Хĕçпе çурла :: 7


Ĕни, хĕсĕрскер, мăнтăр. Юри вĕсем сĕт антарман ĕнене суйласа илнĕ, ыттисене тивме хĕрхеннĕ.

Хайхи Красунья ятлă хĕрлĕ ĕне, тарăн юр ăшне хырăмĕ таран путса анса ларсан, малалла тапаçланма чарăнчĕ. Мăшкăл кӳрекен çынсем хăй патнелле килмеççĕ-и тенĕ пек, мăйне пăрса, хыçалалла çаврăнса пăхрĕ.

Тин ĕнтĕ Фатюшин çак ĕçе хутшăнмасăр тăма пултараймарĕ. Вăл ĕнене тăварма, çунине кунта илсе тухма хушрĕ. Акă вара темле лăстăк-лăсканчăксенчен хăтăлнă Красунья, юр ашса, вите еннелле утса хăпарма тытăнчĕ, тăванĕсем патне çитсен, вĕсем хушшинче чарăнса тăмарĕ, тӳсме çук намăс курнăран вăтаннă пек пулса, шалалла кĕрсе кайрĕ.

— Çук-тăр çав, турă хушманнине тума çук-тăр çав, — мăкăртатрĕ пĕр ватă хĕрарăм.

— Ну, чиперккесем, — терĕ райком секретарĕ, чăвашла пĕлмен пирки ватă хĕрарăм сăмахне хăлхине чикмесĕр, — култарса вĕлереттĕр, тупата туршăн!

— Иккĕш те турра асăнчĕç, — пăшăлтатса каларĕ пĕри çумĕнчине.

— Сăмахĕ çапла килсе тухнăран вăл, — хирĕç тавăрчĕ лешĕ. — Çавă çеç.

— ...Култарса вĕлереттĕр!

— Пирĕншĕн пулсан, кулă мар ку! — сиввĕн пӳлчĕ ăна Укçине. — Кулă мар, куççулĕ! Çĕр акăнмасăр юлтăр-им? Вара пурин те выçăпа вилсе выртмалла-им пирĕн? Кам масар çине кайса чикĕ? Фронтра тата? Выçă салтак — салтак-им? Çил вĕрнипе кайса ӳкĕ...

— Тĕрĕсне тӳррĕн калатăн, Аксинья Петровна, — терĕ хăйне сиввĕн пӳлнĕшĕн ним чухлĕ çилленмесĕр райком секретарĕ. — Пĕр тытнă шухăша вĕçне çитермесĕр ан пăрахăр. Куратăп: эсир ĕнесене лаша вырăнне турта хушшине нихăçан тăратман. Турта тенĕрен, икĕ ĕнене пĕр турта çитет...

Ун йĕри-тавра хĕрарăмсем пухăнса тăчĕç. Ăнланса илме йывăртарах сăмахĕсене Гурьянов çийĕнчех чăвашла куçара-куçара парать.

— Ĕç тухас çук тесе алă сулар мар, — малалла сăмахне тăсрĕ Фатюшин. — Нуша кулачă çиме вĕрентнĕ, теместĕр-и хăвăрах? Илтсеттĕм пĕр ялта. Ĕнесене те сухалама вĕрентĕпĕр. Акă мĕн, чугун çул çинче ĕçлекенсен больници пур. Унта халĕ госпиталь. Сывалса çитнĕпе пĕрех украинецсем те пур унта. Çавсенчен пĕр-иккĕшне сире вĕрентме ярăп. Вĕсем хаваслансах килĕç. Юрать-и?

— Савăнсах йышăнăпăр!

— Хăна пулĕç!

— Çамрăкраххисем килсен аванччĕ!

Ку хĕрарăм сасси. Сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнкаласа пăхрĕç те, Наçтук ыттисенчен куçне тартнине асăрхарĕç. Чĕнекен пулмарĕ.

— Салтак яланах салтак вăл, — терĕ тăхăш вăхăтра килсе тăнă шинель тăхăннă, хулĕ хушшине туя хĕстернĕ çын. — Ура çинче тăрать пулсан, салтак ăна-кăна пултарать.

Ăна хирĕç сăмах чĕнсе ун çулĕпе каякан пулмарĕ.

Хĕллехи кун мулкачă хӳри, теççĕ. Курса та юлаймастăн. Тĕттĕмленни, те сисĕнсех каймарĕ, пӳртсенче лампа çутмалли вăхăт çитрĕ те иккен.

Фатюшинпа Гурьянова Пыллăха леçсе хăварма Михал Ермилч лаша кӳлсе килчĕ. Хĕрсем, хĕрарăмсем райком секретарĕпе ăшшăн сывпуллашрĕç тата килсе курма йăлăнсах чĕнме пулчĕç...

Каярахпа, апат çинĕ хыççăн çывăрма выртсан, Виктор Потапович, «нуша кулачă çиме вĕрентнĕ» тенине тепĕр хут аса илчĕ. «Ĕлĕк кулачă пулман-ши чăвашсен? — шухăшларĕ вăл. — Юратман-шим тулла? Е ирĕксĕртен акмалла, вара çăнăхĕнчен çаплах ирĕксĕртен кулачă пĕçерсе çимелле пулнă? Кăна эпĕ ăнланаймастăп-ха мĕншĕн каланине — ыран ыйтса пĕлесех пулать ваттисенчен.

Çăмăл мар иккен ун чĕлхине пĕлмен халахпа ĕçлеме. Шухăшпа сăмах пĕртăван, теççĕ. Çын мĕн шухăшлать, çавна калать. Шухăшне юри хĕвне пытарса хăвармасан, паллах. Çынсем сан çинчен эс ăнланман чĕлхепе ху умăнтах тем те калаçса илме пултараççĕ. Сана, халăх каларăшле, сăмахпа сутса яма пултараççĕ. Эсĕ, вĕсем калаçнине ăнланмастăн, чĕлхесĕр тăмсай пек çăвар карса тăратăн. Е эсĕ ху тăван чĕлхӳпе калаçнă чух, вĕсем сана ăнланмасăр юлаççĕ, çавăнпа санран пăрăнса каяççĕ. Çăмăл мар. Анчах пире пĕр-пĕринпе тăван пек çывăхартакан пĕр япала пур, вăл — пĕр ĕçпе, пĕр тĕллев-ĕмĕтпе пурăнни, хуйхи-суйхи те пĕр, савăнăçĕ-хавасĕ те пĕрех пирĕн.

Чăваш — ĕçчен халăх. Тĕлĕнмелле: колхозра халĕ çыннисем ĕçленĕшĕн нимĕн те илмеççĕпе пĕрех, вăрçăччен ĕçлесе илнине перекетлесе хăварнипе пурăнаççĕ (Хăйĕн кун-çулĕнче йывăрлăхпа çитменлĕхне пайтах тӳссе ирттернĕ халăх яланах перекетлĕ.) Уйра, улăхра, вăрманта, ялта, çул çинче — ниме пăхмасăр, тарăхмасăр, шăпине вăрçмасăр ĕçне вăять ĕмĕртен ĕçе хăнăхнă халăх. Тулта шăннă аллипе пуртă тытса, хашлатса йывăç чутлакан ватă çынна, вăрмантан çунашкипе çапă турттарса килекен карчăка, тимĕрç лаççинче хĕртнĕ тимĕре йывăр мăлатукпа шанклаттаракан арçын ачана, шăршлă витере тертленсе тислĕк хыракан хĕрсемпе çамрăк хĕрарăмсене — тата нумай-нумай ĕçчене йывăр ĕçĕнче куратăн та, хĕрхенес килсе каять, тем парăттăн вĕсен йывăр ĕçне çăмăллатас тесе. Анчах мĕн парăн? Вĕсем санран нимĕн те ыйтмаççĕ. Нимĕн те ыйтмаççĕ. Хĕрхенес килсе каять, тетĕн. Çав çынсемех ĕç вăхăтĕнчех е канма ларсан, шӳтлеççĕ, кулаççĕ-ахăлтатаççĕ, юрă шăрантараççĕ, ун чухне вĕсен куçĕнчен, калăн, хĕлхем пĕрхĕнсе тăрать, вара санăн хăвăн та чуну-чĕрӳ, ăна темĕн-çке ачашшăн иртĕнсе кăтăкласа илнĕ пек, хаваслансах каять... Эпĕ питĕ сахал пĕлетĕп-ха ку халăха. Анчах ун çинчен нумай пĕлессĕм килет, пĕлме тăрăшăпах.

Чăваш — ютран килнĕ çынна хапăл. Çук, тĕрĕс мар, шухăшлатăп. Мана вĕсем ют вырăнне хумаççĕ. Ăçта çитен, унта кăмăллăн йышăнаççĕ, ăшшăн ăсатса яраççĕ. Хăйсене ăс паракан çынна çилленмеççĕ (тепĕр çĕрте ăс паракансене кураймаççĕ, вĕрентсе каланине хăйсене кӳрентерни вырăнне йышăнаççĕ — пире ухмахсем тетĕн-им!). Чăвашсем ун пек мар, вĕсем ăслă шухăшшăн тав тăваççĕ, вĕрентсе каланăшăн кӳренмеççĕ»...

Фатюшин, çак таран шухăшласа çитсен, Николай Гурьянова асне илчĕ. «Ăслă; пултаруллă çамрăк командирччĕ, — шухăшĕ ыйхине хăваларĕ каллех. — Аслисене итлетчĕ, хăй сăмахне çирĕп тытатчĕ. Çав кун, пĕр шухăшласан, чăтма-тӳсме çук хĕрӳллĕн çапăçнă кун, мана амантсан, темле майпа ăсатма пултарсан, ĕçсем мĕнле пулса иртрĕç-ши? Юлчĕ-ши, çăлăнчĕ-хăтăлчĕ-ши çав тамăкран юлташсенчен хăшĕ те пулин? Хăшĕсем хăтăлнах иккен. Николай Гурьянов та хăтăлнă. Анчах ăçта кайса çухалнă пулнă вăл, хăй çинчен темиçе уйăхран тин хыпар тăвакан? Барановский майор ун çинчен е вилчĕ, е тăшман аллине юлчĕ тесе Алексей Гурьянович кинне, Николай мăшăрне, çакăнса вилес патне çитернĕ. Йăпатман, хăратнă. Мĕншĕн? Вăлах ашшĕне те хăратма, юнама пăхнă. Тем пурах кунта. Анчах ăçтан пĕлсе çитерес? Николай Гурьянов патне çыру çырас, Барановский кунтах военкоматра ĕçлет, унпа хăйĕнпе калаçса пăхас».

Пуçа тем тĕрлĕ шухăш капланса пыра-пыра кĕрет, хăшĕсем ĕнтĕ куç умĕнчен, пĕчĕк вĕçен кайăксем пек, вĕлтлетсе кăна ирте-ирте каяççĕ. Каяççĕ те çухалаççĕ, вĕсен вырăнне урăххисем курăнаççĕ, стена сехечĕ шаккани хăратнăран пек, кусем те хăвăртрах сирĕлеççĕ. Вара шухăшласа выртакан çын хăй сисмесĕрех çывăрса каять, ыйăха путать.

■ Страницăсем: 1 2