Юманлăхра çапла пулнă :: 9-мĕш сыпăк


...Питĕ хытă кĕтрĕ ăна Илюк. Анчах Малани час пымарĕ. Икĕ кун иртрĕ, виççĕ, тăваттă. Илюк ĕнтĕ Малани ун патне тепĕр хут пырасса шанма та пăрахрĕ, улталарĕ ку мана терĕ, анчах пиллĕкмĕш кунĕнче çапах та Малани пырса çитрĕ.

— Ну епле? Мĕнле унта? Пултăн-и? Куртăн-и? — хĕрарăм ун патне çывхаричченех тăрса ларса ыйтса пĕлме пикенчĕ Илюк.

— Пултăм, ачам, пултăм, мĕн пĕлмеллине пĕтĕмпех пĕлсе килтĕм, — терĕ Малани питĕ ывăннă пек хаш! сывласа ярса.

— Ну, кала, кала ĕнтĕ часрах!

— Япăх...

— Мĕн япăх?

— Леш çынни — вилнĕ, аннӳ — тĕрмере, сана хăвна — шыраççĕ...

Илюк тăруках чĕлхесĕр пулса ларчĕ, унăн куçĕсем хуралса килчĕç.

— Санăн киле таврăнасси çинчен шухăшлама та юрамасть, — каллех ассăн сывласа илчĕ Малани.

— Ăçта каяс-ха вара манăн? — Илюк тути чĕтреме тытăнчĕ, куçĕсем шывланчĕç.

— Пĕркунах каларăм вĕт-ха сана, малтанлăха ман патра пурăнатăн, унтан куç курать... Эпĕ ĕнтĕ тухтăрпа калаçрăм, ыран-виçминесем сана больницăран кăларма пултаратăп терĕ...

Илюк çĕрелле пăхса ларса тарăн шухăша кайрĕ.

Акă епле çаврăнса тухрĕ иккен унăн пурнăçĕ!..

«Матви пичче» тени вилнĕ. Ăна вĕлерекенни — вăл, Илюк. Амăшне тĕрмене хупнă. Вăл ĕнтĕ уншăн ларать, уншăн асап курать. Хăйĕн, Илюкăн, халь киле кайма мар, çынсен куçĕ умне те курăнма юрамасть, ăна шыраççĕ, ма тесессĕн вăл — çын вĕлернĕ! Анчах та, тен... ыран больницăран тухас та ним иккĕленмесĕрех, тӳрех милицие кайса калас: ман анне айăплă мар, кăларса ярăр ăна, ун вырăнне мана хупăр, мĕншĕн тесен айăпли — эпĕ, Илья Ивуков!

Ах, пĕлмен çав Илюк нимĕн те!..

Малани ăна ним намăса пĕлмесĕр улталанине те, вăл Илюксен ялне кайса килме мар — çак кунсенче хуларан тухманнине те пĕлмен! Илюк пирки вăл хăйĕн тусĕсемпе, Матрос тата Артист тенĕ вăрăсемпе канашласа илнĕ те ачана алăран вĕçертес мар тесе ăна хăрушла суйса панă...

Çав вăхăтра хăйсен килĕнче мĕн пулса иртнине те пĕлмен Илюк. Килти пурнăç пĕртте Малани лăпăртатса панă пек пулман ун чух.

Анчах мĕн тăвас пулнă-ха ĕнтĕ халь Илюкăн?..

Тепĕр кунне, кăнтăрла иртсен, Малани каллех больницăна пычĕ те ăна тӳрех хăй патне илсе кайрĕ. Илюк пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Çакă вара унăн пурнăçĕнчи иккĕмĕш йăнăш пулчĕ, çав тери пысăк та хăрушă йăнăш...

Малтанхи кунсенче вĕсем питĕ лăпкăн пурăнчĕç. Кăнтăрла Малани Атăл хĕррине кукăль сутма кайса килчĕ, Илюк килте ларчĕ. Тухса çӳреме унăн вăйĕ те çукрахчĕ-ха. Анчах пурăна киле Илюк çав тери тĕлĕнмелли япаласем курма пуçларĕ...

Пĕр каçхине — вĕсем çывăрса кайнăччĕ ĕнтĕ, Малани кравать çинче, Илюк кăмака хыçĕнче — сасартăк çенĕк алăкне такам самаях хыттăн шаккарĕ, Малани çутă çутса çенĕке тухнă вăхăтра Илюк та тăрса ларса алăк çине пăхма тытăнчĕ: кам килме пултарать кун пек вăхăтра? Кил хуçи никама кĕтни çинчен те каламарĕ-çке?

Унччен те пулмарĕ — Малани хыççăн пӳрте виçĕ çын кĕрсе тăчĕç. Виççĕшĕ те çара пуçăн, çӳçĕсем вăрăм, хыçалалла тирпейсĕр çавăрса хунă, пиншакĕсем пурин те пĕр майлăрах, анчах тĕсĕсем расна — пĕрин кĕрентерех, теприн симĕс, виççĕмĕшĕн шашка хăми пек тăваткал-тăваткал, йĕмĕсем вара пурин те çип-çинçе те кĕп-кĕске, ура пакăлчакĕ патне те çитеймеççĕ. Сăнран пăхсан — пурте çамрăк, 17–18 çултан аслă мар, анчах иккĕшин сăмсисем айĕнче хăрăмпа хуратса илнĕ пек курăнакан пĕчĕкçеç уссисем палăрса тăраççĕ.

— Салам алейккĕм, мадам Малашка! — алăкран кĕнĕ-кĕмен Малание икĕ хул калакки хушшинчен ывçă тупанĕпе шаплаттарса илчĕ çав йĕкĕтсенчен пĕри, сип-симĕс пиншакли. — Курманни нумай пулать сана, ăнсăртран вилсе выртман-и тесе тĕрĕслесе пăхас терĕмĕр!

— Килĕрех, иртĕр, иртĕр! — терĕ те Малани аялти кĕпи çийĕнчен ула-чăла халат тăхăнса ячĕ. — Чăнах та, нумайранпа килмерĕр ман пата, мансах кайрăр...

Вăл темле йĕкĕлтесе, сассине юри вылянтарса калаçрĕ, милĕк пек арпашса кайнă çӳçне тӳрлеткелесе илчĕ.

— Мĕнле пурăнатăн ку тĕнчере? — ыйтрĕ уссиллĕ тепĕр йĕкĕчĕ.

— Чиперех-ха, хăвăр мĕнле?

— Йӳçĕ кваспа хура сухари çисе пурăнатпăр. Нухрат çукки кастарать, Малаша!

— Епле вара ун пекех? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Малани. — Сирĕн пек маттурсен те укçа çук пулсан пирĕн мĕнле пурăнас?

— Канмалли çуртра пултăмăр-çке, — терĕ симĕс пиншакли,

— Э, курортсем тăрăх çӳретĕр эппин! Крым, пески, туманны горы теççĕ-и-ха çав? — ихиклетсе илчĕ Малани. — Паллах ĕнтĕ, унта укçа лавĕпех кирлĕ...

— Питĕ лайăх курорт пулчĕ. Вун пилĕк талăк пĕр пус тӳлемесĕр хытнă çăкрине кавлесе пурăнтăмăр.

— Ай тур-тур! — çак йĕкĕтсем ик эрне хушши тĕрмере ларса тухнине ăнланса аллисене хире-хирĕç шартах çапса илчĕ Малани. — Мĕншĕн-ши тата?

— Тупăнчĕ. Пăрахутпа ларса уçăлмалла Сĕнтĕрвăррине çити кайсаттăмăр та унта клуба ташлама кĕтĕмĕр. Кăштах хĕрнĕччĕ хамăр. Хĕрсем пирĕнпе ташласшăн пулмарĕç. Эпир çине тăма пуçларăмăр. Пĕрине тытса çавăратпăр, теприне. Ну, çав вăхăтра хулĕсене хĕрлĕ кипке таткисем çыхнă деятельсем пырса тухрĕç. Штаба теççĕ. Тытăçса илме тиврĕ. Сĕтĕрсе кайрĕç вара, акт çырчĕç. Ирхине — суд. Юрать-ха 74-мĕшне1 памарĕç. Пĕтеттĕмĕрччĕ.

— Ай-яй, ытла та... асăрханмастăр-çке! — пуçне пăркаласа илчĕ Малани. Анчах симĕс пиншакли ун сăмахĕсене илтмен пек пулчĕ.

— Кĕçĕр çеç таврăнтăмăр. Чăмлас та, пыра чӳхес те килет. Пулăш! Санăн яланах пулаканччĕ.

— Çак самантра нимех те çук çав...

— Эс ан хăра, Малаша-Параша, — сăмах хушрĕ кĕрентерех пиншакли, ку таранччен шарламасăр ларнăскер. — Ахаль тумастпăр ĕнтĕ сана, ют çынсем мар! Акă çаксем валли хуçа туп ыран...

Кăмакапа чăлан хушшинчи çурăк витĕр ним шарламасăр пăхса тăнă Илюк тĕлĕнсе хытсах кайрĕ: çав йĕкĕт кăкри умĕнчи шалти кĕсйинчен пĕр ывăç пĕчĕк сехет кăларса Малани умне шăкăрт! хучĕ.

— Кашнине çĕршер тенкĕпе ярăнтарсан та тăват çĕр тенкĕ пулать, — терĕ уссисĕрри сехечĕсене сĕтел çине сарарах хурса. — Пурте на полном ходу!

— Ах, тем тумалла ĕнтĕ сирĕнпе... Пĕрре-пĕрре пуç яратăр та-ха эсир манăнне! — иккĕленсе тăнă пек турĕ Малани, анчах хăйĕн куçĕсем çăткăннăн çуталма тытăнчĕç. Ун умĕнче пуянлăх-çке-ха, сехетсене сутсан вăл хăй валли пысăк тупăш илме пултарать!

— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ симĕс пиншакли. — Пур-и санăн пире валли мĕн те пулин? Çук пулсан укçа пар пăртак, пристань çинчи буфета каятпăр, мĕн пулать-килет!

— Тупасах пулать ĕнтĕ, мĕн тăвас тетĕн сирĕнпе! — Малани сĕтел çинчи сехетсене пуçтарса илчĕ. — Анчах кусене ытла тăруках ăсатаймастăп. Палланă маçтăр сирĕн пекех курорта кайнă, анчах унăн срокĕ вăрăмрах. Пилĕк çул. Вырнаçтармалли урăх шăтăк шырас пулать, çавăнпа та укçишĕн тӳрех пыртан ярса ан илĕр...

Унтан вăл çенĕке тухрĕ.

Тепĕр çур сехетрен çăмламас пуçлă, ансăр йĕмлĕ йĕкĕтсем ӳсĕрĕлсе те кайрĕç. Хăйсем вун пилĕк талăка мĕнле ларса ирттернине аса илсе ахăлтатрĕç. Малание карт туптарса çирĕм пĕррелле выляма тытăнчĕç.

Вĕсем хăçанччен аташса ларнине Илюк пĕлеймерĕ, çывăрчĕ. Ирхине вăрансан вĕсем пĕри те çукчĕ ĕнтĕ, тухса кайнăччĕ.

— Мĕнле йĕкĕтсем пулчĕç сан патра каçхине? — пĕлес килнипе тӳсеймесĕр ыйтрĕ вăл Маланирен.

— Пит лайăх ачасем, — терĕ лешĕ.

— Ашшĕ-амăшĕсем пур-и вĕсен?

— Пулмасăр! Пĕрин амăшĕ прохвессор тет.

— Профессор? — тĕлĕнсе кайрĕ Илюк. — Хăшин?

— Симĕс пиншаклин.

— Вĕренеççĕ-и вара вĕсем, ĕçлеççĕ-и?

— Çавна пĕлсех çитейместĕп вара. — Малани ун çине сиввĕнрех пăхса илчĕ. — Мĕн тума ун пек çине тăрсах ыйтатăн эс вĕсем çинчен, мĕне кирлĕ вăл сана?

— Ахалех ара... Вун пилĕкшер талăк ларса тухрăмăр теççĕ те...

— Вăл ниме те пĕлтермест, — тутине мăкăртса ал сулчĕ Малани. — Унта кашниех лекме пултарать!

Илюка ку тата ытларах тĕлĕнтерчĕ: мĕнле-ха «ниме те пĕлтермест» вара? Вун пилĕк талăк нумай мар пулсан та, çапах та тĕрме вĕт-ха вăл! Çитменнине, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те пур иккен, пĕрин ав профессор тет, мĕн тума кирлĕ вĕсене çакăн пек çапкаланса çӳрени? Эх, эп хам вĕсен вырăнĕнче пулнă пулсан... мĕн тери йĕркеллĕ пурăннă пулăттăм-ши?

Кăшт тăрсан вăл татах ыйтрĕ:

— Ун чухлĕ сехет ăçтан тупнă-ха вĕсем?

— Эп ăçтан пĕлем? — терĕ Малани. — Хăйсеннех пуль. Тен, пăрахутпа килнĕ чух картла выляса илнĕ, картла пит маçтăр вĕсем...

«Картла... — шухăшларĕ Илюк. — Питĕ усал вăйă вĕт-ха вăл, çынна пуçĕпех пĕтерсе хума пултарать... Çук, ку йĕкĕтсем тĕрĕс пурăнмаççĕ. Мĕншĕн ун пек-ши?»

Çакăн пек шухăшсем ăна вăрахчен çывăрса кайма памарĕç...

 
1 Уголовнăй кодекс статйи. Ун тăрăх чарусăр хулигансене айăпласа пилĕк çул таран ĕçлесе юсанмалли колонисене яраççĕ.