Чулкасри çуркунне


Пуху пуçланиччен 10-15 минут пек юлсан клуб умне шурă «Волгăпа» «Мерседес» умлă-хыçлă пырса чарăнчĕç. «Волгăран» тухнă патвар арçынна Чулкассем çийĕнчех палласа илчĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕ Урал Батырович Вахитов пулчĕ ку. Иномаркăран тухнă сăран шăлаварпа сăран куртка тăхăннă хура куçлăхлă чиперккене паллакан-пĕлекен пулмарĕ-ха. Куçлăхсăр пулсан, тен паллама та пулатчĕ пулĕ. Кевти-кĕлеткипе тыткаларăшĕсем тахçан пĕлекен çынăнни пекех. Кунашкал тумпа курнине астăвакан пулмарĕ. Хура сăран çи-пӳç хĕрĕн яштака та пиçĕ ӳт-пĕвне унти кашни тĕмескепе путăк палăрмаллах çат тытса тăрать. Тум çинче урлă та тăрăх выртакан «çиçĕмсем» тата вĕсен чӳхенсе тăракан ункисем пике хусканăвĕсемпе килĕшӳллĕн чӳхенсе те ялкăшса илеççĕ. Хура тумлă хĕрĕн — клуб умĕнчисем ăна хĕр тесех шутларĕç — çăкăр пĕçерме тесе хĕрӳ хутнă кăмака умне анчахрах турчăкапа туртса купалантарнă юман кавар пек ялкăшакан çӳçĕ ял çыннисенчен чылайăшне, уйрăмах трактористсене, кĕркунне сухаласа хăварнă уйра çуркунне вут тĕртнĕ улăм урине аса илтерчĕ.

Сăмах май каласан, çӳллĕ кĕлĕллĕ аттисем те çӳç тĕсĕпе пĕр килеççĕ. Алăкне питĕрнĕ хыççăм ăна тепре туртса пăхрĕ те хаклă машина хуçи, хура куçлăхне куçĕ çинчен илсе халăха пуç тайрĕ, «пурне те ырă кун та сывлăх сунатăп» тесе чăн чăвашла саламларĕ, вара ватăраххисемпе калаçма та пуçланă Урал Батыровичпа юнашар пырса тăчĕ, кунти ватăсене уйрăммăн тепĕр хут пуç тайрĕ. Халĕ ăна пурте тенĕ пек палласа илчĕç. Çапла, ку вăл тахçан колхозри паллă сухаçă пулнă, халĕ пур-çук техникăна пухса лартнă мехпарк хуралçин Филипп Спиридонович Петровăн хĕрĕ Галина Филипповна пулчĕ. Чылайранпа хулара пысăк вы-рăнта ĕçлесе пурăнакан ял хĕрĕ ашшĕпе-амăшĕ патне час-часах килсе çӳрет, анчах çакнашкал чаплă машинăпа килнине халиччен никам та курманччĕ-ха. Çаплах вăл пухăва мĕн шутпа килнине чухласа илекен те пулмарĕ. Анчах тепĕр çур сехетренех пĕтĕмпех уçăмланчĕ.

Хăйĕн ятне çулсерен тенĕ пек, тĕрĕсрех каласан, çĕнĕ председатель суйламассерен, улăштарса тăнă колхозăн хальхи председателĕ икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ больницăра выртать. Хăй каланă тăрăх, хуçалăха лачакаран сĕтĕрсе кăларассишĕн кунĕн-çĕрĕн чупнипех чире кайнă иккен вăл. Ял халăхĕ вара урăхларах çаптарать: колхозăн юлашки мулне хăра-хăра вăрланипех чĕре чирне кайнă Иван Маркелович. Вырма валли солярка кирлĕ тесе фермăри юлашки ĕнесене пуçтарса эрменсене тиеттерсе ячĕ. Тĕрĕс, лешсем пĕр-икĕ цистерна килсе панине курчĕç трактористсем, анчах тек килсе çӳрени пулмарĕ. Ытти укçа ăçта кайса кĕнине пĕлекенсем те, пĕлме тăрăшакан та пулмарĕ. Хут тăрăх вара пĕтĕм укçа соляркăпа бензин туянма кайса пĕтнĕ пек килсе тухать. Комбайнерсемпе трактористсем нефтяниксенчен тулă парса туяннă соляркăпа ĕççи ирттерни çинчен сăмах кăларчĕç. Туллине комбайнран тӳрех темçе машина таранах ăсатнă. Куракан-тăвакан пулман. Тулă парса янă комбайнер çăварне, паллах, укçан пăкăланă. Ферма пĕтсен Иван Маркелович пысăк пăрăхсене çурса тунă тимĕр куритесене те ваклаттарса тимĕр-тăмăра ăсаттарчĕ. Паян пĕр вите кĕтессинче 20 пуçа яхăн пăру усранă пек калаçаççĕ. Паянчченех кăçал çуркунне ака-суха ĕçĕсене мĕнле ирттерме шутлани çинчен пĕлекен те, калаçакан та пулмарĕ. Çав хĕл каçнă 20 пăрăва сутса ярĕç-ши?

Пуху ирттерес нуша каллех Краснов бригадир çине тиенчĕ. Тĕлĕнмелле пек килсе тухать: председательсем килеççĕ те каяççĕ, Куçта çаплах бригадир ĕçĕсене туса пырать. Пĕр вăхăтрах председатель заместителĕ те шутланать иккен хăй. Çавăнпа та халăх вырнаçса ларсанах паян та пуху тилхепине хăй аллине илчĕ. Пуху ирттере-ирттерех хăш-пĕрисемшĕн йывăр пек туйăнакан çак чăрмавлă ĕçе те хăнăхса çитрĕ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине ял администрацийĕн пуçлăхĕнчен кая мар пĕлет. Кăлавине Архип Архипович темелле-ха, анчах çын тени вăл тем те шутласа кăларма пултарать çав. Сăмахĕсем пĕр пек ан илтĕнччĕр тесе ял пуçлăхне пурте Эрхип Архипович тесе сумлаççĕ.

— Шăплантăмăр-и, юлташсем?! — те ыйтса, те асăрхаттарса сăмах хушрĕ пуху председателĕ президиума суйланисем сĕтел хушшине вырнаçсан. — Нумай сăмах вакласа лараймăпăр. Паян-ыран хире тухмалла пулать, анчах калаçмаллине калаçасах пулать. Мĕнле ыйтусем тăнине эп пĕлтерӳрех кăтартнă, тепĕр хут аса илтерсе тăмастăп. Пирĕн пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Урал Батырович Вахитов тата хамăр ялтах ӳссе çитĕннĕ, колхозра ĕçленĕ, халĕ хулара ĕçлесе пурăнакан Галина Филипповна Антипова хутшăнаççĕ...

— Пирĕн Антиповсем çук ялта, — сăмах çукран сăмах тăвасшăн пупчĕ тахăшĕ. — Хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова унăн, — çийĕнчех çырлахтармалли хурав пачĕ пуху ертӳçи. Эп тӳрех Урал Батыровича сăмах паратăп. Вăл лару-тăрăва веçех уçăмлатĕ.

Бригадир вăр-вар пулни район пуçлăхне килĕшрĕ.

— Юлашки пилĕк çул хушшинче эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне йăлăхтарсах çитертĕмĕр, — сӳрĕкреххĕн пуçларĕ сăмахне район ертӳçи. — Çуллен, тепĕр чух çулталăкра икĕ хутчен те председатель улăштаратпăр. Пĕрне кăларатпăр; çавăнтах тепĕрне суйласа та лартатпăр. Пилĕк çулта ултă председателе çитрĕмĕр. Председатель улшăнать, лару-тăру улшăнмасть. Лешсем май пур таран çаратаççĕ те — тухса тараççĕ. Хăшне тытса хупаççĕ. Ку ак, хальхи председателе калап, Борис Николаевич пек, больницăран тухаймасть. Манăн сире татах председатель тупса памалла-и? Райцентртан та илсе килсе пăхрăмăр. Ялта вăтам шкул пур. Аслă пĕлӳ илнисем те çук мар. Аслă-тăнлă та пултаруллă çамрăксене хăвăр ялтан хăвалатăр, е ĕçлеме май паманран хăйсемех пăрахса каяççĕ. Агрономсем те, инженерсем те пурччĕ сирĕн. Халь ялта çавсенчен пĕри те çук. Хăшĕсем çурçĕре тухса кайрĕç, хăшĕсем хулана куçрĕç. Ирĕксĕрех тахçан СПТУ пĕтернĕ Константин Сергеевич Краснова йăлăнатпăр. Вăл сирĕн бригадир кăна мар, пĕр вăхăтрах инженер та, механик та. Нумай чухне председатель ĕçĕсене те вăлах туса пырать. Çапах та пĕтсе çитнĕ колхозăн урине хуçма памарĕ çак таранччĕ. Хăвăр алăри пин çурă гектар çĕре район пулăшнипе актарса-выртарса пĕтерес килет-ха. Тепĕр 500 гектарне арендăна панă. Паян юлашки хут калап: малашне район енчен пулăшасси пĕтрĕ. Пулăшнин усси çук. Патшалăх та ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсене кăна пулăшма хушать. Çĕре арендăна панинчен хăвăра нимĕн усси те пулмарĕ. Хамăр вăрлăха акнă, хамăр техникăпа пухса çапнă теççĕ те арендаторсем, веçех хăйсем патне турттарса каяççĕ. Эпир те хирĕçлеймесшĕр: пирĕншĕн пулсан çĕр пушă ан вырттăр! Çĕршĕн налог тӳлентĕр. Кам акнипе кам вырни тек кăсăклантармасть мана. Тепĕр хут калап: çĕр пушă ан вырттăр. Капла та сирĕн 300 гектар ытла çĕр вун-вун тĕрлĕ çум курăк ĕрчетсе выртать. Унăн вăрлăхĕ хамăр республикăра кăна мар, Оренбург уй-хирĕсене варалама та çитмелле. Тахçан республикипе кĕрленĕ, çĕршыва социализмла ĕç геройĕ çитĕнтерсе панă колхоз çапла юхăнса çитни, ыйткалакана тухни чи малтан хăвăрă, Чулкассене шухăшлаттармалла. Хăвăра валли çăкăрлăх та ĕçлесе илейместĕр. Сирĕн вăрлăх валли тесе хăварнă тырă пек тырра кӳршĕ колхозсем фуража яраççĕ. Отход акса пурăнатăр. Мĕн тырри, мĕн тухăçĕ пултăр çӳп-çапран? Хăвăр çапăçа-çапăçа уйрăлса тухнă «Шуçăм» колхозран вĕренесчĕ сирĕн. Паянчченех пĕр юрă сирĕн: колхоз çука юлнăшăн председатель айăплă. Председатель кăна мар, хăвăр та айăплă. Пĕрле вăрланă колхоз мулне, пĕрле çаратнă колхоза. Урăлса кураймарăр, тĕнче çине тăрă куçпа пăхаймарăр. Уйрăлу савнăçĕпе ĕçме тытăнтăр паянчченех ĕçетĕр. Урпа акса пĕтеретĕр — ĕçкĕ сирĕн, кăшман акнă — хиртех праçник. Ака ĕçне апла-капла вĕçлекелесен вара — сабантуй! Эрнипе кĕрлетĕр. Фермăрисем те аптраса тăмарĕç: лагере куçаççĕ — ĕçкĕ тăваççĕ, каялла килеççĕ — каллех курка шаккаççĕ, алă çавăрса юрлаççĕ. Пĕр вăкăр сутса эрех илнĕ, тепĕрне пусса шашлăк тунă. Уйрăлнă чухне хăвăра лекнĕ пуянлăх пĕтиччен çапла юрласа та ташласа пурăнтăр. Вăл çитмерĕ — тĕрлĕ банксенчен кивçен илсе пĕтертĕр...

— Ма район хуçисем чарман? — ура çине тăрсах ыйтанçи пулчĕ скотник пулнă май тепĕр чух икшер вăкăр та пуснă, çулла та папаха тăхăнса шур лашипе хир тăрăх кустарса çӳренĕ Чапай Петĕрĕ. Кăкăрĕ умне бинокль çакса çӳрени те пулнă ун. Бинокльне колхоз туянса панă: выльăх çухаласран бинокльпе тĕрĕслесе тăма. Çӳллĕ сăрт çине хăпарать те выльăхсем ăçталла сулăннине урхамах çинчен кăна пăхса тăрать. Кайран ӳсĕр пуçпа çухатнă бинокльне. Ял кĕтĕвне кĕтекенсем тупнă та паман тесе сăмах тухнăччĕ. Чапай Петĕрĕн шурă урхамахĕ те хурана кайрĕ. Фермăра ĕçленĕ савăнăçлă вăхăтсене аса илтерме юлташĕсем çыпăçтарса янă «Чапай» хушма ят çеç тăрса юлчĕ. Леш ĕçсе çитсен пĕррехинче кăкăр çапсах: «Эп — Чапай», — тесе каланă пулать. Малтан Чапай Петĕрĕ тетчĕç, каярах кĕскетрĕç: «Чапай» теççĕ пĕр сăмахпа.

— Хушамату Чапаев-и-ха сан? — скотник пулнă çынна пӳрнипех тĕллерĕ Урал Батырович.

— Çапла, Чапай, — тӳрленерех тăчĕ лешĕ.

— Вăт, кала-ха мана, Чапаев юлташ, «Шуçăм» колхозран уйрăлсанах сирĕн фермăра ĕне выльăх миçе пуç пулнине астăватăн-и?

— Как астумасть тет? Паянхи пек астăватăп! Малти витере сăвакан ĕне шучĕ 125 пуçчĕ, хыçалтинче — 130. Икĕ тул картара самăртакан вăкăрсен шучĕ 350 пуçчĕ. Ку цифрăсене эпир хамăрăн кашни пуху-канашлурах асăнаттăмăр. Варлам Упрамович заведующи пирĕн çавăн чухлĕ выльăх тесе мухтанма юрататчĕ. Хăй те кунтах-ха. Астăватăн пуль.

— Эп хам та лайăх астăватăп! — шĕвĕр пӳрнине тăратрĕ район пуçлăхĕ, мĕншĕн тесен хăвăр ялта уйрăм колхоз тăвассишĕн чупнă вăхăтра ман кабинета пыра-пыра пĕрре мар пуççапрăр, хăвăр патра мĕн пуррине пĕтĕмпех хăварма ыйтрăр. Хăвартăмăр. Хăвăра куçнă пурлăха кăтартса çырнă акт манра халь те пур. Эп ăна вуласа тăмăп, çакна кăна калăп: 800 пуç ытла ĕне выльăхчĕ сирĕн «Шуçăмран» уйрăлнă чухне! Паян таçта пĕр кĕтесре 20 пуç пăру пур тесе калаçатăр. Вĕсене те пулин халăхран кĕркунне тырă памалла пухнă теççĕ. Техника пирки каламалли те çук. Сирĕнни чухлĕ техника паян районти пĕр СПКра та çук. Автомашина кăна 30 ытлаччĕ. Гусеницăллă трактор çирĕме яхăнччĕ. Ăçта паян çав техника? Ăçта çав ĕнесем? Чăх чĕппи те çук сирĕн? Йышлă йĕке хӳре те ял тăрăх килĕрен саланнă. Хăвăн шур ăйăру ăçта, Чапаев юлташ?

— Руководство виноват!

— Эс ăçта пултăн? Мĕн пăхрăн? Задом стоял, ничего не видал! тесшĕн-им? Урăлмасăр ĕçнĕ эс, çавăнпа хăвăн шурă лашусăр та тăрса юлнă. Социализмла ĕç геройĕ чапа кăларнă хуçалăха 4-5 çул хушшинче хырса хыпрăр. Мана клуб умĕнчи унăн палăкĕ умĕнчен иртме намăс пулчĕ паян. Тупата, куçа хупса иртрĕм. Хăвăр мĕнле иртсе çӳретĕр-ши? Çĕр йăтайми намăс! Мана та, район пуçлăхĕ пулнă çынна, сире пулах пит хĕретме тивет. Тепре калап: айăпĕ хăвăрта. Малашне мĕнлерех пурăнма шутлатăр? Хăть çавна калăр-ха мана. Çуркунне çитрĕ. Мĕн акма, мĕнпе акма шутлатăр? — калас тенине каласа пĕтерчĕ те Урал Батырович малтанхи вырăнне кайса ларчĕ.

Эрхип Архипович сăмах панипе трибуна умне бригадир тухрĕ.

— Çуркунне ытла та кая юлчĕ кăçал, — умри халăх çине тинкерчĕ паян хуçалăхри пĕртен-пĕр ертӳçĕ, — çакна май ака ĕçĕсем те кая юлса пуçланаççĕ. Вăхăт пит хĕсĕк пулать. Эрне хушшинче хамăрăн пин гектар ытла лаптăка шуратса хăвармалла. Унсăрăн çăкăр мар, салма яшки те çиеймĕпĕр. Хамăр вăйпа, хамăр техникăпа кăна ĕç тухас çук. Район пулăшмасть. Урал Батырович мĕн каланине хăвăр илтрĕр, — трибунăна ик айккинчен çатăрласа тытса, ыйтуллă куçĕсене пĕрре залăн пĕр енне, тепре тепĕр енне ывăтса калаçать Краснов. — Çĕнĕ техника вунă çул ытла пĕр единица та туянни çук. Турра шĕкĕр, пĕлтĕр пур пеккинчен пĕрре те вăрлаттарман та, сутман та. Куншăн та савăнатăп. Пĕр кустăрманĕ вăрланăччĕ, ĕнер кӳрсе пачĕç. Халичченех вăрлăх пур тесе тăтăмăр. Пуррине, чăнах та, пур вăрлăх пекки. Шăтаслăхĕ питĕ начар. Акма юрамасть терĕç. Урпа вăрлăхĕ аптрамасть. 300 центнер тулă вăрлăхĕ кирлĕ. Укçасăр никам та памасть. Мĕн тăватпăр? Кам мĕнле уйлать? — халăх çине тата ӳпĕнерех тинкерчĕ бригадир. Залра шăпах. Йышлă халăх сывламасть тейĕн.

— Мĕн пиртен ыйтса тăратăр? — ура çине тăрам пекки турĕ юлашки 5 çул хушшинче халăхпа пĕрле пилĕк кун та ĕçлесе курман Япшар Ваççа. — Мĕн тумаллине руководство хăй пĕлекенччĕ. Колхоза пĕтерме пиртен ыйтса тĕмарăр, халь ыйтанçи пулатăр. Халăхпа канашласа ĕçленĕ пек тăватăр...

— Эпĕр колхоза пĕтернĕ чух эс ăçта пултăн, Ваççа пичче? Ялтахчĕ вĕт. Ма чармарăн пире? Ĕçсем чиперех пынă вăхăтра та итлеттереймерĕм эп сана пĕр—пĕр ĕç тума. Халь вара санпа калаçмалли те çук. Çаплах колхоз пумилкки тăван.

— Çапла, хамăрăн унчченхи перетовой колхоза аса илсе ĕçеп эп, — кăкăрне çапма хăтланать малта пынă колхозшăн тунсăхлама тытăннă Япшар. — Эп «Шуçăм» патриочĕ! Сирĕн «Çĕнĕ вăхăт», «Çĕнĕ пурнăç», «Çĕнĕ Çăлтăр» ятлисем çырлахтармарĕç мана. Ахалех ĕçлерĕмĕр. Хресчене как положенă тӳлеме пуçлăр — ырантан ик çанна тавăрап. Эп — механизатор широкого профиля, — хăй сисмесĕрех ик аллине ик еннелле сарчĕ Япшар. Яка тăхăнса çӳренĕрен мар, путлĕн урăлса курман çыннăн мĕн тумтирĕ пултăр ĕнтĕ? Ĕç пирки калас тăк, ун килĕнче çенĕк алăкĕ те виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр тăпса çинче çакăнкаласа тăрать.

— Япшар пичче, лар-ха вырăнна, тархасшăн. Эп сиртен канаш та сĕнӳ кĕтетĕп, эс манран турех укçа ыйтан. Тен, камăн та пулин ĕçлĕ сĕнӳ пур? — аранах лăплан тарчĕ бригадир анлă профиллĕ механизатора.

— Мана виç сăмах калама юрать-и? — ыйтрĕ парад тумĕпех килнĕ запасри салтак.

— Ма юрамасть тет, юрать, паллах.

— Эп сирĕн колхоз членĕ мар-ха та.

— Пĕр ĕçех тăватпăр, Краснов юлташ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени кирлĕ пире. Пĕр-пĕринне вăрлани мар. Хăв шухăшна трибуна çинченех евитлеме пултаратăн. Кирлĕ канаш, ырă сĕнӳ илтме эпир нихçан та хирĕç мар.

— Колхозсене кăна мар, фермерсене те йывăр ку чухне, — майĕпен пуçларĕ Ванюшин. — Каçарăр мана, тархасшăн, унчченхи колхозсене халь мĕнлерех сăмахпа палăртмаллине пĕлсе пĕтерейместĕп. СПК-сем, ООО-сем тата темлисем те пур. Эп вара унчченхиллех колхоз тесшĕн, Колхозсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕшĕн район ертӳçисене айăплас шухăшăм çук. Вĕсем те пирĕн тарăхаççĕ ялсем куçумĕнче япăхса та пĕтсе пынишĕн. Мускав ял пирки манчĕ. Эсир телевизорпа пĕр-пĕр ял, колхоз е совхоз пирки передача курнă-и? Эпĕ те курман. Унта халь тырă ӳстерекен мар, çăкăр çĕртекен хуçаланать. Сериалсем темиçешер çулталăка тăсăлаççĕ. Хăшĕ-пĕри çав сериал текеннине пăхса пĕтереймесĕрех çут тĕнчерен каять. Хамăрăн та вăрă-хурахсем çинчен кино хыççăн кино кăларма тытăнчĕç. Хăйсене «çăлтăр» текен хĕр упраç экран çинчен çухалмасть. Тăхăнма тумтирĕсем те çук пек экран çине çарамасах тухма пуçларĕç. Йĕм вырăнне йĕм кантри вĕсен. Çавсем çине пăхса çемйи-çемйипе сурчăк çăтмалла пулса ан тухтăр тесшĕн эп. Сĕтел çинче çăкăр пултăр тесе фермер ĕçне кӳлĕнес терĕм. Чечняра контрактпа икĕ хут пулса килтĕм. Çав укçапа кăшт техника пекки туянтăмăр. Колхозсенчен ĕнтĕ. Киввине. Икĕ çул ĕçлерĕм — ăнтарни пулмарĕ-ха. Тăкаксене аран саплаштаркаларăмăр. Кивĕ техникăна запас пайсем кирлĕ. Соляркăпа бензин хакĕ вĕçĕмсĕр ӳсет. Удобренисĕр тухăç илме çук. Пирĕн хирсене ултă çул пĕр тонна тислĕк кăларман. Халь ĕнтĕ тислĕкĕ те çук. Анчах йывăрлăхсене парăнма шухăшăм çук-ха ман. Мускаври пуçлăхсем ял енне ăшă куçпа пăхма тытăнасса шанатăп. Хам енчен эп Краснов бригадира çапла каланă пулăттăм: пĕрле ĕçлемелле пирĕн, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Манăн икĕ трактор. Çĕр нумай мар. Тракторпа пулăшма пултаратăп. Ку пулăшушăн мана укçа мар, кăшман вăрлăхĕ кирлĕ пулать. Кăшман вăрлăхне сахăр завочĕ урлă та туянма пулать-ха, анчах вăл куншăн эп кăçал ӳстерсе паракан кăшманран тытса юлать. Сахăрпа. Манăн вара малтан мала кивçене кĕрсе пыма шут çук. Ун пек çулпа каяс тăк, парăмран ĕмĕрне те тухаймастăн. Ик çул хушшинче пĕтĕмпех ăнланса çитрĕм. Фермерпа колхоз пĕр-пĕринпе ĕçлесе татăлма та май тупатпăр. Ял çыннисене анкарти сухаласа пама та пултаратăп. Çакăншăн вĕсем ман пата пырса ĕçлесе татăлма пултараççĕ. Сахал-и хресченĕн ĕç?..

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Миккалай (2018-08-29 17:37:25):

Повесть геройĕсене ытлашши нумай калаçтарать автор. Литературăра автор сăмахĕсем те пайтах пулмалла пек. Пĕтĕмешле илсен, лайăх повесть.

 

Петров Николай (2018-08-30 09:22:06):

Повеçре хăш-пĕр çĕрсенче вулакан шанмалла мар пулăмсем пур.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: