Атте каласа панисем


Арçури

Хам çамрăк чух эпĕ час-часах сунара (ухатана) çӳреттĕм. Вăрмăнĕ ун чух пирĕн питĕ пысăкчĕ: ялтан çур çухрăм каятăн та, сĕм вăрман пуçланать. Ун урлă каçма 60 çухрăм ытла — Пăрачкав патне çитичченех каять вăл. Тăршшĕ темиçе çĕр çухрăм та пулĕ — эпĕ ăна пĕлместĕп...

Пĕррехине, хура кĕркунне, мана инçетри вăрмантах сĕм тĕттĕм кăç пусса лартрĕ. Пĕчченскер, тĕттĕм вăрманта çĕр выртма çӳçентĕм. Ял енне хура вăрманти кукăр-макăр çинçе сукмакпалах васкаса утатăп. Тĕттĕм пирки куç курмасть те, лакăм-тĕкĕмсенче такăнкалатăн, хăш-пĕр çĕрте сукмакран аташса кайнисем те пулаççĕ.

Утатăп васкаса ансăр сукмакпа. Сасартăк таçта, питĕ инçе, хам хыçăмра вăрăммăн кăшкăрса янратнă сасă илтĕнчĕ. «Эх, шеремет! Такам сунарçи манран та хыçаларах юлнă иккен», — терĕм те эпĕ çакна паттăрлатас тесе ăна хирĕç хам та хыттăн кăшкăртăм... Эх, унччен те пулмарĕ, çав кăшкăрни ман паталла хăвăрт çывхарса-çывхарса пычĕ. Эпĕ шăпăрт пултăм. Ку çын мар иккен, арçури пулчĕ пулас тесе çӳç-пуçăм виреле тăрса кайрĕ. Хай арçури мана хуса çитрĕ: вăл пĕрре ман хыçра, тепре ман умра ӳхĕрешсе кăшкăрать. Хам та илтетĕп: таврара хăрăк йывăçсене шăтăрт-шатăрт хуçса, туратсене ватса çак арçури пĕрре ман умалла, тепре хыçалалла иртсе каять, ух! та ух!.. ух! та у-ху-хух! тесе кăшкăрать. Каярахпа вĕсем иккĕн пулчĕç. Иккĕрен пĕри — умран, тепри хыçран кăшкăрса пыраççĕ. Хам турра кĕл тăватăп, текех турă ятне асăнатăп, — анчах та ахалех! Вĕсем пур пĕр манран юлмаççĕ, турăран та хăрамаççĕ. Хăранипе тата васкаса утнипе хамăн пит-куçран шапăртатса тар юхать, пит-куçа текех çĕлĕкпе шăла-шăла пыратăп. Çан-çурăм та тарласа лăчах шыва ӳкрĕ. Аран уя тухрăм та, арçурисем кăшкăрашса каялла сĕм вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕç. Чылай утсан Йĕкĕс шывĕ хĕррине çитсе канма лартăм... Ларатăп канса. Çак самантра хыçал енчен такам хашăлтатса, тур çырлах! çырлах турă! тесе пыни илтĕнчĕ. Чĕнтĕм те хайхине — ку хамăр ялсемех, тепĕр сунарçă — Каскăн Йăванĕ пулнă иккен...

— Хăранипе кăштах чунăм тухатчĕ! Арçурисем пĕтерчĕç! Хам çинех пыра-пыра кĕреççĕ вĕт! — тесе каласа парать вăл, ӳпки сывă марскер, хашка-хашка сывласа.

Икĕ сунарçă пĕрлешсен тин хăрами пултăмăр. Лайăх ларса кантăмăр та ерипен хамăр ял еннелле утрăмăр.

— Чим-ха, мĕнле арçури пултăр?! Тăманасем е мулкачсем кăшкăрса хăратнă пуль сире? Вĕсем вĕт арçурирен те хаяр кăшкăраççĕ! — терĕ аслă пичче, атте каласа панине тинкерсех итлесе ларнăскер. Ку пичче вăл хăй те маттур сунарçă пулнă, анчах аттесем сунара çӳренĕ чух мар, тепĕр 25 —30 çул каярахран çӳреме пуçланăскер.

— Кам пĕлет, — тет ăна хирĕç атте. — Халь акă ун пирки эпĕ хам та иккĕленетĕп. Тен, чăнах тăмана е ӳхĕ таврашĕ пулнă пулĕ? Мулкачăсем те çав майлах кăшкăраççĕ... Эпир ун чухне хытă хăранă çав. Арçурисене ĕненнĕ, вĕсенчен çӳçеннĕ... Хăракан çынна хăрăк тунката та хăратать теççĕ те ăна, — тесе килĕшет атте пичче асăрхаттарнисемпе.

 

Апрелĕн 28 —29-мĕш числисем [1961 çул]

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: