Симĕс ылтăн :: XVI пай


— Çĕрле Актаевсем патне Кузнецов пырса кĕчĕ.

— Каçар, Натали инке, çутă курса кĕтĕм, Валентинпа калаçмалли пурччĕ, — терĕ вăл алăкран кĕнĕ-кĕменех, вара çĕлĕкне пăтаран çакса, сĕтел патне пырса ларчĕ, хулăн та пуклак пӳрнисемпе хура çӳçне майĕпен шăлса якатрĕ.

— Вулатăн, салтак?.. Анчах кĕçĕр эп ыр сăмах каласса ан кĕт. Ухмах эс, Валентин, ак ман пĕрремĕш сăмахăм. Ма çапрăн çав йĕксĕке? Аллу кĕçтетчĕ-и? Е вăйна ниçта та чикейместĕн-и? Вырăнне тупса парĕç, ан кулян. Халь кирек ăçта та вăйлă çынсем кирлĕ — ĕçĕ нумай. Упа темле вăйлă та — пурпĕр ирĕксĕрлесех ташлаттараççĕ. Халь кăна таврăнтăн — каллех каялла каяс килчĕ-и? Килĕшрĕ-и?

— Аплах ан кала-ха, Федор Иванч! Мĕнле пулса тухнине хам та пĕлместĕп халь, — хирĕçлеме пăхрĕ Валентин.

— Ман пĕлмеллеччĕ-им? Унсăр та ĕçĕ мăй таран. Ав, Митюков Мĕтри ӳсĕр пуçпа арăмне хĕнесе тăкнă... Паххунккă Куçми ферма картине çĕклесе çунтарма пикеннĕ. Вăрман юнашар — вăл пур, мăн кахал, карта çунтарать. Калаçрăмăр унпа — карта тытса пама пулчĕ... Ну, вĕсем сахал вĕреннĕ, тĕттĕм çынсем тейĕпĕр. Эсĕ вĕреннĕ çын тетĕн вĕт хăвна?.. Мĕнле аллу çĕкленчĕ çавна çапма? Ахаль те вĕт эсĕ...

— Çӳç пĕрчи çинче çакăнса тăратăн, тесшĕн эс мана. Çап! Ан шеллесе тăр... Эп тыткăнра пулнипе пурте ан ӳпкелĕр мана. Эп мĕншĕн те пулин айăплă пулсан, ман пĕртен-пĕр айăпăм — çавăн чухне Сталинградра вилменнишĕн кăна, — терĕ чунĕ кӳтсе çитнĕ Актаев.

— Ăна пĕрмай ан асăн, хамăр та чухлатпăр... А Варсун, авă, участковăй врач патне кайса справка илнĕ... Халĕ килĕнче выртать, питне-куçне бинтласа пĕтернĕ... Суда паратăп тет.

— Каçарас çук ĕнтĕ вăл, каçарас çук, çынни çавнашкалскер, — -терĕ хуйхăрса Натали инке. — Хам кайса калаçсан мĕнле-ши?

— Ниçта та ан çӳре, анне! Аюхинсен килне ура ярса ан пус, Актаевсен ятне ан яр! — хирĕçлерĕ ывăлĕ. — Эп хам, вилсен те, Варсунран каçару ыйтас çук! Эп мар, вăл айăплă ман умра!

— Анчах эс, Валентин, ху тĕрĕссине тискер майпа кăтартатăн — чышкăпа.

— Урăх майне пĕлместĕп эпĕ.

— Тупас пулать.

— Мĕнле? Ăçта?

Парторг витĕмлĕн каларĕ:

— Ялта Аюхина никам та ырăпа асăнмасть, апла пулсан — сăлтавĕ пурах. Вучах чĕртмесен, тимĕрç лаççинче тĕтĕм тухмасть. Ку — пĕрре. Санăн фронтри юлташусене шыраса тупма тăрăшас. пулать. Чи малтанах — Осокина, унтан — комиссара. Вĕсем сан çинчен те, Аю хин çинчен те тĕрĕс характеристика пама пултараççĕ. Ку — иккĕмĕшĕ.

Валентин шухăша кайса ларчĕ.

— Кун пирки шухăшламанччĕ эпĕ, Федор Иванч. Тĕрĕс калатăн пуль эс, анчах ăçта шырăмалла вĕсене? Утă капанĕнче йĕп шыранă пек... Пур-и-ха тата вĕсем, чĕрĕ юлнă-и?

— Ытлашши шухăшлама вăхăчĕ те çук, хальтерех шыраса тупма тăрăш вĕсене. Кĕçĕрех çыру çыр, эпĕ ыран райкома каятăп, çула май почтăна кĕртсе ярăп.

— Райкома — мĕн пирки? — сасартăк пăшăрханчĕ Актаев.

— Сан пирки мар. трактор пирки. Çуракипе юлса кайрăмăр вĕт эпир. Сухана кӳлме лаша çитменни хуплать пире. Суха лашисене ан кӳлтерĕр, халех тăрантма, канма тăратăр тесе эпĕ правленире апрель пуçламăшĕнчех каласаттăм — итлемерĕç. Аристарх Михалч та дисциплинăна çирĕп тытаймарĕ. Офицер пулнă пулсан та, темле çемçешке этем вăл, туптансах çитмен хурçă пек, час авăнать... Халь колхозра хăмăт тивретсе пăснă лаша шучĕ вунпиллĕке яхăн. Мăшкăл вĕт ку!.. Ну, эпĕ каям-ха, ман ыран ирех тăмалла. Эп каланине тума ан ман вара, — терĕ те Кузнецов хыпаланса тухса кайрĕ.

Ăна ăсатма тухнă Валентин хапхара чылайччен тăчĕ. Çырма урлă Антун пĕви пуçĕпе каçакан Федор Иванч тĕттĕмри çула кĕсъе хунарĕпе çутатса пычĕ, хунар çути чăлт та чăлт таврана çутата-çутата ячĕ.

«Тĕрĕс çын, чăн-чăн парторг, çынна инкекре манмасть. Вăл каланине, тăвасах пулать, тĕрĕс калать», — шухăшларĕ Валентин. Вăл халех Осокин патне çыру çырас шутпа пӳрте кĕчĕ, анчах пӳртре, айăн-çийĕн çавăрттарса шырасан та, хут-кăранташ тупаймарĕ. «Ну, ыран та çырăп-ха, пушар тухман-ха», — терĕ вара хăйне хăй лăплантарса.

Ыран та, эрне те иртрĕ — Валентин çыру çырмарĕ. Çак лăплану кайран унăн пуçне кăштах çимерĕ.