Атăл шывĕ юха тăрать :: Танкăр элчи — алмăчавар


Патшаран асли, мăчавартан ăсли çук.

Авалхи чăвашсем калани.

 

Тĕрлĕ çĕршывсенчен тĕрлĕ элчĕсем килсе тĕрлĕ тĕн сĕнме тытăнни Алмас патшана питĕ тарăн шухăша ячĕ. Тĕрĕссипе каласан, унăн ку тĕлĕшпе пуçĕ те çаврăнма тытăнчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа пĕррехинче Алмас патша керменĕнчен ут утланса тухрĕ те хуларан аякри вăрманта уçăлса çӳрес терĕ.

Хайхискер вăрмана кĕрсессĕнех учĕ çинчен анчĕ те чăтлăхсем витĕр шаларах та шала кĕме тытăнчĕ. Сыхлавçă-эккелсем аслă патшана шухăшсенчен пăрас мар тесе, питĕ шăппăн учĕсене çавăтса, ун хыççăн пычĕç.

Алмас хăй те сисмерĕ пысăк уçланка пырса тухрĕ. Ак япала! Ара, ку Киремет уçланки-çке! Уçланкă варринче — Киремет карти, ун варринче — Киремет юманĕ, сарлака та çӳллĕ юман. «Епле килсе тухрăм-ха кунта? — тĕлĕнчĕ Алмас. — Эпĕ пачах урăх çĕрелле каяс тенĕччĕ мар-и? Ара, аслă Танкăр мана кунта илсе çитерчĕ пулать-и?..»

Киремет карти — сăваплă вырăн, ăна йĕри-тавра юман хăмасемпе шетĕрнексемпе тытса тухнă. Ытла пысăках мар вăл Киремет карти, унта пĕр харăс çĕр çынна яхăн кăна кĕме пултараççĕ. Киремет картин виçĕ хапха: малъенче, кайъенче тата кăнтăр енче. Киремет картин çурçĕр енче хапха пулмасть. Кайъенчи хапхи — халăх валли. Кăнтăрти хапхинчен патшапа унăн теккерĕсем кĕме пултараççĕ. Мăчаварсем вара Киремет картине малъенчи хапхаран кĕреççĕ.

Кунти Киремет юманĕ питĕ ватă ĕнтĕ. Унăн тăррине çил хуçса ӳкернĕ, вăл пуçсăр этем пекех, тураттисем çине тĕрлĕ тĕслĕ пусма татăкĕсем çак-çака янă.

Киремет юманне лайăхрах куçларĕ те Алмас унта пĕр çын кукленсе ларса кĕлтунине курчĕ. Ара, ку алмăчавар мар-и? Çавă! Çавă!..

Патша вара алмăчавар мĕн каласа кĕлтунине итлеме тытăнчĕ.

Алмăчавар кунта пĕчченех килнĕ пулас. Никама та асăрхамасть, нихăш еннелле те пăхмасть, хăй сăмахĕсене каласа кĕлтăвать, сăмахĕсене сăвăласа та юрласа калать вăл:

 

Пире куран Киремет,

Пурнăç мĕскерне пĕлет.

Эсĕ пире пурнăç пар,

Эсĕ пире пиллĕх пар.

Упрасамччĕ ĕрчеме,

Вăй парсамччĕ ĕçлеме.

Тĕрес-тĕкел пурăнса,

Йăх-шыв пытăр хунаса

Йĕри-тавра çĕршывра,

Эпир саван ваттанра.

Вăй-хал илер турăран,

Çакă хура тапраран.

Çăкăр-тавар тăвакан

Хур ан куртăр тăшманран,

Пăлхар йăхĕ вăйланса,

Пурăнтăр телей курса.

 

Киремет карти патĕнче тăрса, алмăчавара итлесе, шурсухал-ăсчахсем Киремет пирки мĕскер каланине аса илме тытăнчĕ Алмас патша.

Киремет вăл — тĕнче хуçи Танкăр аслă турăпа унăн ылттăн çӳçлĕ мăшăрĕн, Пӳлĕхçĕн, пĕрремĕш ачb. Ăна ӳссе çитсен, çĕр çине анса çынсене телей валеçсе пама пӳрнĕ пулнă.

Мĕн пĕчĕкрен Киремет пĕлĕт çинче хăйĕн шап-шурă маттур урхамахĕпе çӳренĕ. Унăн урхамахĕнчен хитри пĕтĕм тĕнчипе те урăх пулман.

Кайран хайхискер, ӳссе çитсен, çынсене телей валеçсе пама, вĕсене тĕрлĕ ăпăр-тапăр чир-чĕртен, инкек-синкекрен сыхлама, çĕр çине анмашкăн хатĕрленме тытăннă.

— Çынсене пурне те юрат, хăв çĕр çине ансассăн, вĕсене пурне те телей пĕр пек валеçсе пар! — вĕрентнĕ ăна ашшĕпе амăшĕ, тĕнче хуçи Танкăрпа унăн ылттăн çӳçлĕ мăшăрĕ Пӳлĕхçĕ.

Шăп та лăп çав хушăра турăсен чи тискер тăшманĕ Шуйттан хăйне хупса лартнă леш тĕнчерен тухса тарнă. Вăл çынсене илĕртме, Киремете ярса тытма, унăн урхамахне туртса илме, хăйне ярса тытса вĕлерме хĕтĕртмешкĕн тытăннă.

— Вара эсир пурте телейлĕ пулатăр! — тенĕ вăл. — Çав урхамаха утланса тӳпене хăпарма пултаратăр, турăсемпе тан пулса тăратăр! Танкăра та, ытти турăсене те хăвăр вĕсенчен те вăйлине кăтартатăр!

Çав хушăра Киремет, урхамахне утланса, тӳперен çĕре аннă. Вăл пăхмашкăн ытти çынсем пекех пулнă: яштака, чипер, хитре. Мăйăхĕпе сухале çеç шурă. Мăшăр куçĕ вара икĕ кăвар пек ялкăшнă. Вăл сулахай аллипе пĕчек арча тытнă, арчинче — çынсене валеçсе памалли телей.

— Астăвăр, ан вĕçертĕр ăна, ярса тьггăр! — пăшăлтатнă çынсем хушшинче тăракан Шуйттан. — Тӳрех вĕлерĕр ăна!

Çынсем, ăна ĕненсе, Киремете ярса тытнă та тискеррĕн вĕлернĕ. Анчах ун урхамахне тытайман, вăл, кĕçенсе, тӳпенелле вĕçсе кайнă.

Çынсем вара Киремет арчине çатăрласа тытас тенĕ. Анчах арчи те урхамах хыççăн тӳпенелле вĕçе панă.

— Эх, тытаймарăмăр! — тенĕ çынсем.

Хăш-пĕрисем Шуйттан тăнă çĕрелле ыткăннă:

— Шуйттан, пулăш-ха пире! Арчине тытса пар-ха! — кăшкăрнă.

Анчах усалăн йĕрĕ те çухалнă. Вара тин çынсем Шуйттан хăйсене улталанине ăнланса илнĕ.

— Эх, пĕтерет ĕнтĕ халĕ пире Танкăр! Пытарас пулать хамăрăн усал ĕçе! — тенĕ айванраххисем. — Тен, вăл курмасăр юлчĕ пуль-ха.

— Çук, пирĕн Танкăртан каçару ыйтмалла, пуççапмалла! — тенĕ ăслăраххисем. — Вара, тен, пире каçарĕ. Эх, çав путсĕр Шуйттана итлесе, мĕн тери айăпа кĕтĕмĕр эпир!.. Халь тин çав айăпа каçарттарас тесе пирен пуççапмалла та пуççапмалла...

Анчах çынсем айванраххисене итленĕ. Вĕсем вара, хăйсен тискер ĕçне пытарас тесе, кăвайт чĕртнĕ те Киремет ӳтне вута пăрахнă, кайран кĕлне çилпе вĕçтерсе салатнă. Çавăн кĕлĕ ăçта çитсе ӳкнĕ, унта кайран Киремет йывăççи шăтса тухнă. Çав тĕрлĕ çĕрте Киремет йывăççисенче вара çӳлти туррăн пĕрремĕш ачин чунĕ пурăнать, тет.

Киремет çынсене тискер ĕçĕшĕн каçарман. Хаяррăн тавăрма тытăннă вăл вĕсене. Çынсем хайхи, Киремет умĕнче ырă пулас тесе, ăна парне пама, чӳк тума тытăннă. Чи малтан вĕсем Киремете чура панă. Чи вăйлă, чи хитрĕ арçынна суйласа илсе, йывăç çумне çыхса хăварнă. Анчах Киремет ăна йышăнман. Кун хыççăн çынсем ăна хĕр парнелеме шутланă. Шур хăва пек çинçе пӳ-силлĕ, тин пиçнĕ панулми питлĕ, çăлтăр куçлă пикене суйласа илнĕ те çыхса Киремет йывăççи çумне пăрахнă... Çавăнтах хайхи янкăр кунрах çиçĕм çиçнĕ, аслати сасси илтĕнсе кайнă. Ăшă çумăр çума тытăннă, унтан тавралăха тĕтре карса илнĕ. Кайран, тĕтре сирĕлсен, çынсем йывăç кутне пăрахнă хĕре тупайман. Ăна Киремет хăй патне илнĕ.

Çавăнтанпа çынсем Киремете хĕр парнелеме тытăннă. Пыра-киле вара хĕр вырăнне выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кăвакал парса чӳк тăвасси йăлана кĕнĕ.

 

Мăчавар кĕлтуса пĕтерчĕ те йĕри-тавралла пăхса илчĕ, инçех те мар тăракан патшана асăрхарĕ:

— Каçар, аслă патша, эсĕ те кунта килессе пĕлмен, — пуç тайрĕ вăл Алмаса. — Тăван халăха валли телей ыйтрăм. Питĕ кулянатăп: такам та килсе çӳрет, такам та пире е илĕртсе, е хăратса, хăйсен тĕнĕпе пурăнтарасшăн. Хамăр тĕн пирĕн мĕнрен япăх?.. Çук, нимрен те япăх мар. Пăлхар халăхне пире хамăр турăсем упраса пурăннă, ӳлĕмрен те упраччăрччĕ.

Патша нимĕн чĕнмесĕр алмăчавар мĕскер каланине итлесе тăчĕ.

— Эсĕ, аслă патша, Багдат халифĕ патне елчĕ яни те кулянтарать. Тем, ислам тĕнне тухас тесе шухăш пырса ан кĕтĕрччĕ сан пуçна. Ма чĕнместĕн, аслă патша? Мĕншĕн нимен те каламастăн?.. Атя, аслă Танкăра, аслă Пӳлĕхçе тата вĕсен ывăлне Киремете пуççап. Тăван халăх валли эсĕ те, аслă патша, телей те тăнăç пурнăç ыйт.

Атя, сана та тăван халăха кирлĕ пек кĕлтума пулăшам. Эпĕ — алмăчавар, апла-и, капла-и, çапах та эпĕ аслă Танкăрăн çак çĕр çинчи элчи. Алмăчавар каллех вара кĕлтума тытăнчĕ:

 

Эй, аслă Танкăр,

Пире курмасăр ан тăр.

Пире эсĕ пурнăç пар,

Эсĕ пире пиллĕх пар.

Упрасамччĕ ĕрчеме,

Вăй парсамччĕ ĕçлеме.

Тĕрес-тĕкел пурăнса,

Йăх-шыв пытăр хунаса

Йĕри-тавра çĕршывра,

Эпир саван ваттанра.

Вăй-хал илер Танкăртан,

Çакă хура тăпраран.

Пире саван патшана

Пиллесем ăспа-тăнпа

Çăкăр-тавар тăвакан

Хур ан куртăр тăшманран,

Пăлхар йăхĕ вăйланса,

Пурăнтăр телей курса.

 

— Çапла пултăр! — ик аллине çӳлелле çĕклесе каларĕ патша. — Аслă Танкăр, ан ман пире. Аслă Пулĕхçĕ, хăв çунатту айне илсем пире. Аслă Киремет, пăхсах-пулăшсах пыр пире!..

— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — ун хыççăн тӳпенелле пăхса, аллисене çĕклесе, виçĕ хутчен каларĕ алмăчавар та.