Çичĕ пĕртăван


Лаша ампарĕ. Пачах тĕттĕм, каç. Суллахай енче юпахсем вăйсăррăн тĕксĕм тӳпе çине тинкерсе пăхаççĕ. Сылтăм енче йӳрĕк тихасем ыйха путнă. Каçĕ паян лăпкă. Тӳпери çăлтăрсем пĕр-пĕринпе выляса пĕр сӳнсе, пĕр çуталса илеççĕ. Хăйсен çутă пайăркисене вĕсем лаша ампарĕн кăшт уçă юлнă алăкĕнчен малалла салатаççĕ. Лаша ампарĕ кăшт çуталать. Вăхăтран вăхăта лашасем кĕçĕнни илтĕнет. Вĕсем вăйсăррăн хăйсен айĕнчи пусарăннă курăка çиеççĕ. Кунĕпе пĕр чарăнми ĕçлеççĕ çак мĕскĕн ланчăксем. Ĕç хыççăн хăйсене тутлă çитерессе кĕтеççĕ утсем, анчах ампара кĕрсен пусарăнчăк, чыссăр курăка çăвара хыпма лекет. Пăхасса та япăх пăхаççĕ утсене хуçасем: пĕр канми ака тутараççĕ, курăкне вара çителĕклĕн çитермеççĕ. Пĕр пĕчĕк улă купи, çичĕ юпахам. Мĕнле тăранччĕр-ха кунĕн çĕрĕн утсем çак пĕчĕк купапа. Анчах нимĕн те тăваймăн, хирĕç калас çук.

Пурĕ лаша ампарĕнче çичĕ юпах. Яланах нумай çиекен, хăйне пысăка хуракан кĕсмен лаша — Пайăрка. Мĕншĕн-ха ăна çапла ят панă? Мĕншĕн тесен ку ут ампара хĕвел пайăрки çутатсан тӳрех вăранса каять. Ахаль çутăпа çутатса ăна улталаймăн. Хĕвел пайăрки çутатсан кăна вăранать вăл. Хăйĕн хыççăн вара Пайăрка ыттисене те ыйхăран вăратать. Хуçа киличчен вара вĕсем пурте акана тухасса кĕтеççĕ.

Тепĕр урхамахĕ вара Çилçунат ятлă. Ку ланчăк питĕ йӳрĕк, айăпсăр, ăна тиркеме сăлтав çук. Хуçи хăйне ятласан яланах касать. Ĕçсем пĕтсен вара уя тухать те кал-кал чупкалать. Ăна ытти лашасен ертӳçи теме те юрать пулĕ: Çилçунат ĕçе пикенсен ытти урхамахсем те ĕçе пикенеççĕ, кансан ыттисем те канаççĕ. Ăна чăн çивĕч ут теме те пулать.

Виççĕмĕш юпахне — Юмах ят панă. Ку питĕ тĕреклĕ, станлă, сарă ут. Вăл нихăçан та хăйне кӳрентерме памасть. Пĕтĕм юпахсенчен Юмах чи пиççи. Ĕçре те вăл яланах малта.

Тăваттăмĕш юпахĕ — Шăнкăрав. Ку ытла та çилхемес, çӳрен лашана аякран паллама пулать, ăмăрлă, тӳлек, анчах кăмăлĕпе питĕ селĕм. Юлташĕсемшĕн тем тума та хатĕр Шăнкăрав. Утсем ăна куншĕн хисеплеççĕ те. Ку юпах ытла та хăмăт тăхăнма юратмасть иккен, хуçа ун патне çывхарсан — айккинелле тарать. Анчах ырă, хура куçĕсем хăйне каçарма ыйтаççĕ.

Пăлханчăк — пиллĕкмĕш ут. Ку теветкел, усăк кутлă лаша. Хăй ула, пухă. Пуринчен те уйрăлса тăма тăрăшать ку юпах. Пăхсан та вăл ыттисем пек мар, пуринчен те уйрăлса тăрать. Анчах ку ен ăна ытти утсемпе мирлĕ пурăнма ним чул та кансĕрлемест.

Улттăмĕш ланчăкĕ Хушка ятлă. Ку ята ăна ахальтен паман. Çамки çинче унăн çăлтăр палли пулнă, хуçасем çакна асăрханă та, Хушка ят пама шут тытнă. Ку çăлтăр хушкана илемлетет кăна. Хушка — кăмăрлă, кĕрен-çӳрен лаша. Хăй вăл кăштах лутака. Ăна хăйне майлă ытла та типтерлĕ, чыслă ут теме пулать. Унăн хӳри яланах таса, яка, уя тухсан çилпе шăнкăр-шăнкăр шыв пек хумханать.

Çиçĕм — юлашки лаша. Вăл питĕ мĕскĕн, хыткан, хапасăр ут. Çиçĕм утсемпе туслă пурăнасшăн, анчах вĕсем ăна юратмаççĕ: унран кулаççĕ, йĕкĕлтеççĕ. Хăш чух вăл уйран вăхăтра таврăнаймасан улăма кăштах та пулин хăвармаççĕ, веçех çисе яраççĕ. Çиçĕм вара вăйсăррăн лаша витин кĕтессине кĕрсе выртать те хăйĕн ăнăçусăр, телейсĕр пурнăçĕ çинчен тарăннăн шухăшлать.

Хуçи — Михал тете, алă çул тултарчĕ авăн уйăхĕнче. Хытă, чĕрчунсене шеллеме пĕлмен çын. Утсене хăш чух ытла та вăйлă ятлать вăл. Лешсем вара мĕн-мĕн тусан та хуçаран лăпкă, ырă сăмах илтсе кураймаççĕ.

Ак çапла пĕр лăпкă çуллахи каç, Михал тете яланхи пекех утсене улăм илсе кĕрсе пачĕ. Лашасем чĕвен тăчĕç, пĕр-пĕрне тĕрте-тĕрте улăм купи патне туртăнчĕç. Сасартăк урамра кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Михал тете малтан утсем çине, кайран алăк енне тинкерчĕ. Улăмлă çи-пуçне кăштах шаккарĕ те васкаса тула чупса тухрĕ.

Урамра калаçнă сасăсем илтĕнчĕç. Михал тете нумай вăхăт хушши таврăнмарĕ. Хаяр çилпе вите алăкĕ уçăлса кайрĕ, сивĕ сывлăш витере сарăлчĕ. Ланчăксем улăм купине тĕп турĕç. Кăштах канма сивĕ çĕр çине выртрĕç. Шăплăхра Пайăрка сасси илтĕнсе кайрĕ:

— Тантăшсем, тархасшăн калăр, сире çак пурнăç килĕшет-и? — терĕ ут кăштах урипе вылятса.

— Эпĕ, манăн кун пек пурнăç пуласса шутламан та, — хуравларĕ хирĕç Çилçунат.

— Тантăшсем, тантăшсем, айтăр кунтан тухса таратпăр! — терĕ савăнăçлăн сасăпа Хушка.

— Вăрман витĕр кайăпăр та унтан пĕр-пĕр яла кĕрĕпĕр.

— Ман шутпа, Хушка тĕрĕс шухăшлать, — терĕ Пăлханчăк.

— Мана та ку шухăш питĕ килĕшет, — хуравларĕ Çиçĕм чĕвен тăрса.

Пурте Çиçĕм çине сивĕ куçпа пинкерчĕç. Ут çакна аçархарĕ те, вите кĕтессине кайса тăчĕ.

— Хуçа çук чух айтăр майĕпен тарар, алăкĕ те уçах, — сас пачĕ Пайăрка.

Ланчăксем пĕрин хыççă тепри витерен тухрĕç. Вирхĕнсе хăвăртрах çывăхри çырмана çул тытрĕç. Çиçĕм те вĕсенчен юлмарĕ. Акă вăрмана кĕчĕç. Вăхăтран-вăхăта кӳлĕре шыв шăнкăртатса юхни, тăмана сасси илтĕнет. Лашасем чăтлăх кĕрсе кайрĕç. Унталла-кунталла сăнаса пăхрĕç: йĕри-тавра йывăçсем, симĕç курăк. Утсем сулахай еннелле çул тытрĕç.

Сасартăк хирĕç çын асăрхарĕç ланчăксем. Патнерех пырсан Михал тетене палласа илчĕç. Арçын хаяр сасăпа тем кăшкăрчĕ, алăри чăпăрккипе хăлаçланчĕ. Утсем хăранипе хăшĕ ăçталла тарса пытанчĕç, хаяр хуçаран хăтăлса юлчĕç. Çиçĕм унталла-кунталла чупкаларĕ, анчах юлташĕсене тупаймарĕ. Хăранипе ланчăк пĕр чарăнми, куç курми чупрĕ.

Хăй ăçта çитсе тăнине те чухлаймарĕ ут: умра — кӳлĕ, йĕри-тавра йывăçсем, пĕр сас-чӳ те çук. Аякрах мар пĕр ял курăнса ларать. Çиçĕм унталла вĕçтерчĕ.

Тул çутăлчĕ. Хĕвел пĕлĕтсем витĕр ташла-ташла тухма пикенчĕ. Ялти автансем ирхине çитнине систерсе сас пама тытăнчĕç. Ял-йыш вăранчĕ. Урхамах яла çитсе тăчĕ.

Çул çинче вăл ватă, шур сухаллă çынна тĕл пулчĕ. Старик ун çине тинкерчĕ. Унтан асăрхануллă Çиçĕм патне çывхарма пусларĕ. Ут каялла чакрĕ, анчах та кайран темшĕн ку ватă çын уншăн çăлăну пекех туйăнчĕ. Ватă арçын лашана йĕвенрен тытрĕ те хăй хыççăн ертсе кайрĕ. Часах вĕсем пĕчĕк пӳрт умне çитсе тăчĕç. Арçын Çиçĕме пысăк, çутă витене илсе кĕчĕ те пĕр ытам утă илсе кĕрсе пачĕ. Унтан хăй витерен тухрĕ.

Çапла ут ватă çын патĕнче нумай çул пурăнчĕ. Хуйăх мĕнне пĕлмерĕ Çиçĕм, хуçапа иккĕшĕ савăнса çеç пурăнчĕç.

Çапла çул хыçăн çул иртрĕ. Акă пĕррехинче ватă старик Çиçĕме яланхи пекех уя илсе тухрĕ, анчах ялан çӳрекен çĕре мар, пачах урăххине. Ку уй вăрманпа юнашар вырнаçнă. Çиçĕм ку вырăнсенче мĕн пулса иртнине аса илчĕ: ытти урхамахсемпе вĕсем хуçаран тарса çак вăрман витĕр çӳренĕ-çке. Çиçĕм вăрман леш енне тинкерчĕ те хытса тăчĕ. Пĕр пилĕк-ултă урхамах уйра пĕр-пĕринпе выляса, тавлашса кал-кал чупаççĕ. Çиçĕм Çилçуната палласа илчĕ. Лешĕ малтанхинчен те кĕрĕрех, йӳрĕкрех курăнать. Хуçа Çиçĕме те çак уя илсе килет иккен. Урхамахсем патне Çиçĕм патнерех те патнерех çывхарса пычĕ, лешĕсем ăна асăрхарĕç. Çиçĕм Çилçунат умне пырса тăрсан утсем савăнăçлă сасă кăларчĕç, пĕр- пĕрин çине ырă куçсемпе тинкерчĕç.

— Епле-ха эсĕ, Çиçĕм, ун чух пирĕнтен тартăн? Эпир сансăр питĕ тунсăхларăмăр, — терĕ Çилçунат Çиçĕм патне çывхарса.

— Эпĕ вара хуçаран тарнă хыççăн йĕри-тавра пăхрăм, анчах сире шыраса тупаймарăм. Халĕ вара манăн урăх хуçа. Вăл питĕ ырă, мана лайăх пăхать, — терĕ Çиçĕм мухтанса.

— Эпир вара тарнă хыççăн Михал тете патнех таврăнтăмăр, урăх ăçта каяс? Вăл халĕ малтанхи пек мар, ырăрах, — хуравларĕ Пайăрка чĕвен тăрса.

Часах уя тăрăх такам утни курăнса кайрĕ. Çын урхамахсем патне çывхарнăçемĕн çывхарса пычĕ. Çитсенех вăл Çилçунат çине утланса ларчĕ. Çиçĕм Михал тетене палласа илчĕ. Леше ун çине куç хĕссе пăхрĕ, кайран савăнăçлăн кулса ячĕ. Çиçĕм хуçи, ватă старик, Михал тете патне патне пычĕ те алă тытрĕ. Урхамахсем Михал тетепе ватă çын тăвансем пулнине тавçăрса илчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Çилçунатпа Çиçĕм çине хăпарса ларчĕç. Лашасем вăрманалла чуптарĕç. Ытти ланчăксем те вĕсенчен юлмарĕç. Савăнăçлă, уçă сасă кăларса вĕсем вăрман ытамĕнче çухалчĕç…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Елена (2010-11-05 11:26:02):

Мана Настьăн калавĕ кăмăла кайрĕ. Илемлĕ чĕлхепе çырнă, шыв юххи пек вуланать.Калава вуланă май хам та лашасемпе пĕрле çӳренĕ пекех туйăнчĕ. Маттур. Ăнăçу пултăр.

 

Татьяна (2010-11-05 11:30:05):

Калавра хальччен илтмен сăмахсем вулама тӳр килчĕ. Вĕсемпе вырăнлă усă курнă. Маттур. Лайăх çырнă.

 

Виталий (2010-11-05 11:33:20):

Çамрăксем çакăн пек калавсем çырма пултарни мана савăнтарать. Калавăн содержанине тарăн, чĕлхине илемлĕ йĕркеленĕ. Малалла çырма ăнăçу, туртăм пултăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-20 19:54:32):

Кашни лашана уйрăммăн та тĕплĕн, кашнине уйрăм характер пани ман кăмăла кайрĕ. Вырăн памалла хайлав ман шутпа. Пăхăпăр — тен лекĕ те :)

 

Карина (2010-11-21 11:52:57):

Настя, эсĕ лашасен пурнăçне аван сăнласа панă. Хайлавăн шухăшĕ малтан пуçласа вĕçне çитичченех çыхăнуллă йĕркеленнĕ. Çырас ăсталăха малалла туптасан санран чаплă çыравçă пулать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-22 13:43:38):

Мана Настьăн калавĕ питĕ килĕшрĕ.вăл ку калавра лашасен пурнăçне питĕ тарăннăн сăнласа панă.санран чăнах та чаплă çыравçă тухĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лена (2010-11-22 13:44:06):

Питĕ илемлĕ чĕлхепе çырнă.Çăмăллăн вуланать.Малашне те çаплах çыр

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

дмитрий (2010-11-22 14:11:05):

мана Настăн калавĕ питĕ килĕшрĕ. малашне те çаплах çыр. санран чаплăран та чаплă çыравçă пулĕ. сана чунтан ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2010-11-22 14:24:37):

мана питĕ Настьăн калавĕ килĕшрĕ. Ăнăçу сана малашне те. Вулама çăмăл.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Дмитриевна (2010-11-22 14:31:55):

Маттур Настя!Ăнăçусем сунатăп.Сан калав кăмăла кайрĕ. Малалла та çакăн пек çыр.Тен, ӳссен эсĕ çыравçă пулăн.Малалла та çакăн пек калавсем çырса савăнтар пире.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2010-11-22 14:38:49):

Эп хам лашасене, чĕр-чунсене юратнă май,мана çак калав питĕ килĕшрĕ. Кунта кашни лаша пурнăçне, çын пурнăçĕ пекех илсе кăтартнă.Çакă вара ман чуна пырса тиврĕ. Настьăна эпĕ тав сăмахĕ каласшăн,çакăн пек илемлĕ калав çырса, пире вуласа пĕлме май панăшăн.Маттур хĕр эсĕ, малашне те сана ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ангелина (2010-11-22 14:50:12):

Мана Настьăн калаве питĕ кăмăла кайрĕ. Çак хĕре манăн малашне те ăнăçу сунас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Содержанийĕ: тарăн

 

Валерий Павлович (2010-11-22 14:56:56):

Çак хĕр питĕ маттур тесе калас килет манăн. Питĕ интереслĕ калав çырнă. Настя, ăнăçу сана! Малашне те çырма ан пăрах.Питĕ килĕшре мана ку калав, чунтан çырнă. тесе шутлатăп эпĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вадим (2010-11-22 15:01:14):

Маттур Настя! Питĕ кăмăллă калав. Вулама тата ăнланма çăмăл.Килĕшрĕ мана питĕ. Ăнăçу сана!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Александр Валериянович (2010-11-22 15:08:44):

Анастасия Леонтьева, ман шутпа, питĕ кăмăллă калав çырнă. Мана питĕ килĕшрĕ. Лаша пурнăçне илемлĕ майпа сăнланă. Маттур хĕр эсĕ, Настя! Çĕнтерӳ сунатăп! Калавсем тата сăвăсем çырма ан пăрах...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валя (2010-11-22 15:12:30):

Питĕ аван калав, ман кăмăла кайрĕ. Ăнăçу сунатăп!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Миша (2010-11-22 15:16:39):

Мана калав килĕшрĕ. Интереслĕ, çăмăл вуланать.Çăмăл вуланакан каласене вулас та килет=))) Маттур, Настя!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Виталик (2010-11-22 15:22:24):

Тĕрĕс каларĕ Миша, калав çăмăл вуланать, интереслĕ, çăмăл вуланаканнине вулас килет. Эпĕ хам та, ял ачи пулнă май, лаша пурнăçне сăнланине юратрăм =)). Настьăна ăнăçу сунас килет!Маттур хĕр, питĕ аван çырнă. Эп калава кăмăлларăм

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анатолий Ефремович (2010-11-22 15:26:19):

Настя маттур!!!калавĕ питĕ кăсăклă. Эсĕ лашасене чунтан юратни курăнать.Вулама та, ăнланма та çăмăл.малалла та çапла пултаруллă пул.чунтан çĕнтерӳ,ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2010-11-22 15:28:29):

мана çак Настя çырнă калав килĕшрĕ. Эпĕ Настьăна ăнăçу сунатăп. Ман шутпа, питĕ кăсăклă калав. Маттур!!!Пĕр пытармасăр, сăввисем те чаплă тесе калас килет манăн...Чăн çапла. Ăнăçу сана!!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Таня (2010-11-25 14:48:25):

Настя, эсĕ калава лайăх хайланă, сюжечĕ питĕ интереслĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Таня (2010-11-25 14:55:14):

Настя, тавтапуç сана интереслĕ калавшăн

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надя (2010-11-25 15:10:35):

Чуна çывăх произведени, мĕншĕн тесен эпир ял ачисем. Маттур

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2010-11-25 16:52:53):

Чи лайăх произведени. Шухăшне уçса панă, хайлав ырă ĕçсем тума хистет. Мĕн калас тени пуçламăшĕнчех паллă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Кузнецова (2010-11-25 18:38:54):

Настя,санăн калаву питĕ интереслĕ те кăсăклă, маттур,ăнăçу сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сашук (2010-11-28 20:21:50):

Тин кăна вуласа пăхрăм, анчах, питех кăмăла каймарĕ, юлашкинчен питех ăнланмалла мар. Мĕншĕн ха утсем уйран вăрманалла чупса каяççĕ? Вĕсен унта килĕ - им?=)))))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: