Уках хурăнĕ


Эшелон хыççăн эшелон шăвать — хĕç-пăшал эшелонĕ...

Эшелон хыççăн эшелон шăвать — апат-çимĕç эшелонĕ...

Тăшман сĕмсĕррĕн кĕрет... Тискеррĕн çывхараççĕ танксем... Вĕсене чарма пултарас вăй та çук пек тĕнчере...

Анчах... окопсем, блиндажсем хăшне-пĕрне валли хатĕрех. Тăшманăн хăш-пĕр танкĕсем валли те «шăтăксем» янтă. Вĕсем пынă çĕртех малтан чавса хатĕрленĕ шăтăк-сене пырса тăрăнаççĕ те — тухаймаççĕ, ӳпĕнсе каяççĕ, тухаймасăр чаваланаççĕ, е вĕсем чаваланнă вăхăтра вĕ-сене салтаксем çывăхах пырса гранатăпа чыхăнтараççĕ...

Тăшман тек малалла шума хăват çитереймест, каялла çаврăнать... Тарать.

...Салтаксем хĕрӳ атака хыççăн канма ларнă. Апат çи-еççĕ, çыру вулаççĕ...

Çыру! Хăш-пĕр çыру çапăçу хирĕнче снарядран вăйлă-рах.

— Ну, кам çырать? Мĕн çыраççĕ?-— ыйтаççĕ пĕр-пĕринчен.

— Ялтан... Пире часрах çĕнтерӳпе киле кĕтеççĕ. Ялта чиперех тет. Лайăх пурăнатпăр тет,— тавăрать пĕри,

— Заводран... Лайăх пурăнатпăр теççĕ. Пире çĕнтерӳпе кĕтеççĕ,— тавăрать тепри,

— Торф кăларнă çĕртен... Тантăш хĕрсем çыраççĕ — Укахви, Хĕветли, Ольга. Хĕветли чуп тăватăп тенĕ.

Ку Хĕветли тусĕн — Ваньккăн сасси...

Салтак тин çеç пуç çийĕн пульăсем шăхăрса вĕçнине те маннă, куçĕнче ăшă та ĕмĕтлĕ хĕлхемсем çиçсе илеççĕ, кăкăра вăй килсе кĕрет. Салтак каллех мĕн пур вăйпа пă-шалне чăмăртать...

Тăшман чăтаймасть — тарать, тарать...

 

6

Эпир утса тухнă вырăна

Ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши.

Халăх юрринчен

 

1945 çул. Майăн 9-мĕш кунĕ...

Çак кун кулă-савăнăç мĕн иккенне пĕлмен кăкăр ачи те амăшĕн асаплă пичĕ çинче пĕрремеш хут савăнăç асăр-хаса йăл кулма вĕренчĕ.

Çак кун тăватă çул хушшинче чĕрене капланса тулнă тарăху-çилĕ витĕр, тертпе хурлăх витĕр пысăк савăнăç хĕвелĕ пăхса илчĕ.

Çак кун çынсем кăна мар, çут çанталăк та, çĕр те, ка-йăксем те ирĕккĕн сывласа ячĕç.

Вăрçă чарăннă!..

Укахви, Хĕветли тата Ольга çак хыпара Н. таврашĕн-че торф кăларнă çĕртен таврăнмаллипех таврăннă чух киле çитме пĕр çухрăм çурра яхăн юлсан ирхине вунă се-хет тĕлнелле илтрĕç...

Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăн-тăм темен, ним ĕçлесен те хуçăлса ӳкмен хĕрсем çак хы-пара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăнах халтан кайни-не сиссе, тинех пĕрре канлĕн ларса канма юранине пĕл-се лăштăрах çул хĕррине лăчăрăнса анчĕç.

Пер тапхăр нихăшĕ те çăвар уçса ним калаймарĕ. Вă-рах вăхăт тăнă тăвăллă çанталăкра кӳлĕ çийĕ хумсемпе тулашнă чухнехи пек асаплăн туртăннă сăн-питсем акă, сасартăк çил чарăнса хумсем сирĕлсе кайнă евĕр, ерипен лăпланса якалчĕç те майĕпен çутăла-çутăла килчĕç: питри хурлăх йĕрĕсем хĕвеллĕ, савăк тĕспе ылмашрĕç. Унтан ви-çĕ хĕрĕн куçĕсенче харăсах çутă куççуль тумламĕсем йăл-тăртатса илчĕç, нӳрĕ йĕр хăварса пит çăмартисем тăрăх шуса кайрĕç.

Юнашар ларакан хĕрсем пĕр-пĕрин çумне тата тачăрах çыпçăнчĕç те сасартăк пĕрне-пĕри мăйран ыталаса илчĕç.

— Укахви!..

— Ольга!..

— Хĕветли!..

Сасартăк виççĕш те харăсах хухлеме тытăнчĕç...

— Ольга, Хĕветли! Атьăр пĕрре паян тăватă çул хуш-ши капланса пынă, тумлам кăлармасăр чăтнă мĕн пур хура куççуле ăшран тасатар! Атьăр макăрар пĕрре чун каниччен!..

Хĕрсем пĕрне-пĕри чăмăртаса вĕçĕмсĕр пĕр-пĕрин ячĕ-сене асăнчĕç, пĕр хушă куççулĕсене пытармасăр ача пек татăлса йĕчĕç...

Унтан харăсах чарăнчĕç те куçĕсене тутăр кĕтессиеем-пе шăлса типĕтрĕç. Сасартăк харăсах кулса ячĕç... Кал-лех ыталанса пĕрне-пĕри ятран чĕнсе кулчĕç... Куçĕсенчен хăйсен çав-çавах куççуль йăр-йăр юхрĕ.

— Хĕветли, Ольга! Ухмах эпир, тепĕр тесен... Ма ма-кăратпăр-ха халь тин? Тăватă çул хушшинче пĕрре ма-кăрманнине халĕ макăратпăр-и? Ольга, Хĕветли!.. Пирĕ-нех çĕнтерчĕ-çке, э? Эпирех çĕнтертĕмĕр! Çапах эпир те пулăшнах-çке çĕнтерме... Пирĕн тивлет те пур кунта, Оль-га, Хĕветли!..

Хĕрсем каллех вăрман хĕрринчи пĕлтĕрхи типĕ çулçă-

сем çинче, çуркунне малтанхи хут тăри сассине илтнĕ ача-пăча пек, пĕр-пĕрне ыталаса выртса йăваланчĕç... Унтан вĕсем ура çине сиксе тăчĕç, хул-çурăма вăй кĕрсе кайнă пек туйрĕç.

— Атьăр, хĕрсем, лепекле выляр!..— кăшкăрса ячĕ Укахви.— Лепек санра!..

-- Укахви Ольгăна çурăмĕнчен çапрĕ те тара пачĕ, хăй вăрман хĕрринчи карта çине хăпарса ларчĕ.

— Йывăç çинче — чур, чур. Тивме юрамасть!—терĕ вăл хаваслăн ахăлтатса. Ун хыççăн чупса çитнĕ Ольга, чарăнаймасăр, Укахви çинех пырса тăрăнчĕ те — Укахви «чур» тесен — Хĕветлие хулĕнчен çапрĕ, хăй чупса кайса тунката çине хăпарса тăчĕ. Хĕветли Укахви хыççăн вĕç-терчĕ...

Çапла пĕр пилĕк-ултă минута яхăн вылярĕç хĕрсем. Пĕр-пĕрне тытсан ача пек ахăлтатрĕç, кулчĕç...

— Ну, ача чух выляса юлайманнине халь вылярă-мăр,— терĕ Хĕветли юлашкинчен.

Хĕрсем вара кутамккисене çĕклерĕç те вăрман хĕрри-пе килелле утрĕç.

Вăрман кукринчен иртсен — вĕсен пĕчĕк ялĕнчи йăмра, пӳрт тăррисем курăнса кайрĕç.

Хĕрсем васкамарĕç, тăван тавралăхпа киленсе утрĕç.

Вăрман хĕрринче кӳпсе кайнă папкасем кĕç-вĕç çурăл-са каясла лараççĕ. Хăш-пĕр йывăç папкисем çурăлнă та ĕнтĕ.

Юр вăрман хĕрринчи вар тĕпне те улăхсенчи варсен хĕвеле тӳртĕн çыранĕ айĕнче çеç пĕрер-икшер тăрăх пир сармалăх саплăкăн-саплăкăн юлнă.

Укахви вăрман хĕрринчи вар пуçне çитсен юр лаптăкĕ курчĕ те — тӳрех вар хушшине сикрĕ. Юрăн çиелти сийĕ ирĕлсе, шăнса пăрçа пек пăр пĕрчисемпе хупăланнă. Уках-ви юрăн хытă хуппине çĕмĕрсе сахăр пек шап-шурă та таса, кĕрпеклĕ сивĕ юра пĕр йĕкĕр ывăç ывăçласа илчĕ, вара ăна, алă çинчех ирĕлсе тăраканскерне, çăвар тулли хыпса çиме пикенчĕ. Ольгăпа Хĕветли те çапла турĕç...

Акă вăл тăван кĕтес юрĕ!.. Мĕн тери тутлă вăл!..

Юр саплăкĕ хĕрринчен ĕнтĕ малтанхи юр ай курăкĕ, симĕсленсех те çитейменскер, шурăрах сарăскер, çĕр çум-не хуçланса лăпчăннăскер, тăрса ларма хăтланать. Юр айĕнчен пĕчĕкçеç васан туса шыв юхса тухать. Типĕ çĕ-ре кĕрен çеçкеллĕ çеçпĕл, сарă пуçлă упа хăнкăрми шăт-са ларнă.

Хĕрсем пĕрер çыхă чечек татрĕç те вăрман хĕрринчен ял енне пăрăнчĕç.

Ура айĕнче — пĕтĕ çĕр. Çемçе çерем çинче ура хытă-рах пусмассерен çĕр йăсăл-л! туса илет те сăра кăпăке сӳнсе пынă пек çăтăртатса лăпланать. Ку вăл — ăмансем, тăпран çиелти сийне ăшăнма тухнăскерсем, ура сассинб илтсе шаларах тарса кĕреççĕ...

Çул хĕрринчи канавра шыв кӳлленсе тăрать. Унăн питне çил пĕркелентерет те,— шыв тĕпĕ тăрăх пĕчĕк хум-сем витĕр тухса хуçăлнă хĕвел пайăркисем ылтăн хĕлĕх-сем пек шăваççĕ — лупашка тĕпĕпе ылтăн тетел сĕтĕрнĕ майлах.

Сывлăшра темĕн чухлĕ тăри хытса тăнă — нихăшĕн сассине те уйрăммăн илтме çук.

Акă вăл ирĕклĕ çĕр! Тăшмантан сыхласа хăварнă тă-ван çĕр! Тăшмантан сыхласа хăварнă тăрисем!..

Анчах та... Укахви сывах мар таврăннă пулнă çав.

Вăл ĕнтĕ çулталăк ытла хушшăн-хушшăн е хул, е ура шăмми ыратнине туятчĕ. Юлашки вăхăтра тапхăр-тапхăр чăтма çук ыратни те пулнă, анчах кун пирки никам умĕн-че те çăвар уçса каламан, мĕншĕн тесен пĕр çын ыратă-вĕ — вăхăтлăх ырату, халăхăнпе шайлаштарсан ытла та пĕчĕк, ниме тăман япала пулнă. Кашниннех тата — пĕр хуйхăсăр пуçне—хăйне уйрăм хуйхă пулнă, Укахви хуй-хисĕрех хуйхă çитнĕ Ольгăпа Хĕветлие те. «Вăрçă!.. Пур-не те чăтмалла, пурне те тӳсмелле!» Çапла шухăшланă Укахви.

Акă ĕнтĕ вăрçă чарăнчĕ...

Укахви халь яла таврăннăранпа хул асра-тĕсре çеç мар, тăтăшах ыратнинĕ туя пуçларĕ. Çапах вăл малтанах ни-кама та ним шарламарĕ, çынсемпе пĕрлех акана тухрĕ! Ака-суха ĕçĕ пĕтсен ял çумĕнчи мăн вăрмантан колхоз валли чуслăх пĕрене турттарчĕ. Кас-кас ыратакан алла пĕрене турттарнă чух татах ыраттарсан вара—чикки вĕç-не тухрĕ пулмалла: Укахви малтанхи хут çăвар уçрĕ. Тен, ку хутĕнче те каламастчĕ пулĕ вăл.

Пĕр ирхине Укахви стена çумĕнчи йăрхахран хăрах алăпа тытса уртăннине курчĕ амăшĕ.

— Мĕн хăтланатăн-ке эс, Укахви?— ыйтрĕ карчăк тĕлĕнсе.

— Темскер, хул ыратать çак чавса кукрашки тĕлĕн-чен,— тавăрчĕ Укахви аллине йывăç пăтаран вĕçертсе.

— Çывăрнă чух майсăр хурса выртрăн пуль,— терĕ амăшĕ.— Хул кĕлетке айне лексен юн çывăрса ларать те ыратакан пулать.

— Çу-ук,— терĕ ре ыратакан чавсине сылтăм алăпа тытса алăкăн-тĕпелĕн утса çаврăнчĕ Укахви.— Каплах Ыратакан марччĕ, ĕнер пĕрене çĕкленĕ чухне темĕнле мел-сĕр тытрăм-и — çатăр! ыратса килчĕ, халĕ те тамалмасть...

— Ара, мăкăлтарăн пуль,— терĕ карчăк, унтан хĕрĕн чавсине хыпаласа пăхрĕ:—Ахаль ма ыратать вăл. Тупата мăкăлтанă... Больницăна кайса пăхмаллаччĕ.

— Иртет вăл,— килĕшмерĕ хĕр.— Уншăнах больница таврашне чăрмантарса çӳре тата. Вун пилĕк çухрăм та-ранччен йыт урипе утиччен—пĕр ĕç туса пăрахам.

— Еçĕ ĕç-ха вăл, болъницăнах мар пулсан Матĕрне карчăк патне те пулин кайса кил. Мăкăлтаннă тавраша вăл шăкăлтах лартса яракан.

Матĕрне карчăк, чăнах та, ал-ура сикнине ансатах юсанă. Нумайăшĕн çăт та пат тӳрленнĕ.

Укахвие те вăл тарават йышăнчĕ. Чавса тĕлĕнчен су-пăнь кăпăкĕпе лачкарĕ те чылайччен сăтăрчĕ. Унтан — сисмен хутран — карт! тутрĕ алла. Алă чăтма çук ыратса кайрĕ. Карчăк алла хĕр тăна кĕриччен тепре туртрĕ.

Укахви текех шăлне çыртса та чăтса тăраймарĕ.

— Ай-й!..— чавсине ярса илчĕ вăл.— Кай, Матĕрне кинеми, «Çын алли-ха ку, ыратмасть» тесе çапла турта-тăн-и?

Укахви текех аллине тĕкĕнтермерĕ те, киле çитсен вара:

— Çав тери ыраттарса ячĕ,— терĕ хĕрелсе ларнă чав-сине кăтартса.

— Вырăнне лартрĕ-и?—ыйтрĕ амăшĕ.

— Кам пĕлет, тем турĕ вăл. Хăй кĕç мăкăлтаса яратчĕ.

— Ырансем, тепĕр кунсем паллă пулать ĕнтĕ, мăкăл-танни ларнă пулсан — ыратма пăрахать,— каларĕ амăшĕ.

Анчах та «ыран» та иртрĕ, тепĕр кун... Карчăк туртнă алă шыçса кайрĕ. Эрне çитрĕ — шыçă хухмарĕ, ыратнă-çемĕн ыратакан пулса пычĕ...

 

7

И, мĕн пуян, тăванăм?

Сывлăх пуян.

Сывлăх çул памасăр çта каян?

Митта Ваçлейĕ

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: