кашнинчех хам пата çаврăнса çитетчĕ. Миçе çыру çырмарăм — сас-хура пулмарĕ. Çапла, виçĕ çул хушшинче виçĕм кун пĕртен-пĕр çыру илтĕм мăшăртан: «Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Вовăн çуралнă кунĕ. Кил, кĕтетпĕр». Ывăл саккăр тултарать апла. Çак çырушăн епле савăннине пĕлесчĕ сирĕн! Манран кая мар Николай Иванч хĕпĕртерĕ:

— Çемьеллĕ çын уйрăм пурăнни киревсĕр япала. Ачусем хăвăн, çапла пулса тухнăшăн вĕсем айăплă мар. Тен, çак пăтăрмах çинчен тахçанах маннă мăшăру. Пурăнан пурнăçра кун пекки те пулать. Ялтах юлас тетĕн пулсан — хăвăн ирĕкӳ. Санпа уйрăлма йывăр пире. Хăнăхса çитрĕмĕр те. Çавах çемье хаклăрах.

...Кăвайт сӳнме пуçларĕ. Инçетри айлăмра çĕрлехи сĕме касса çутă ярăмĕ йăлтăртатрĕ. Тракторсем кĕрхи акана тухнă пулмалла. Çак çĕрлехи çутăсем мана пирĕн çулташ таврăнакан ял çутисем пек курăнчĕç. Вĕсенчен пĕри, çутăраххи, ун çуртĕнчен чĕнсе йыхăракан чӳрече çути пек туйăнчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


05192252 (2018-08-30 09:10:39):

Калав çăмăл вуланать. Сюжечĕ те вулакан кĕтмен пек улшăнса пырать. Автор литературăна яланлăх килнĕ пек туйăнать. Ăнăçу сунатпăр!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: