Таната :: Ĕç çинче


Кунсем шăрăх. Пахчари курăксемпе йăмра çулçисем кăнтăрла шанса çĕрелле лăпсăр усăнса анаççĕ. Çунакан кăмака умĕнче тăнă пек, çан-çурăма вĕри сывлăш çапать, ăша çунтарать. Сулхăнта шăппăн ларакан чанасемпе кураксем çăварĕсене карнă.

Ял çыннисем, ватти-вĕтти таранчченех, хирте. Урам хушшинче пушă, лăпкă. Теплерен пĕрре кăна картишĕнчен кăкшăм йăтнă хĕрарăм тухса уялла васкаса утни курăнса каять. Вăл е уйран илме, е яшка пĕçерме килнĕ пулмалла.

Çулсеренхи йăлапа, ял халăхĕ хире çурласемпе тухнă. Анчах вырмалли çук. Ыраш пучахĕсем пĕркеленсе ларнă, пуш-пушă та çăп-çăмăл: çилпе çерçи тырри пек çапăнаççĕ. Тунисем — кашăк аври çӳллĕш, вĕсем те пулин, тăм тивнĕ пек, шуранка. Тыр пуссинчи вырман анасем çинче аякранах хура тăпра палăрать. Ярилене çапса пăрахнă каç çунă кăçалхи пĕрремĕш çумăр çĕре ним чухлĕ те ислетеймен.

Ялтан инçех те мар çул хĕрринчи лапамра Ухтивансен кӳрши Мултиер çемйи ĕçлет. Ана пуçне ача урапи лартнă. Ăна нимĕнпе те витмен. Тепĕр ачи çул çинче чакаланать. Сакăр çулхи Кĕлпикке ашшĕпе пĕр танах тырă суйлать, пĕрчĕн-пĕрчĕн тытса кăклать. Хĕрачан пилĕкĕ ыратать пулас, тырри хăрах ывăç пулсанах вăл тӳрленсе тăрать те ăна ашшĕн тулман кĕлти çине пыра-пыра хурать.

«Ĕçлех, хĕрĕм, ĕçле... — тет ашшĕ. — Ӳркенмен ăста пулнă тет. Ĕçлех...»

«Пĕрре çакăр пĕçерсе çиетпĕр-и, аттев?»

«Вăрлăхран юлсанах пĕçеретпĕр, ачам».

Кĕлпиккен хырăмĕ выçнă, аллисем ыратаççĕ, хĕвелĕ тӳсме çук пĕçертет.

«Анне хальччен яшка та çакса ячĕ пуль ĕнтĕ».

«Çакрĕ те пулĕ».

Мĕнле телейлĕ вăл пĕчĕк ачасем! Пĕр йăмăкĕ тусан çинче вылять, тепри — çывăрать. Эсĕ пур — кунĕпех ĕç патĕнче. Пĕрех хут амăшĕ часрах килинччĕ!..

«Яшка вĕреме кĕчĕ-ши, аттев?»

«Паçăрах карĕ вĕт аннӳ. Кĕçех килет те пуль. Тӳс кăштах, хĕрĕм».

Пĕр ана урлă Чăлах Эрнюк тарçисем кăнтăрлахи апата ларнă. Вăрăм шурă пир кĕпе тăхăннă пĕчĕк Кĕлпикке аллине çамки çине тытса унталла тинкерсе пăхать. Вăл, ашшĕ пекех, çара уран.

«Эпĕ каллех Эрнюк мучи ачине пăхма каяп-и, аттев?»

«Ху тарса килтĕн те...»

«Инкинчен хăратăп. Ачине макăртсанах вăл мана çӳçрен туртать».

«Ан макăрт. Сăпкине хытăрах сиктер».

«Апла ачи тухса ӳкет. Эп луччă çӳçе кастаратăп. Юрать-и, аттев?»

«Юрĕ, хĕрĕм, юрĕ. Халь ĕнтĕ кăштах чĕнмесĕр ĕçле. Эпĕ калаçса ывăнтăм».

Кĕлпикке темиçе пĕрчĕ кăклать те тӳрленсе тăрать.

«Темме килмест анне. Хырăм выçрĕ».

Мултиер те çĕкленет.

«Ан йăсла-ха, хĕрĕм. Ялта çынсем шавлаççĕ, темскер пулман-и?»

Укăлча хапхинче лаша утланнă çын курăнать. Хăш еннелле каяс-ши тенĕ пек, вăл пĕр самант утне пĕр вырăнта тапăртаттарса тăрать те çулпа кунталла вĕçтерет. Тусан çинче вылякан ача-пăча, чăх ушкăнĕ пек, ана çинелле пĕрхĕнет. Мăннисем шакăрах пуçĕсене çĕкленĕ.

Юланут — Хушаççĕ Петĕрĕ ачи Павăл — ана пуçĕнче.

«Эй, арçынсем, часрах яла пымалла! Пурте! Кантуртисем килчĕç. Хăвăртрах теççĕ...»

«Мĕн ĕçпе килнĕ?»

«Халăх çинче пĕлетĕр. Атьăр халех... Эрнюк мучи тарçисем кунтах юлаççĕ. Вĕсене пыма каламан».

«Тупнă сĕтĕрĕнсе çӳремелли вăхăт», — текелесе Мултиер çурлисене илет те ытти анасем çине пăхать.

Арçынсем ялалла утаççĕ.

Каççан Мултиер тĕлне çитнĕ.

«Пыратни киле, кум?» .

«Пурте пымалла теççĕ вĕт...»

«Кĕçех аннӳ килет», — тесе Мултиер хĕрĕсене урапа патне лартса хăварать те, Каççанпа иккĕшĕ çынсем хыççăн ялалла утаççĕ.

Кĕлпикке савăнса тусан çине ларать.

Паçăр пушанса юлнă пек курăнакан ял хушшинче тĕркĕшӳ тапраннă. Хушаççĕ Петĕрĕпе теçетниксем килтен киле чупаççĕ. Яка Иллепе хăрах куçлă Шахрун Чăлах Эрнюк пӳрчĕ умне пырса тăнă. Таçта алăк уçăла-уçăла хупăнать, чăх кăтиклет, ачасем макăраççĕ. Пушмакпа çӳреме хăнăхман Паçа такăна-такăна лакăмпа сăра йăтса каять.

Ял хушшинче халăх икĕ çĕрте вĕркĕшет. Хиртен таврăнакан çынсене килнине пĕр хурал пӳрчĕн картишне хăваласа кăртеççĕ. Алăксене пăшаллă çынсем тăратнă:

Пуснă чăх, сăра, пыл, эрех йăтнисем Чăлах Эрнюк картишнелле васкаççĕ. Япалисене хапха умĕнче Шахрун илет те картишĕнчи хĕрарăмсене тыттарать.

«Тата мĕн илсе килмелле?»

«Çу!» — илтĕнет çенĕкрен кĕскен.

«Çăмарта!»

«Чăкăт!»

Юмахри пек, каланă хыççăн нумай та иртмест, çуне, çăмартине, чăкăтне Чăлах Эрнюк хапхи умне илсе çитереççĕ.

«Тата мĕн кирлĕ?»

Çĕнĕрен пуçланса каять:

«Сăра!»

«Пыл!»

«Çу ытларах».

«Эрех!»

Шахрун та телĕне пуçлать. Ăçта кĕрет çакăн чухлĕ апат-çимĕç?

«Каллех Хуракасси хупахне ямалла-ши? Илсе килнĕ эрехĕ пĕтрĕ тет».

«Ăçта çывăхрах — çавăнта яр».

«Укçине кам па...»

Шахрун патне Ивук сиксе ӳкет:

«Эсĕ мĕн сӳпĕлтетсе тăратăн? Халĕ укçа çинчен тапратмалла-и! Тупăр ăçтан та пулин. Кайран майлаштаратпăр. Кала Петĕр пиччене».

Тепĕр самантран Хуракасси çулĕ çинче тĕпĕрт-тĕпĕрт лаша чупни илтĕнет, пĕлĕте çити çăра тусан çĕкленет.

«Манăн киле каймалла-и, Ивук?»

«Ниçта та ан кай, Шахрун. Сана кунта Иван Петрович тăратма хушрĕ. Никама та ан кĕрттер тет».

Урайне шыв сапса уçăлтарнă çенĕкре Чăлах Эрнюк, Яка Илле, кантуртан килнисем. Ивук çамрăкрах пирки ĕçке-çике хутшăнмасть.

Старастапа теçетниксем çаплах ял тăрăх ĕселенсе çӳреççĕ-ха. Килĕнче хĕрарăмсем çук пулсан вĕсем тӳрех нӳхрепе сикеççĕ, лаçпа пăлтăрсене тустараççĕ. Çыннисем пур çĕрте Хушаççĕ Петĕрĕ пырса кĕнĕ-кĕменех хуçасен «çылăхне» аса илтерет.

«Эсир куланай тӳлесе татнăччĕ-и çав?»

«Татайманччĕ пулас... Ара, вăл килех тăрать-ха та».

«Апла пулсан пар хăвăртрах çăмарта, çу, чăкат...»

«Çук нимĕн те, апачĕсем пулмарĕç-çке».

«Эппин, кантуртисем хăйсем килччĕр, вĕсем тупаççĕ мĕн кирлине».

Кайма хатĕрленсе Хушаççĕ Петĕрĕ алăк патнелле утать.

Хуçа арăмĕ хăраса ӳкнĕ:

«Тăхта-ха кăштах, çăмарта пекки çавăнта темиçе юлнăччĕ мар-и...»

«Çу та кирлĕ, çу, çу, çу...»

«Ах тур, çак Петĕр пăяхама. Ытла хытă пăвăртатăн. Юр-варне астивсе курманни те уйăх ытла».

«Санпа калаçса тăма вăхăт çук, мана хушаççĕ».

«Мĕнле, çуне парсан каçать-и вара куланайĕ? Çур услам çу пек сых ятне хăварни пурччĕ».

«Каçма терĕ. Эсĕ валтан тӳресен кăмăлне çемçетесси пирки шухăшла. Ну, хăвăртрах эппин».

Хурал пӳрчĕн картишĕнче туллиех халăх. Хапха умĕнче — çурла купи. (Çурлисене урама хăварттарма Ивук аса илнĕ.) Кунĕпе шăрăх уйра ĕçлесе ăшăрханă çынсем нӳхреп сулхăнне, нӳхреп айĕсене ларса тухнă. Чĕлĕм туртаççĕ, шăппăн пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Кĕтмен çĕртен ĕç пăрахтарни хăш-пĕрисене савăнтарнă темелле: пыр çыххийесене салтса янă та ним сармасăрах çĕре тăсăлса выртнă, — айăпĕ пирте мар, майĕ пур чух канса юлас тенĕ пек курăнать. Алăк патĕнче пăшаллă тăсланкă та питех хăратмасть-ха. Кирек мĕнле пулсан та халăхпа пĕрле...

Сывлăшра этем тарĕпе тусан шăрши кĕрет. Пăчă.

Мултиерпе Каççан — лаç хыçĕнче.

«Мĕн пирки чĕнтерчĕç-ши пире, Мултиер кум?»

«Кантурпа пупăн пĕр юрă. Мĕн те пулин ыйтма килнĕ ĕнтĕ».

«Ай-яй та çав. Илеççĕ, илеççĕ...»

«...Ни тăранни çук вĕсен. Тĕпсĕр шăтăка ярса тăнă пекех. Ĕлĕкрех вулăсра виç-тăватă пуçлăхчĕ, халĕ — пĕр кĕтӳ. Тата вĕсен арăмĕсене, ачисене, арăмин амăшĕсене, аслашшĕсене хуш. Пурте тутлăрах çиясшăн, лайăхрах тумланасшăн. Тумтирри те ахаль тупăнмасть, пĕлĕмĕ те пĕлĕтрен ӳкмест. Ăçтан тупмалла? Пиртен шăйăраççĕ».

«Ан та кала, ан та кала. Тен, хальхинче куланай ыйтма килмен пуль-ха...»

«Ыйтсан-ыйтмасан та манăн нимĕн те çук. Хамăр выçă ларатпăр. Телейлин арăмĕ вилет, телейсĕррин лаши вилет тет. Каçхине чиперех картана хупрăм, ирхине пăхатăп та — ман лаша кӳпĕннĕ кайнă. Те апат юрамарĕ...»

«Арăмĕсĕр те ыррине ан кала».

«Эп ăна сăмах майăн. Пурнан пурнăçра пурте кирлĕ».

Лупас айĕнче Ухтиван çинчен калаçаççĕ:

«Мĕнле, уçăлас пак-и вăл ача?»

«Ним уйрăм-уççи те çук тет-ха. Пултараймасть пулĕ теççĕ».

«Кам чикнĕ ăна çĕçĕпе? Мĕншĕн чикнĕ?»

«Эп ним те ăнланмарăм. Темшĕн Ухтиванне айăплаççĕ. Таçтан укçа вăрласа килнĕ тет-и. Ивук çапла сӳтĕлет. Телрисем — ашшĕпе пĕрле лаша вăрлама кайнă теççĕ».

«Вут хумасăрах тĕтĕмĕ тухакан мар».

«Тĕтĕмĕ вăл тислĕк купинчен те тухать-ха».

«Теççĕ!» Тулăнчĕ тепĕр ухмах. Пĕри сăмах кăларать, эсе пур... Тьфу!»

«Каласах пĕтер ĕнтĕ».

«Санпа калаçса çăвар тутине те сая ярас килмест. Чейисем юри сăмах сараççĕ, эсĕ вĕсене ĕненсе лартнă. Яриле йăхĕнче пулнă-и кукар алă? Ĕмĕрне пулман. Яка Иллесене итлесен...»

«Йывăр тăпри çăмăл пултăр та, Ярилене шел...»

Картиш урлă Ивук утса иртет.

«Ан шавлăр, кантур йытти килет».

«Мĕнле, апатланса пĕтереççĕ-и пуçлăхсем, Ивук?»

«Какой эп сана Ивук. Иван Ильич тесе чĕнес пулать».

«Эпĕ хамăр ял çынни тесе ĕнтĕ...»

«Пăх-ха эс ăна, тупăннă хамăр ял. Хамăр ял çынни пулма валтан парăмусене татас пулать. Тата мĕншĕн эсĕ манпа выртса калаçатăн? Кам эпĕ сан умăнта, какой-нибудь Ухтиван штолĕ? А ну-ка, тăр уру çине!»

Çынсем кĕпĕр! урисем çине çĕкленчĕç.

«Сирĕнпе кантуртан килнĕ çын калаçать, эсир ĕне пек, çĕрте мăшлатса выртатăр. Йĕркене пĕлес пулать».

«Эпир кунĕпе уйра ĕçленĕ...»

«Чим-ха, мĕн ятлăччĕ çак эсĕ?»

«Хамăр ял çыннисене пĕлетĕн пуль ĕнтĕ».

«Каллех «хамăр ял!» Манăн сирĕн пек «хамăр ялсем» пĕр вулăс, такам пĕлсе пĕтертĕр сире».

«Çынсенчен ыйт».

«Мĕн ятлăччĕ-ха вăл, çак шăтăк хырăмли?»

Никам та чĕнмест.

«Ну, калатăр-и?»

Каллех шăп.

«Юрать. Посмотрим. Эп сана пур пĕрех пĕлетĕп. Эсĕ Якур ятлă».

«Мансах пĕтеймен иккен эсĕ хамăр ялсене».

«Кăтартăп-ха эп сире «хамăр ялсем». Эп сана парăп бунттă тума... Текех кунта никам та ан выртнă пултăр! Илтрĕр-и? Пурте ура çинче тăрăр. Кантуртисем вĕсемшĕн çĕр çывăрмасăр тăрăшса çӳреççĕ, вĕсем пур — ĕне кĕтĕвĕ пек выртса тухнă».

Алăк патĕнче Ивук тепре çаврăнса пăхать.

«Кама та пулян пĕрне ларнине е выртнине курам тульккă!..»

Вăл тухса каять.

«Ак сана Яка Илле ачи!» — тет пĕри хыçалтан.

«Ан та кала. Хăйсен кӳршине паллами пулнă».

«Мĕскер аçа пуçĕ сĕрет вăл аттине? Таçтанах усал шăршă перет».

«Ивук атти чухлĕ эсĕ ху та çу çисе курман. Вăл çӳçне çу сĕрет, аттине — çу...»

«Пире — шăршламалăх çук».

«Пурнăç мар та çав. Кашни карма çăвар сана хăратса хăварать».

«Çул хĕрринчи ясмăк ани пек-и? Кам ӳркенмест — çавă кĕрсе таптать».

«Питех ашкăнма тытăнсан урисене çапа-çапа хуçатпăр».

«Хуçрĕ Ухтиван. Куртăн-и, хăйне мĕн туса хучĕç?»

«Вăл çаплах пулмалла та ĕнтĕ. Йăли çавнашкал...»

«Эсĕ карма çăварсем хыççăн ан сӳпĕлтет, Някуç мучи. Ĕçпуç вăл енне кайсан ăна кантура пĕлтерме те ӳркенмĕç. Вара айăплисем — касамата...»

«Хуракассинче илтрĕм. Таçта Урал енче вырăссем те пăлханма тытаннă тет».

«Вĕсем — вырăссем çав, Якур. Вĕсем пултарĕç те пултарĕç».

«Пăкача та вырăс пулнă. Хутшăннă-çке чăвашсем ун çарне? Тутараньри Миханар аслашшĕ Пăкачапа пĕр сĕтел хушшинче чей те ĕçнĕ».

«Чейне эп ăна ахаль парсан та ĕçместĕп-ха. Унпа ӳслĕк ерет тет».

«Каларĕ! Чейпе хырăм çамçанать».

«Ху нумай ĕçсе курнă пуль?»

«Манăн кукка улпут ĕçнине курнă».

«Ах-ах-ах!»

«Мĕн пулчĕ, Някуç мучи?»

«Э?..»

«Ма ахлатан?»

«Ватăлтăм, ура ыратать».

«Эсĕ лар ак кунта...»

«Ларам-ха эппин. Вĕлтĕренĕ килсен эсĕ мана айăкран тĕк».

«Уралĕ ăçта вăл, Якур? Хула таврашĕнче-и?»

«Атăл леш енче тет. Вырăссем çавăнта хытă пăлханаççĕ».

Ĕнтĕ каç пуласси те инçе юлман. Хапха уменче пăшаллă Шахрун утса çӳрет. Кăшт аяккалла пăрăнсанах ун ури айĕнче типнĕ курăк шăтăртатать. Юнашар картишĕнче хӳме хушăкĕпе ачасем пыра-пыра пахаççĕ. Хĕрарăмсем — ĕçре.

«Тата нумай тăмалла-и-ха кунта?»

«Тăр-ха кайса ӳкиччен».

«Эй, мăшкăллаççĕ те мар-и, ача. Сурăх кĕтĕвĕ пек, хăваласа килсе хупрĕç те, хăйсем таçта эрех кӳпеççĕ ĕнтĕ. Эпир лар кунта çăвара карса».

«Хуллентерех эс. Ав Иллин тилли итлесе тăрать».

«Кам, Шахрун-и? Тилĕ мар, кашкăр вăл».

«Ăна мĕн кирлĕ-ши тата?»

«Ăвăс шалча...»

«Тĕрĕс, тупать-ха вăл ăна пĕрре».

«Хăйсем çисе тăрансан тин чĕнтерме çукчĕ-ши ĕнтĕ? Чипер ĕçлес халăха хускатрĕç. Тырри пулманни пĕрре...»

«Пăкача килес пулсан эпĕ чи малтан кантуртисен хырăмне кайса çурăттăм. Пĕт, усал тăшман!»

«Аттев!»

«Кам ачи ку? Мултиер, сана чĕнеççĕ».

Хӳме шăтăкĕнчен Кĕлпикке пăхать.

«Аттев, сан хырăму выçман-и?»

«Çисен пыратчĕ пулĕ те, хĕрĕм, кăлармаççĕ-ха кунтан. Пуху тăвасшăн тет».

«Яшкине кунта илсе килтĕм. Акă, чĕреспе».

«Аннӳ ĕçе карĕ-и?»

«Вăл уйра. Мана апатпа ячĕ».

«Хăвăн çиессӳ килмест-и, Кĕлпикке?»

«Çук. Юлсан эпĕ юлашкине çийĕп».

Лаç пуçне кайса апата ларнă Мултиер пĕр-ик кашăк сыпсанах яшкине каялла парать.

«Ме ĕнтĕ, илсе кай. Аннӳпе пĕрле çийĕр».

Хĕвел анас умĕн урам вĕçенче кантуртисем курăнаççĕ. Ивука, хуралçăсене, куланай пуçтаракансене тата, çăхан пек, яланах кантуртисем хыççăн çӳрекен Чикме усламçисене шутламасан, вĕсем виççĕн: округ пуçлăхĕн помощникĕ, вулăсри кулава, исправник. Виççĕше те хĕп-хĕрлĕ, тутă сăнлă. Лутра исправник çĕртен сĕтĕрĕнекен вăрăм хĕçне аллипе çеклесе пырать, енчен енне тайкаланать. Голова — çӳллĕ, курпунтарах кĕлеткеллĕ те тенкел ураллă. Округ пуçлăхĕн помощникĕ те пĕчĕк çын мар, анчах хулăн, тĕреклĕ, патвар. Парадри пек, карттусне вăл темшĕн хывса аллине тытна, ӳсеррине кăтартасшан мар тăрăшса тӳрĕ утать.

Вĕсем хурал пӳрчĕн крыльци çине хăпарса картиш енне тухаççĕ.

Тӳресенчен инçех те мар, урамра, тепĕр ушкăн курăнать. Кусем — Чăлах Эрнюк, Яка Илле, Хушаççĕ Петĕрĕ, çивĕч куçлă хула мещенĕ — «пулăçсем», тăвăл умĕн тинĕс херрине çывхарнă пек, урама чарăнаççĕ. Мĕн çакланĕ паян вĕсен вăлтине?

Ивук тӳресемпе «пулăçсем» хушшинче крыльца вĕçĕнче тăрать. Чĕнсен вăл унта та, кунта та час çитме пултарать. Пуçлăхсем еннелле пăхнă чухне Ивук йăваш, тем хушсан тем тума хатĕр, урамрисемпе — хăй вĕсене хӳтĕлеме пултаракан çын...

Тӳресем кăчăк туртса Ивукпа старастана чĕнсе илеççĕ.

«Пуçлатпăр, эсĕ вĕсене чăвашла куçарса пар», — тет Ивука округ начальникĕн помощникĕ картишнелле пăхса.

Ирхине ĕçлесе, каярахпа ĕçсĕр ларса та ура çинче тăрса ывăннă, йăлăхса çитнĕ, тарăхнă Мултиер, тем ăнланас пек, тӳре калаçма тытăнсанах мала тухса тăрать. Тулли михĕ пек çаврака çын вырăсла калаçать. Мултиер «общественная запашка», «государь», «на благо народа» тенисене илтет, тӳрен, кушак аçинни пек, аялалла тăрмакланса тăракан мăйăхĕсене, вăл пусăмласа калакан «о» сас палли пекех çавракан карăнакан çăварне пăхать. Кăшкăрнă чух тӳре куçĕсем те çап-çавраках пулса тăраççĕ. Тутă çыннăн тутă сăмахĕсем Мултиер хăлхине çемçен пырса тивеççĕ те ачашласа, çăм пӳске пек, хуллен çĕре ӳкеççĕ. «Общественная запашка» тенисем выçă Мултиере темшĕн хăй ирхине çисе пăхнă шывак çĕр улмине е тата, пачах урăхла, йӳле янă тумтире аса илтереççĕ. «Государь» тени вара çурăмран патакпа çапнă пекех туйăнать.

■ Страницăсем: 1 2